Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманçăсен яваплăхĕ пысăк

Шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тунă.

Уява хутшăннисем театр умĕнчи Хĕрлĕ лапамра вут-кăварпа кĕрешмелли техника хатĕрĕсемпе паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вăрман касакансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

«Вăрман - пирĕн пуянлăх, - тенĕ Михаил Васильевич. - Кашни сехетре, кашни кун эпир таса сывлăшпа сывласшăн. Çак шухăшпа пурте килĕшеççĕ пулĕ. Сирĕнте - пысăк яваплăх». Вăл 2010 çулхи пушарта çуннă вăрман лаптăкĕсенче хунав лартасса çирĕп шаннине палăртнă.

Кăçал Чăваш Енĕн вăрман хуçалăхне çирĕплетме 430 млн тенкĕ - 2009-2010 çулсемпе танлаштарсан 1, 8 хут нумайрах - хывнă. «Пĕр тĕллеве пурнăçлассишĕн - халăх пуянлăхне упрассишĕн тата республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн - вăрман службине çĕнĕ техникăпа, çĕнĕ оборудованипе пуянлататпăр! Сире професси кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿ тума ырă сунатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă ĕçченсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем панă. Вăрман ĕçне пуринчен лайăхрах йĕркеленĕшĕн тата 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн «Вăрнар вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕ УАЗ автомобиле тивĕçнĕ.

 



"Хыпар"
18 сентября 2012
00:00
Поделиться