Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç лартрăмăр – ăна упрамалла

Республикăра çулсеренех Йывăç кунне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. «Йывăç ларт тата ăна упра» акципе килĕшÿллĕн Чăваш Енре чылай тĕм лартаççĕ. Ăна вăрмансене, çут çанталăк пуянлăхне упрас тата тавралăха хитрелетес, çĕрпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парас, калăпăр, эррозие хирĕç кĕрешес, экологи тĕлĕшĕнчен çынсен воспитанине ÿстерес тĕллевпе йĕркелеç­çĕ. Çак мероприятие тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем, шкул ачисем тата ыттисем хутшăнаç­çĕ. Кĕркуннехи тапхăр кăçал сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуç­ласа октябрĕн 16-мĕшĕччен иртет.

2008 çулхи март уйăхĕнче Йывăç кунĕ ирттересси пирки кăларнă ЧР Пуç­лăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар районĕнче кăçал çак мероприятие сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуç­ласа октябрĕн 15-мĕшĕччен ирттерме палăртса район администрацийĕн пуç­лăхĕ Георгий Егоров постановление алă пуснă. Йĕркелесе ирттермешкĕн ятарлă план хатĕрленĕ. Кăмăл пур тăк унта кашниех хутшăнма пултарать. Тĕрлĕ организаци, общество пĕрлешĕвĕсен, ял тăрăхĕсен пуç­лăхĕсен вара çак ĕç­ре уйрăмах яваплă пулмалла. Пурĕ районта 16 пин те 500 йывăç лартма палăртнă. Ял тăрăхĕсенчен чылайăшĕ 500-шер тĕм лартĕç. Чăрăшкасси, Тутаркасси 1000, Атайкасси 1500, Кăшавăш 2000, Сарапакасси ял тăрăхĕсенче 2500 хунава «çĕнĕ пурнăç пама» йышăннă. Янăш ял тăрăхĕ вара 3000 тĕм лартмашкăн хăй çине явап илнĕ. Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ планеркăра Георгий Егоров çул хĕррисенче хунав лартасси çине пусăм тума каланăччĕ.

Районта йывăç лартас ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ çитес эрнере пуç­ланать. Хăшĕ-пĕри вара хăйĕн тивĕç­не пурнăç­ланă ĕнтĕ. Сăмахран, ачасен искусство шкулĕн Ишлейри филиалĕн вĕренекенĕсем Олкаш ялĕ çывăхĕнчи пĕве патĕнче тĕмсем лартнă. Шупашкар район администрацийĕн ĕç­ченĕсем акцие октябрĕн 5-мĕшĕнче «Приволжское» хуçалăхра хутшăннă.

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев ертсе пынипе Аппарат ĕç­ченĕсем Апаш ялĕ патĕнчи Пантелеймон сиплевçĕ çăлкуç çывăхĕнчи çырма хĕрринче 2 пин тĕм лартрĕç. Вĕсене Муркаш районĕнчи питомникрен илсе килнĕ. Шăпах çак вырăна суйласа илни ахальтен мар, кунта çĕр çурăлнин палли пур.

– Çулсерен эррози вăйланса пыни курăнать, çавăнпа та ăна тĕп тума тăрăшмалла, йывăç лартмалла. Çĕре «сиплессипе» пĕрле тавралăха та хитрелетмелле, – ăнлантарчĕ Анатолий Пантелеймонович çăмăл аллипе ĕç пуç­ланă май.

800 ытла лиственница суйласа илни ăнсăртран мар иккен, вăл питĕ çирĕп йывăç шутланать, çавăнпа та ун çинче эррозие чарас шанăç пысăк.

Вăтăра яхăн çынран йĕркеленнĕ коллектив часах ĕçе пикенчĕ, ăмăртмалла тенĕ пек пĕрисем çĕр чаврĕç, теприсем тĕмсем вырнаç­тарчĕç... «Тĕме шăтăка вырнаç­тарнă хыç­çăн ăна кăшт кăна йăтса илмелле. Çапла туни унăн тымарне амантмĕ», – сĕнÿ пачĕ çамрăксене Анатолий Князев. Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă ĕç юлашки пулмĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ каланă тăрăх, вĕсем ĕç­тешĕсемпе çулсеренех, эррозие пĕтеричченех, çакнашкал мероприятие хутшăнĕç.

Сăмах май

ЧР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тата вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе пурĕ кĕркуннехи тапхăрта хунав çитĕнтермелли 35, 1 пин вăрă акнă. Хитрелетес, хăтлăх кÿрес тĕллевпе илем кÿрекен 220 йывăç-тĕм лартса хăварнă.

 



"Тăван ен"
05 октября 2012
00:00
Поделиться