Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман хуçалăхне – пушар машини

ШУПАШКАРТИ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче тăракан çĕнĕ пушар машинисене иртен-çÿрен кăсăклансах сăнанă.

Ятарлă çак техникăна республикăри Вăрман пушар служби валли туяннă. Вĕсен уççине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Улатăр, Шупашкар, Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Канаш районĕсенчи вăрман хуçалăхĕсен представителĕсене савăнăçлă лару-тăрура панă.

– 2010 çулхи çуллана пурте лайăх ас тăваççĕ, ун чухне эпир вăрман пушарĕсемпе кĕрешмешкĕн хатĕр марччĕ. Çав тапхăрта чи кирлĕ хатĕрсем те çукчĕ, хальхи йышши техника пирки вара ĕмĕтленнĕ çеç. Раççей Правительстви ятарлă программа йышăнчĕ, унпа килĕшÿллĕн юлашки икĕ çулта пушар сÿнтерекен службăн пурлăхпа техника никĕсне палăрмаллах çирĕплетме май килчĕ, – тенĕ премьер-министр. – 2012 çул лăпкă иртрĕ темелле, вăрмансенче малашне те синкерсем ан пулччăр. Çĕнĕ техника сирĕн ĕç тухăçлăхне татах та пысăклатасса шанатăп.

"ГАЗ-33081" никĕсĕ çинче хатĕрленĕ пушар автоцистернисене Чăваш Республикине Федераци бюджетĕнчен уйăрса панă 25, 2 млн тенкĕлĕх субсиди шутĕнчен туяннă. Çавăн пекех çывăх вăхăтра вăрман хуçалăхĕ валли плуглă 10 трактор илме палăртнă.

Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн Турхан участокĕнче тăрăшакан Наиль Янтыков, Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăйсене çĕнĕ машина уççине панăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав тунă. Вĕсен участокĕнчи чи "çĕнĕ" техникăна та 1982 çултах кăларнă. Кивĕскерсене час-часах юсама, сăрлама тивнĕ, çул çинче ванса ларни те пулман мар. "Хамăра çĕнĕ машина панăшăн савăнатпăр. Унпа ĕç палăрмаллах çăмăлланасса пĕлсех тăратпăр. Ку техника путса лармасть, вăрманта кирек хăш вырăна та кĕрсе тухма пултарать. Хушма оборудовани те нумай кунта. 1600 литр шыв кĕрет, ăна шлангсем 200 метр таран сирпĕтеççĕ", – тенĕ каярахпа Н.Янтыков журналистсене.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться