Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кăçалхи тĕллеве пурнăçланă

«Хыпар» ыйтăвĕсене «Шăмăршă вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕн директорĕ Владимир ГЛУХОВ хуравлать.

- Кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт. Тавралăха ешĕллетессипе мĕнлерех вăй хутăрQ

- Ака-çу уйăхĕсенче вăрманлăхăн Шăмăршă, Чукал, Палтиел, Турхан, Пăлапуç Пашьел, Комсомольски уйрăмĕсенче 84 гектар йывăç лартрăмăр тата 20 гектар çинчи хăрăка, чирлĕ культурăсене касса лаптăкран кăлартăмăр, вĕсен вырăнĕнче лăсăллă йывăçа çитĕнме май турăмăр, - терĕ Владимир Иванович. - Ытларах хыр, чăрăш, юман, çăка лартнă.

- Совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан Шăмăршăсен, Патăрьелсен, Комсомольскисен, Елчĕксен вăрманĕ сахалланать-и е нумайланать-иQ

- Самаях хушăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте ял хуçалăх организацийĕсен харпăрлăхĕнче шутланнă чăтлăхсене республикăн вăрман фондне кĕртнĕ. Вĕсене эпир пăхса тăратпăр. Кирлĕ чухне федерацин Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн хÿтĕлетпĕр.

- Пуласлăх валли çирĕп никĕс хыватăр. Хунав ăçтан илетĕрQ

- Комсомольски, Пăлапуç Пашьел, Шăмăршă уйрăмĕсенче çуллен вăрăран 700-800 пин хунав çитĕнтеретпĕр. Нумайăшĕ - хыр. Унпа виççĕмĕш çул ĕнтĕ Шупашкар вăрманлăхне тивĕçтертĕмĕр. Кунсăр пуçне пирĕн питомниксенчен ял, район администрацийĕсем, предприяти-организаци тĕрлĕ йышши хунав сахал мар илсе каять. Çав шутра - туя, спирея, чăрăш...

Питомниксем хăйсен умĕнчи тĕллеве ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пире ахальтен мар ĕнтĕ «Çÿллĕ шайри культурăллă питомник» ятпа чысларĕ. Ку коллектива ÿлĕм тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Савăнтараканни çук мар. Сăмахран, кăçалхи хунавсен 92-94 проценчĕ чĕрĕлнĕ. Çакă аван кăтарту.

- Республикăн кăнтăр районĕсенчи вăрманта «хĕрлĕ автан» сехрене хăпартмарĕ-иQ

- 2010 çулта вăрман фончĕн пĕр гектара яхăн лаптăкне çеç сиен турĕ. Пĕлтĕр тата кăçал тăкак пачах курмарăмăр. Вăрмана упранăшăн кăмăл çĕкленет. Ăна малашне те вут-кăвартан ăнăçлă хÿтĕлĕпĕр.

- Министерство пушара хирĕç кĕрешмелли техника уйăрать-иQ

- Эпир нумаях пулмасть ятарлă тăватă хатĕр илтĕмĕр. Çывăх вăхăтра пĕрер тракторпа автомашина пама шантарчĕç. Вăрманлăх хуралĕнчи техника паркне çĕнетме пулăшнăшăн Иван Исаев министра тав тăватăп.

Пирĕн 80 ытла процент - лăсăллă йывăç. Ăна часах вут хыпса илет. Çавăнпа пушара хирĕç çирĕп тăма тивет. Вут-кăварпа кĕрешекен техника - Патăрьел, Пăлапуç Пашьел, Шăмăршă уйрăмĕсенче, дежурство - кунĕн-çĕрĕн.

- Вăрман тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемпе профилактика ирттеретĕр-иQ

- Типĕ çулхи пушар хыççăн, чăн та, шухăшлаттарать. Вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли техникăн пысăк пайĕ кивĕ пулин те чылайăшне шăратма завода ăсатмастпăр. Ĕçлекеннипе усă куратпăр. Сăнав вышки - 4. Çулла хурал ушкăнĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве кунĕн-çĕрĕн пурнăçлаççĕ. Ирĕклĕ дружина йышĕнче - 67-ĕн. Кирек хăçан та вут-кăвара хирĕç тăма хатĕр. Шăрăхра учреждени специалисчĕсем те дежурствăра. Кăçал çынсене вăрман пушарĕнчен сыхланма вĕрентес тĕллевпе тăватă районта 70 ытла мероприяти йĕркелерĕмĕр. Вĕсене хутшăннисем вăрмана пушар тăкак кăтартасран асăрханмаллине лайăх ăнланаççĕ.

- Ял çынни çывăхран вутă-шанкă е стройматериал турттараять-иQ

- Кашни çемьене ĕмĕрте пĕрре çурт-йĕр çавăрма лăсăллă тата çемçе йывăç - 50-шар, вутă-шанкăлăх 15 кубла метр уйăратпăр. Ăна хăйсен вăйĕпе кăлармалла е çын тытса кастармалла. Кăçал 5 пин кубла метр турттарчĕç.

- Хурт-кăпшанкă паха йывăçа сăтăр тăвакан лаптăк нумай-иQ

- Юман çулçине çиекен хурт канăç памасть. Кăçал республика вăрманне хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен центр специалисчĕсем сăтăрçăсем тăкак кÿрекен вырăнсене, килес çул вĕсене хирĕç кĕрешсе пурнăçламалли ĕçе палăртрĕç.

- Вăрмана сăтăр тăвакансем тупăнаççĕ. Вĕсене асăрхаттарма май килет-иQ

- Пушар йĕркине пăхăнманшăн, арендаторсем вăрманта хăйсем хыççăн хăрăк-турата пуçтарманшăн, вĕтлĕхе кĕтÿ кĕртсе таптаттарнăшăн административлă 40 яхăн ĕç пуçартăмăр. Çакăн усси - куç умĕнче. Çынсем йĕркене хăнăхаççĕ. Явап тыттарнă тĕслĕхсем çинчен ял тăрăхĕсенче пĕлтерни те аван.



"Хыпар"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться