Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Усă кураççĕ. Анчах тÿлесшĕн мар

467 арендатора, патшалăх е муниципалитет учрежденийĕн, хысна предприятийĕн 11 тытăмне усă курма республикăн 45, 8 пин гектар вăрманне тара панă. 29 арендатор /мĕн пур йышăн 6%/ çав лаптăкшăн вăхăтра укçа тÿлемест. 2008-2012 çулсенче вĕсен патшалăх умĕнчи парăмĕ 49, 5 млн тенкĕлĕх пухăннă. Саккуна хăш арендаторсем пăхăнмаççĕ-ха? Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий ЯКОВЛЕВ хуравлать.

- Парăмçăсен федераци хыснине - 17, 2 млн, республикăнне 31, 2 млн тенкĕ куçармалла, - терĕ Анатолий Петрович. - Апла пулин те вĕсене вăрман касма, сутма чарман. Министерствăпа çирĕплетнĕ килĕшÿпе арендаторсем хăйсен тивĕçне ирĕккĕн пурнăçланă. Йывăçшăн кĕмĕл хывмасăрах касни 2008 çулччен пулманччĕ. Йĕркене пăсакансен ретĕнче малтисем - «Вăрман промышленноçĕн компанийĕ», «Агролес», «Вертикаль», «Градация» обществăсем, А.А.Марушинпа О.Н.Стуриков пайтаçăсем.

«Агролес» - 6, 2 млн, «Вертикаль» - 3, 1 млн, «Градация» 1, 5 млн тенкĕ вăхăтра куçарманран 2011-2012 çулсенче республикипе парăм 13, 1 млн тенкĕ хушăнчĕ.

- Саккун картинчен тухнисемпе лайăхрах паллаштараймăр-и?

- «Вăрман промышленноçĕн компанийĕ» обществăна Сергей Ряховский ертсе пырать. Парăмпа татăлассишĕн тăрăшмасть. Унăн 15, 8 млн тенкĕ тÿлемелле. Предприятие Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинчи налук органĕнче шута илтернĕ. Вăл 2009-2010 çулсенче Чăваш Енре 28 пин кубла метр йывăç касса хатĕрленĕ. Общество парăмпа татăлманран министерство унпа çирĕплетнĕ килĕшĕве судпа таттартăмăр. Çапах нухрат куçармарĕ. Пристав суд йышăнăвне пурнăçа кĕртес тĕллевпе предприяти тĕлĕшпе ĕç пуçарчĕ.

- Андрей Марушин предприниматель те хыснана пуянлатма тăрăшмасть-и?

- Çывăх вăхăтрах вăл 6, 4 млн тенкĕ куçарасса кĕтетпĕр. Унран 4 млн тенкĕ шыраттарса илесси пирки суда тавăç тăратрăмăр. Арбитраж судĕнче Марушин тата 2 млн тенкĕ парса татма шантарнă. Вăл ертсе пыракан предприятие панкрута кăларас мар тесе тата 84 çын вăй хуракан коллектив умĕнчи йывăрлăха ăнланса парăм ыйтăвне татса парасси пирки килĕшÿ турăмăр. 2011 çултанпа пайтаçă уйăхсерен 50 пин тенкĕ тÿлет. Юпа уйăхĕ тĕлне Чăваш Ен умĕнчи парăма - 550 пин, федераци умĕнчине 30, 6 пин тенкĕ парса татрĕ. Лаптăкпа усă курнăшăн республика хыснине 2010 çултанпа нухрат куçармасть. Çавăнпа Марушин ĕçне Арбитраж судне патăмăр. Унран шыраса илесси пирки иккĕленместпĕр.

- Сăмах тата мĕнле усламçăсем пирки пырать?

- Олег Стуриков предприятийĕн парăмĕ 3, 3 млн тенкĕлĕх. Ăна та хыснана хывтарассишĕн тавăç тăратрăмăр. Тÿре унран 2, 7 млн тенкĕ шыраса илме йышăнчĕ, пристав ăна куçарттарасси пирки ĕç пуçарчĕ. Вăл юлнă парăмпа та татăласса шанатпăр.

Республика бюджетне «Агролес» обществăран /директорĕ Галина Глухова/ 6, 2 млн тенкĕ куçасса кĕтетпĕр. Кăçалхи çурла уйăхĕнче унран 10, 2 млн тенкĕ шыраса илме ыйтса суда тавăç тăратрăмăр. Хальлĕхе парăмăн 4 млн тенкине çеç катрĕ.

«Вертикальпе» «Градация» /директорĕ Алексей Петров/ обществăсен 4, 6 млн тенкĕпе татăлмалла. Пристав парăма шыраса илесси пирки пуçарнă ĕçпе килĕшÿллĕн федераци хыснине пĕрремĕшĕн - 1, 4 млн, иккĕмĕшĕн 1, 2 млн тенкĕпе пуянлатмалла. Кунсăр пуçне федераци бюджетне «Вертикальтен» - 1, 7 млн, «Градацирен» 700 пин тенкĕ тата иккĕшĕнчен те пени шыраттарса илсе памалла.

- Авăн уйăхĕнче Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç тăракан координаци канашĕн ларăвĕнче картран тухнă арендаторсене «патшалăхпа ан шÿтлĕр» терĕ. Вĕсен йышĕнче «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх унитари предприятине /директорĕ С.В.Дейнекин пулнă/ те асăнчĕç. Унăн хыснана 7, 2 млн тенкĕ хывмалла. Паянхи калаçура пурин çинчен те каласа пама тĕллев лартмăпăр. Парăм мĕншĕн нумай пухăннă-ха?

- 2010 çулта вăрман лаптăкне тара илесси пирки çирĕплетнĕ килĕшÿсенче аренда укçине çулталăкра пĕрре кăна куçарттарма пăхнă. Çакă парăмăн тĕп сăлтавĕ. Çĕнĕ министерство йĕркеленсенех парăма пĕтерес ыйтăва çĕклерĕмĕр. Анчах хăш-пĕр саккун пире майлă пулманран ăна тăруках татса пама май килмерĕ. Аренда килĕшĕвне сĕмсĕррĕн пăссан, уйрăммăн илсен вăрман лаптăкне тара илсе ĕçленĕ тапхăрта аренда укçине икĕ хутчен вăхăтра тÿлемесен, министерство ыйтнипе ăна суд урлă таттарма пулать. Çапла вара тÿресем 2010 çулчченхи килĕшÿсемпе йышăну кăларнă чухне умлă-хыçлă икĕ çул тÿлеменнине тĕпе хураççĕ. Шăпах вĕсемпе «Вертикаль» тата «Градация» çыхăннă. Килĕшÿсене суд урлă таттарнă чухне иккĕшĕнпе те пысăк чăрмав тухса тăчĕ. Аренда тÿлевĕпе 2011 çултан тытăнса уйăхсерен татăлмалла турăмăр. Вăрман туянасси-сутасси пирки çирĕплетекен килĕшÿпе халĕ материалшăн тÿлесе татсан çеç йывăç касма юрать. Ку йышăнусен усси - куç кĕрет. 2011 çулта тунă килĕшÿсемпе федераципе республика хыснисен умĕнче парăм çук. Министерство вăрман кăларакансен парăмне шыраса илес енĕпе утăм хыççăн утăм тунăран 2008 çултан пуçласа пухăннă парăм ÿсеслĕхне палăрмаллах вăйсăрлатрăмăр. Çакна танлаштарса çирĕплетес килет. Парăм 2010 çулта 2009 çулхинчен 3 хута яхăн, 2011 çулта 2010 çулхинчен 2 хут ытларах кăна ÿснĕ. Кăçал парăм ÿсеслĕхĕ 2 хут пĕчĕкленчĕ.

- Патшалăх умĕнчи тивĕçе хакласах кайман çынсене тÿрĕ çул çине тăратассишĕн мĕнлерех кĕрешетĕр?

- Вĕсем патне 174 çыру ятăмăр - парăмпа татăлма ыйтрăмăр. 14 арендатора вăрман лаптăкне министерство фондне хăйсен ирĕкĕпе тавăрма сĕнтĕмĕр. Çыру усса кайрĕ: Александр Соловьев пайтаçă тата Етĕрне районĕнчи «Резон» ХАО пирĕн сĕнĕве йышăнчĕç. Вăрманлăхсен директорĕсенчен арендаторсем усă куракан лаптăксемшĕн, касса ял-хулана ăсатакан йывăçшăн вăхăтра укçа хывтарассишĕн çирĕпрех калаçма ыйтатпăр. Парăм ыйтăвĕпе суда 46 тавăç тăратрăмăр. 2010 çулта - 2, 9 млн, 2011-2012 çулсенче 29, 5 млн тенкĕ шыраттарса илтĕмĕр. Тата 9, 5 млн тенкĕ куçарттарасси пирки судра ĕç пăхаççĕ. Тÿресем «Вăрман промышленноçĕн компанийĕ», «Стрелец» обществăсемпе, А.В.Федотов хуçапа çирĕплетнĕ килĕшÿсене татнă. «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» предприятирен, «Прогресс - 21» обществăран 2 млн тенкĕ куçарттарма йышăнчĕç. 2011-2012 çулсенче суд йышăнăвĕсене пурнăçлама приставсем патне 19 ĕç ярса панă. Кăçал вĕсем «Стрелец» обществăна, В.А.Лаврентьев пайтаçа нухрат хывтарассишĕн тăрăшаççĕ. Мускав облаçĕнчи Клин хулинчи О.Н.Стуриков предпринимательтен 2, 8 млн тенкĕ куçарттарасси çинчен кăларнă йышăнăва унти пристав службине пурнăçлама ярса панă.



"Хыпар"
07 ноября 2012
00:00
Поделиться