Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Акци вĕçленнĕ

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленĕ “Йывăç ларт та ăна сыхласа хăвар” акци вĕçленнĕ. Нумаях пулмасть унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Акцине районти шкулсенчи 1232 вĕренекен хутшăннă. Унта ачасем виçĕ енпе тупăшнă: шкулсенчи вăрман культурисен питомникĕсене йĕркелесси тата тытса тăрасси; йывăçсемпе тĕмсем лартасси; “Эпĕ йывăç лартрăм” ятлă сочиненисен конкурсĕ.

100 ытла вĕренекен шкулсем çумĕнчи питомниксене лартнă хунавсене пăхса тăнă. Паян вĕсенче пин ытла хыр, лиственница, юман, ытти йывăçсен хунавĕсем çитĕнеççĕ. Кăçал кĕркуннехи йывăç лартмалли уйăхлăха 12 шкулти 1232 вĕренекен хутшăннă. Ачасен вăйĕпе 11500 ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă. Çакăнта Упи, Красноармейски, Трак, Пикшик, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ шкул коллективĕсене лайăх енчен палăртмалла.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
02 ноября 2012
00:00
Поделиться