Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тунсăхлама вăхăт çук

РАÇÇЕЙ телекуравĕпе "Последний кордон" фильм пăхнă хыççăн хамăр тăрăхри картуна çитсе килес шухăш çуралчĕ. Юлашки çулсенче, вăрманçăсен йышне чакарнă хыççăн, çын пурăнакан картун та палăрмаллах сахалланнă.

Картун (е лесник пÿрчĕ) – вăрман е заповедниксен хуралĕн посчĕ. Çавăн пекех наци паркĕсенче, заповедниксенче, заказниксенче, сунар хуçалăхĕсенче лесниксемпе егерсен пурăнмалли çурт-хуралтине картун теççĕ.

Виçĕ район (Патăрьел, Шăмăршă, Улатăр) чикĕленнĕ вырăн хыçа юлчĕ. Кучек поселокĕнчи хырлăх пуçланчĕ. Упамса шывĕ урлă каçрăмăр та сăрт çамкинелле хăпартăмăр. Акă вăл картун! Урамалла 5 чÿречеллĕ йывăç çурт умĕнче "Беларуç" трактор ларать. Инçех мар – шурă мунча, пусă, беседка. Ют çынсене туйса хура овчарка сиксе тухрĕ, хыçранах хуçи курăнчĕ. Унччен те пулмарĕ – автансем пĕри хыççăн тепри авăтни асăннă "фазендăна" ял сĕмĕ кĕртрĕ...

Çурта кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрленĕ кавирсемпе алă шăллисем капăрлатаççĕ. Çав вăхăтрах кунта антиквариат та – "Çарăк" юмах сăнарĕсене ÿкернĕ çÿхе кавир – пур. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра çуралса ÿснĕ Александр Ивановичпа Людмила Петровна Никитинсем картуна 1995 çултанпа пурăнаççĕ. "Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕ хыççăн "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче, тĕрĕсрех Баскак лесничествинче, вăрманçăра ĕçлеме пуçларăм. Маларах эпир 6-7 çухрăмри Хăйăрлăра (картун ячĕ. – Авт.). тĕпленнĕччĕ. Каярах кунта куçрăмăр. Манăн тĕп ĕç – вăрман сыхласси тата наука ĕçĕ çырасси. Эпир тискер чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке шута илсе пыратпăр. Эпĕ икĕ пин çурă гектар сăнаса, пăхса тăратăп. Сильвия лашапа, "УАЗик" машинăпа, "Беларуç" тракторпа е çуран çÿретĕп. Кунне 15-20-шер çухрăм утатăп. Пытармастăп: "11-мĕш маршрута" ытларах юрататăп", – чунне уçрĕ кил хуçи. Юратнă ĕçĕнче ăна Барон овчаркăпа Тошка сунар йытти пулăшаççĕ.

Александр Иванович пĕлтернĕ тăрăх ĕлĕк Шăмăршă районĕнче 10 ытла картун пулнă. Баскак лесничествин кăна 7 картун шутланнă. Халĕ вара иккĕ кăна юлнă: ку, Кучек çумĕнчи, тата Баскак поселокĕ патĕнче тепре пур. Апла тăк Никитинсен картунĕ пирки юлашки тееймĕн. Сăмах май, пушаннă картунсем питĕ кичемĕн курăнаççĕ. Кучек поселокне пырса кĕнĕ çĕрте харăсах икĕ картун "тăлăха юлнă". Александр Иванович каланă тăрăх – ку çурт иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Патăрьелти "Сельхозтехникăн" хваттерĕ пулнă. Каярах ăна куçарса килнĕ: вăрман хуçалăхĕ туяннă.

"Последний кордон" фильмрипе танлаштарсан кунта элетричество пур. Ăна 1983 çулта кĕртнĕ. Вăрманçăсем спутник антеннипе усă кураççĕ, карас телефон та тытать. Никитинсен мăнукĕ Люда (вăл каникула картунта ирттерет) мультфильмсене тĕрлĕ каналпа пăхать. Никитинсен икĕ ывăлпа икĕ мăнук. Алеша Карапай Шăмăршăра тĕпленнĕ. Сергей Шупашкарта пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ патне тăтăш килсе çÿреççĕ вĕсем. Çемье "пуçĕ" вăрман сыхланă вăхăтра Людмила Петровна выльăх пăхать. Çемье ĕне, лаша, 4 вăкăр, вуннă ытла сурăх, 34 чăхпа 4 автан тытать. Кунсăр пуçне 15 сотка çĕр çинче тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерет. Кил хуçи хĕрарăмĕ кашни кун вăрмана кайма та вăхăт тупать. Хăйсем, ачисем, тăванĕсем валли çырла, кăмпа, мăйăр, сиплĕ курăк пухать, милĕк хатĕрлет. Кăçал Никитинсем выльăх валли 15 тележка утă-улăм хатĕрленĕ.

Александр Никитин пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра вăрман вăрлакан çук. "Пирĕн ку енĕпе питĕ çирĕп йĕрке. Наци паркĕ территорине ыйтаймасăр çуран кĕрсен те 2000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ", – тет вăрманçă. Çут çанталăк тусĕ, тĕпчевçĕпе сăнавçă каланă тăрăх – ку тăрăхри вăрманта пăши, хир сысни, кашкăр нумай. Карăк та йышлă.

– Пĕчченлĕхре пурăнма кичем мар-и; – пĕлес килчĕ манăн.

– Вăрманта тунсăхлама вăхăт çук. Çынсем килсех тăраççĕ. Ачасем те, хăнасем те канма картуна суйлаççĕ. 3 çул каялла австриецсем, тахăш çул нимĕçсем çитсе курнăччĕ. Тĕп хулари 52 шкулти вĕрентекенпе вĕренекенсем те пулнăччĕ, – калаçăва хутшăнать Людмила Петровна.

Картунтан инçех мар кедр йывăççисем те ÿсеççĕ-мĕн. Питĕ асамлă вырăн. Сывлăшĕ, сывлăшĕ епле уçă! Хитре! Чăн-чăн романтика! "Хĕлле хыçлă çунапа вăрман тăрăх пыратăн: пăчăрсем пăр-пăр! вĕçсе тухаççĕ. Илĕртÿллĕ. Кĕркунне, вăрăм тунасем пĕтсен, кăмпа вăхăчĕ пуçлансан – чăн-чăн ырлăх. Çуркунне вара йĕрсе ярас килет – юр час ирĕлмест. Ялан пĕр сукмакпа утса йăлăхтарсах çитерет", – чунне уçать Людмила Петровна.

Апла пулин те Никитинсем яла куçса каяс шухăшлă мар. "Пире кунтах килĕшет", – теççĕ вĕсем.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 сентября 2012
00:00
Поделиться