Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Инçетри Япони çывăхланасшăн

Яппунсен делегацийĕ Чăваш Ене самай пысăк йышпа килнĕ. Шăмат кун тата вырсарни кун хăнасем Питтукассинче - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарăн çÿп-çаппа каяшсене илсе тухакан вырăнĕнче, йăлари хытă каяшсен Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан полигонĕнче, тасатакан биологи сооруженийĕсенче пулнă. Тĕп хулари «Богданкăри» путепровод тата пурăнмалли çурт-йĕрĕн «Сад районĕн», ытти объект строительствипе паллашнă, хула строительствин канашĕн членĕсемпе калаçнă. Республика Правительствин пуçлăхĕпе Иван Моторинпа курнăçни яппунсен кунти çул çÿревĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ темелле.

Японин Çĕр, инфратытăм, транспорт тата туризм министерствин наци тата регион политикин бюровĕн генеральнăй директорĕ Масахиро Накаджима Чăваш Енпе йĕркелекен çыхăнусем усăллă пуласси пирки иккĕленмест. Яппунсен технологийĕсем, опычĕ республикăна пулăшма тивĕç. Çак эрнере делегаци Мускавра Регионсен аталанăвĕн министерствинче тĕл пулу ирттерет - унта тишкермешкĕн Чăваш Ен Японипе алла-аллăн ĕçлессине вăй пама тивĕç сĕнÿсем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлемешкĕн тĕрлĕ енĕпе ĕç ушкăнĕсем туса хуни пулăшĕ. Япони енчен пирĕнпе çыхăну тытма хатĕр компанисен списокĕ пур. Тепĕр тесен ăна кирек хăш вăхăтра та анлăлатма пулать.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Инна Антонова хăнасем кунта виçĕ кун пулнă май курнине пĕтĕмлетсе хăйсем мĕн сĕнни çинчен пĕлтерчĕ. Чи малтанах каяшсемпе тепĕр хут усă курасси, вĕсене утилизацилесси кăсăклантарать. Çÿп-çапа çунтарса ярса энерги туса кăлармалли проект пур. Тепĕр компани «ăслă хула» проектне сĕнет. Вăл çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса энерги нумай перекетлеме май парать.

Паллах, ку - пуçламăш сĕнÿсем кăна. Ĕçтешлĕх аталанăвне Раççейпе Японин пĕрлехи канашне йĕркелени вăй парасса шанаççĕ - унта пайăр сĕнÿсене йышăнса тишкерме май пулĕ. Тепĕр тесен татăклă ыйтусем çак тĕл пулурах янăрарĕç. Калăпăр, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан полигонра каяшсене тирпейлекен завод тăвассипе кăсăкланчĕ: «Сирĕн технологисемпе усă курсан полигон та кирлĕ мар теççĕ...» Накаджима господин полигон кирлĕ мар темерĕ, анчах асăннă йышши завод усси пысăккине палăртрĕ. Чăн та, унăн шухăшĕпе, кунта сăмах хатĕр проект пирки пымалла мар-тăр, тĕрлĕ технологин чи лайăх майĕсемпе усă курни вырăнлăрах.

Евгений Юшинăн тепĕр ыйту та пулчĕ: «Яппунсем йывăçа 102% чухлех тирпейлеççĕ текен каларăш пур. Пирĕн çуннă йывăç нумай, сиенленнĕ май унпа усă курма май çук. Сирĕн çавнашкал технологисем çук-и?» Куçаруçă Япони енчен пулнине кура сăмах мĕн пирки пынине хăй те тÿрех ăнланаймарĕ. Иван Моторинăн уçăмлатма тиврĕ. 2010 çулта типĕ те шăрăх çанталăк тăнă май пирĕн нумай вăрман çуннă. Сиенленнĕ йывăçпа ним тума пĕлместпĕр...

Çук, çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе те хатĕр хурав илтĕнмерĕ. Тен, чĕр тавар пуянлăхĕсĕрех экономикăна чăннипех пысăк шая çĕклеме пултарнă яппунсем ку ыйтăва татса пама та пулăшайĕç. Кирек мĕнле пулсан та Масахиро Накаджима Япони енĕн пирĕнпе алла-аллăн ĕçлес кăмăл çирĕппине тепĕр хут палăртрĕ: «Раççей - кадрсемпе, историпе пуян хăватлă çĕр-шыв». Çак хăватпа тĕрĕс те тухăçлă усă курма кÿршĕсем пулăшрĕç тĕк - çакна ырламалла кăна.



"Хыпар"
09 октября 2012
00:00
Поделиться