Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хитререн те хитререх

Елчĕкри тĕп лапам çулран-çул хитреленсе пырать. Вăл нумай çыннăн канмалли юратнă вырăнĕ шутланать. Иртнĕ канмалли кунсенче тĕп лапамра çĕнĕ аллея ỹссе ларчĕ. Çанталăкĕ те уяр пулчĕ, çавна май район администрацийĕн ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кунта çут çанталăк илемĕпе киленсе ĕçлерĕç, вĕсем кунта кĕмĕл чăрăшсем лартса хăварчĕç. Чăрăш тĕмĕсене вара Шăмăршă лесничествин директорĕ Владимир Глухов ятарласа хăй кỹрсе килнĕ.

 



"Елчĕк Ен"
06 октября 2012
00:00
Поделиться