Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пирĕн пуянлăх

Çитес вырсарни кун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, пирĕн çĕр-шывра Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн пирĕн корреспондент Ю. Борисов Сурăм участок лесничествин лесничийĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ лесовочĕпе О. П. Тихоновпа курса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

— Олег Петрович, Трак енри вăрман ĕçченĕсем хăйсен професси уявне еплерех кĕтсе илеççĕ?

— Япăх мар темелле. Тавах Турра, кăçал Трак енри вăрмансенче пушар тухнă тĕслĕхсем вуçех палăрмарĕç. Акă 2010 çулхи ака уйăхĕнче хăй вăхăтĕнче “Прогресс”, каярахпа “Новая сила” хуçалăхсен шутланнă, халĕ пирĕн лесничествăн 90 кварталне кĕрекен вырăнта пушарта 3 гектар çинчи вăрман çунса кайрĕ. Халĕ ăна федераллă бюджет пулăшнипе çĕнĕрен чĕртме тивет. Кăçалхи çу уйăхĕнче ку тĕллевпе Ильински участок лесничествинчен 15 пин лиственница хунавĕ кÿрсе килтĕмĕр, лартса хăвартăмăр. Кунта вăрман маçтăрĕсен О. Афанасьевпа Ф. Орловăн ырă ĕçне палăртса хăвармалла. Кăçалхи çу кунĕсем япăх мар килчĕç, хунавсем аван чĕрĕлчĕç. Çитес çул тата 93 кварталти 2, 4 гектар лаптăк çинчи вăрмана çĕнĕрен чĕртмелле. Вăл та çав çулхи пушарта самай сиенленнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев пирĕн ума çакăн пек задача лартнă: кĕске вăхăтра пушарсенче пĕтнĕ йывăçсем вырăнне çĕнĕ хунавсем лартмалла. Эпир çак тĕллевпе тăрăшатпăр. Халĕ, авă, хунавсем лартма çĕр хатĕрлетпĕр.

Пирĕн тытăмра та улшăнусем пулса иртрĕç, вăрманăн çĕнĕ кодексне йышăнчĕç. Ĕлĕк Сурăм вăрман лесничествинче 30 çын тăрăшнă пулсан, паян 7-ĕн вăй хуратпăр. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вăрмана пăхса тăмалла, халăх хушшинче пропаганда ĕçне туса ирттермелле. Шкулсенче те сахал мар пулатпăр. Пирĕн вĕренекенсем çуркуннехи-кĕркуннехи йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăхсене аван хутшăнаççĕ, сахал мар йывăç-тĕм лартса хăвараççĕ.

Юлашки çулсенче юман йывăççине те хурт-кăпшанкă тапăнчĕ.Эпир хамăр лесничествăра 100 гектар çинче çамрăк юмансем лартса хăварнă. Вĕсене 5-6 çултан сыпатпăр. Ун хыççăн хайхискерсем йĕкел пама тытăнаççĕ. Çамрăк хунавсене А. Семенов, Р. Федорова, Валерийпе Надя Сидоровсем пăхса тăраççĕ. Çапла вара пирĕн участокран Чăваш Енти ытти лесничествăсене те çамрăк юман хунавĕсене илсе кайма май пур. Кăçал 25 километр тăршшĕ вăрман хĕррисене сухаласа хăвартăмăр.

Вăрман кашни çынтан тимлĕх ыйтать. Анчах пурте çавна пăхăнмаççĕ çав. Çу кунĕсенче пирĕнтен нумайăшĕ канмалли кунсене вăрманта ирттерме тăрăшать. Çуралнă кунĕсене тусĕсемпе шашлăк çисе, эрех-сăра ĕçсе ирттересси йăлана кĕчĕ. Çапах та хăшĕ-пĕри хăйсем хыççăн эрех, пылак шыв кĕленчисене пăрахса хăвараççĕ. Халĕ тата кĕр кунĕсем нÿрĕ килни пирки кăмпаçăсем вăрмантан тухма та пĕлмеççĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.

Эпир хамăр ĕçе обществăлла инспекторсене те явăçтаратпăр. Вĕсем тăтăшах хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче пулаççĕ. Акă Супарти пĕр арçынна йывăç каснă çĕрте алăранах ярса тытнă, ĕçе районти полици уйрăмне панă. Тепĕр хĕрарăм 3 хыр кашти касса тухма тăнă, ăна 68 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Çĕр-шывăн чылай кĕтесĕсенче вăрман лаптăкĕсене арендăна парас мел вăй илсе пырать. Çитес çулсенче пирĕн тăрăхра та çак çĕнĕлĕх ĕçе кĕрĕ. Вăрманăн чăн-чăн хуçи пулĕ.

— Юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр?

— Вăрман ĕçченĕсен кунĕ çывхарса çитнĕ май хальхи ĕçченсене, пирĕн тытăмра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунатăп.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 сентября 2012
00:00
Поделиться