Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чĕрĕлтĕр пин-пин хунав

Професси уявне ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Йĕпреç вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕ мĕнле кĕтсе илет-ха? Çак ыйту хуравне тупас тĕллевпе Йĕпреçре пултăм.

- 2010 çулта вут-çулăм иртнĕ лаптăксенче хунав лартас тĕлĕшпе пысăк ĕç турăмăр, - терĕ Илшат Ахметов директор. - Кăçал вăрман культурисене - 109, вăл шутра патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн - 80, вăрман лаптăкĕсене тара илнисем пулăшнипе 29 гектар лартрăмăр. 948 гектар çинче агротехника ĕçĕ пурнăçларăмăр. 111 гектара хунав лартса кирлĕ пек йăвăлатрăмăр. Министерство 2012 çулта коллектив умне лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçларăмăр.

Илшат Абзалетдинович сăмахне министр çумĕ Анатолий Яковлев çирĕплетрĕ: «Йĕпреçсем кăçалхи плана ирттерсе тултарчĕç». Паллах, çакнашкал хаклав учрежденин ырă ятне çĕклет. Çитĕнÿ коллектив тăрăшмасăр пулман. Виçĕм çул пушар 321 гектар çинчи вăрмана сăтăр кÿнĕ, çав шутра 100-шне пĕтĕмпех кĕллентернĕ. Çунчăка касса пуçтарма, çĕр хатĕрлеме, хунав лартма министерство «Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕ» обществăпа патшалăх контракчĕ çирĕплетнĕ. Предприяти хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Паян хĕвелпе ăшăнакан çамрăк хырсем чуна савăнтараççĕ. Вăл ĕçе пурнăçланă тапхăрта учреждени специалисчĕсем вăрмана çунчăк­ран тасатнине, çĕр хатĕрленине, хунав ларт­­нине куллен тĕрĕсленĕ. Йăнăша тÿрлетме, çитменлĕхе пĕтерме ыйтнă. Пĕтĕм ĕçе министерство эксперчĕсене явăçтарса, тивĕçлипе хак парса йышăннă. «Вăрман фондне тавăрнă лаптăксем нормативпа килĕшсе тăраççĕ», - пĕтĕмлетнĕ комисси. Çирĕм-вăтăр çултан чун-чĕрене çĕклентерсе хырлăх кашласа ларĕ.

Хунав - хăйсен. Ăна çуллен вăрăран 0,7-1 гектар çитĕнтереççĕ. Питомник 1963 çултанпа ĕçлет. Вăрман культурисен инженерĕ, вăрлăх пахалăхĕшĕн яваплă инженер, рабочисен ушкăнĕ хунавсене çăвĕпех пăхаççĕ. Кирлĕ чухне вĕсемпе ытти вăрман хуçалăхĕ­­сене тивĕçтереççĕ, район-хула администрацийĕ­­сене сутаççĕ.

Учреждени хăйĕн ĕç-хĕлне вăрман ресурсĕ­­семпе çыхăнтарнă 47 арендатор килĕшĕве еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать. Ку йышра йывăç материал хатĕрлекенни - 6, вăрман территорийĕнчен хăйăр кăлараканни - 4, уçланкăра утар тытаканни, ял хуçалăхĕн ытти ĕçне пурнăçлаканни - 37. Коллектив федераци, республика саккунĕсене пăсма памасть. Вĕсене пăхăнмасан çийĕнчех асăрхаттарать.

Тĕрĕслев çÿллĕ шайрине учреждени кăçал арендаторсем тĕлĕшпе 32 акт çырни аван çирĕплетет. Административлă майпа айăплама тивĕçлĕ органа 14 протокол çитернĕ. 2-шне следстви уйрăмне ярса панă. Учреждени çине тăнăран саккуна пăсса йывăç каснă темиçе тĕслĕхе çийĕнчех тăрă шыв çине кăларнă.

Çу каçиччен вăрманта пĕр пушар та тухман. Мĕншĕн тесен коллектив хĕрлĕ автан алхасасран яланах сыхă. Сăмахран, Чул хула чукун çулĕнчен пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтертĕр тесе çирĕп ыйтать. Шел те, вăл çав-çавах вут-кăварпа тимлĕ мар. Ун тĕлĕшпе кăçал административлă ĕç те пуçарнă. 47 çухрăма тăсăлакан чукун çул тăрăхĕнче пушартан сыхланмалли йĕркене пăхăнманшăн судья обществăна административлă майпа айăплама - 300 пин тенкĕлĕх штрафлама - йышăннă. Шел те, суд йышăнăвне пурнăçлама темшĕн васкамаççĕ.

Хăрнă йывăçсене вăрмантан тиесе тухассине лайăх йĕркеленĕ. Пĕлтĕр - 7, кăçал 4 пин ытла кубла метр кастарнă. Санитари тĕллевне малашне те çине тăрсах пурнăçласшăн.

Паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри вăрманçăсен савăнăçлă пухăвĕ иртет. Унта Йĕпреçсен делегацийĕ те хутшăнать. Вĕсем професси уявне хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе мăнаçланса, 2012 çулта вун-вун гектар вăрман чĕртнĕшĕн савăнса кĕтсе илеççĕ. Театр­ти чыслав Илшат Ахметов директоршăн та ĕмĕрлĕ­­­х­­ех асра юлĕ. Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿл­­лĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ» хисеплĕ ят панă. Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнăскер Йĕпреçре 1993 çултанпа вăрманçăра вăй хунă. 2005-2008 çулсенче Росприроднадзор управленийĕн пай пуçлăхĕ пулнă. 2008 çултанпа - учреждени директорĕ. Коллектив ĕçне пысăк хак пама хистекен тепĕр ÿсĕм - лесничество иртнĕ çул федерацин Атăлçи округĕ­н­­че пĕрремĕш вырăна тухнă.



"Хыпар"
15 сентября 2012
00:00
Поделиться