Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманçăсен уявĕ

Авăн уйăхĕн (сентябрĕн) виççĕмĕш вырсарни кунĕнче хăйсен пархатарлă та ырми-канми ĕçĕпе пирĕн вăрман пуянлăхĕсене хушса пыракан тата вĕсемпе тĕрĕс усă курма пулăшакан çынсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тĕрĕссипе каласан, ăна вăрман ырлăхĕпе усă куракан мĕн пур çынсен, обществăн пĕтĕмĕшле праçникĕ теме те пулать.

Вăл, паллах, “Канашри лесничество” Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн ĕçченĕсемшĕн те çывăх уяв пулса тăрать. Мĕншĕн тесен вĕсем вăрман хуçалăхĕн ĕçне пысăк тÿпе хываççĕ, патшалăх вăрман контролĕпе надзор, вăрмансенчи пушар надзорĕн ĕçĕсене тăваççĕ, лесничество территорийĕнчи вăрмансемпе усă курассине тивĕçтереççĕ, планлама хутшăнаççĕ, сыхлавпа хÿтĕлев мероприятийĕсене пурнăçлассине йĕркелеççĕ, вăрмансене çĕнетессипе тимлеççĕ, мероприятисем пурнăçа кĕнине контроллеççĕ. Вăрман – çут çанталăкăн пысăк пуянлăхĕ, çав вăхăтрах экологи хăрушсăрлăхĕн шанчăкĕ те пулса тăрать. Вăл халăх хуçалăх комплексне, экономикăна йĕркелеме май парать. Вăрман – чĕрĕ организм, вăл пире çут çанталăк парнеленĕ сывлăхпа савăнăç çăлкуçĕ, çăрасăр кладовой, унта пурте чăрмавсăр кĕрсе çÿреме тата унăн çимĕç-пурлăхĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.

Лесничествăн икĕ питомникĕнче те лартмалли йывăç-тĕм калчисем çитĕнеççĕ, вĕсем вăрмансене çĕнетсе пыма çителĕклĕ. Халĕ ахаль те талккăшпе касмалли лаптăксене чакарнă, хÿтлĕх вăрмансенче унашкал вуçех касмастпăр, çавăнпа лартмалли материалсем те халичченхинчен сахалрах кирлĕ. Хальхи вăхăтра питомниксенче акса тума йывăç-тĕм вăррисене пухса хатĕрлетпĕр. Анчах, шел те, юлашки вăхăтра çынсем акса-лартса çитĕнтерекен йывăç культурисене пĕр шелсĕр хурăн тата юман милĕклĕх касса хатĕрлеме тытăнни пăшăрхантарать. Çакăн пек варвăрлăх хыççăн ун пек çĕрте мĕн çитĕнĕ?

Çуркунне юр кайсан “Канашри лесничество” хысна учрежденийĕнче ĕçлекенсем вăрмансенче илемлетсе йĕркеленĕ аншлагсем вырнаçтараççĕ, канмалли вырăнсене тирпейлесе хăтлă тăваççĕ. Анчах та çакă кăмăла пăсать: çынсем канмалли вырăнсене ватаççĕ, вĕсене çу каçа темиçе хутчен те юсасаса йĕркелеме тата тасатса типтерлеме тивет. Мĕншĕн тесен канакансем беседка варринчех вут чĕртеççĕ, хăйсем хыççăн ăпăр-тапăр хăвараççĕ. Мĕншĕн хăйсенех тасатса хăварас мар? Тепрехинче унта ырă кăмăлпа пыма пулĕ.

Планетăн симĕс хÿтлĕхне упрассинчен пысăкрах задача çук паян!

Çавăнпа вăрман ырлăхĕпе пĕлсе усă курăр, унпа тимлĕ те перекетлĕ, типтерлĕ пулăр. Вăрман пек илемлĕ те шухăша яракан, чуна хумхантаракан, кăмăла çемçетекен лайăхрах вырăн çук урăх. Вăл чечек-курăксен, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чунсен хăйне евĕрлĕхĕпе те тыткăнлать.

Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен Кунĕпе чылай ĕçчене чысланă. Лесничество директорĕ Д.Р.Юнусов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тавне тивĕçнĕ. О.Е.Михайлова инженера Раççей вăрман хуçалăхĕн Федераллă Агенствин, Шăхранти тата Тăвайри участокри лесничествăсен мастерĕсене И.А.Алексеевпа А.И.Фомин Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин, Л.И. Семеновпа В.Л.Шерне вăрман мастерĕсене Тăвай район администрацийĕн Хисеп Грамотисемпе наградăланă.

“Канашри лесничество” хысна учрежденийĕн ĕçченĕсем вăрмансене упрас тата çĕнетсе пырас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлĕç.

 



"Ял ĕçченĕ"
14 сентября 2012
00:00
Поделиться