Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ентеш йывăçсем илсе килнĕ

“Йывăç ларт та, ăна упра” республикăри акцие Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакансем чи малтан хутшăнчĕç пулĕ кăçал. 40 тĕп туя çак кунсенче асăннă ялти шкул умĕнче вырăн тупрĕ. Хунавсене Кабардин–Балкаринче службăра тăрăшакан Тĕмер çынни Василий Валерианович Федоров полковник илсе килнĕ. “Тăван çĕр-шыв ывăлĕ” юлташлăхăн членĕ вăл. РФ юстици министерствинче ĕçлет Василий Валерианович. Ăна “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” I, II, III степеньлĕ “Службăшăн”, “Шалти ĕçсен министерствинчи лайăх службăшăн” тата ытти медальсемпе наградăланă. Çуралнă ялĕнчен аякра пурăнать пулин те, тăван килне, çывăх çыннисене, юратнă шкулне манмасть сумлă ентешĕмĕр.

Пире çавнашкал чаплă парне кÿнĕшĕн тав тăватпăр эпир В.Федорова.

Йывăç лартмалли акци Шупашкарта сентябрĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Ку мероприятин тĕп тĕллевĕ – “Çĕнтерÿ” асăну комплексĕнче улмуççисен аллейине уçасси.

 



"Ял ĕçченĕ"
25 сентября 2012
00:00
Поделиться