Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пан улми сачĕсем чĕрĕлеççĕ

"Йывăç ларт тата ăна сыхла" акцие районти учрежденисенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкулсенче вĕренекенсем хастар хутшăнаççĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене ырă ĕç тума хавхалантараççĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществин Патреккелти сад пахчинче сивĕпе шăнса пĕтнĕ, ватăлса хăрнă пан улми йывăççисен вырăнне 600 çĕнĕ хунав лартса хăварнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорийĕнче те вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăрăшнине пула пан улми йывăççисен аллейин никĕсне хывнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ те йывăç лартмалли уйăхлăха хастар хутшăнать: Кĕçĕн Таяпари шкул коллективĕ Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи таса çăл куç çывăхне, Таяпа Энтринчи шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем шкул территорине тĕрлĕрен йывăç хунавĕсем лартса хăварнă.

 



"Елчĕк Ен"
06 октября 2012
00:00
Поделиться