Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кăçалхи тĕллев пурнăçланчĕ

Çĕнĕ çул умĕн коллективсенче çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Чăваш Республикин «Канаш вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕ 2013 çула мĕнле кăтартупа кĕтсе илет-ха? Ыйтăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ Дамир Юнусов хуравлать.

- «Канаш вăрман хуçалăхĕ» общество юман - 8, хыр 7 гектар лартрĕ, - терĕ Дамир Рафаилович. - Нормативпа килĕшÿллĕн 88 проценчĕ чĕрĕлсен - лайăх. 90, 3 проценчĕ тымар ярса, ешĕлленсе савăнтарчĕ.

- Тăрăшни усса кайнă. Ăнăçу мĕнрен килчĕ?

- Патшалăх саккасне пурнăçласа эпир хунавсене вăхăтра - ака-çу уйăхĕсенче - лартрăмăр. Ку тапхăрта тăпрара нÿрĕк нумай. Учреждени специалисчĕсем çак ĕç еплерех пынине кашнинчех тĕрĕслесе тăчĕç. Обществăра вăй хуракансен хушшинче вăрман культурисен енĕпе специалист çук. Çавăнпа вĕсене хунав лартма вĕрентетпĕр. Технологие çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Хунавсен хушши 75-шер сантиметр, ретсен хушши 3, 5-шер метр пулмалла.

- Вăрман фончĕ тата хăш енĕпе пуянланĕ?

- 25 гектар çинчи культурăсене тĕпчерĕмĕр. Ытларахăшĕ - çăка, хыр-чăрăш. Юман сахал. Вăл пирĕн енче нумай мар. Çамрăк культурăсен çăралăхĕ аван лаптăкра хунав лартмастпăр, мĕншĕн тесен кунта вăрман хăйне хăй çĕкленĕ - патшалăх укçине тăкакламăпăр. Хăрнă йывăçсене çеç кастарăпăр.

- Иртнĕ çулсенче лартнине шута илсе пыратăр-и?

- Шутлавсăр юрамасть. Кăçал вăрман фондне 86 гектар çинчине кĕртрĕмĕр. Йышра - çичĕ çулхи чăрăш, ултă çулхи хырпа юман.

- Вăрмана тара илнисем пуянлăха хушма пулăшаççĕ-и?

- Учрежденин - 23 арендатор. 13-шĕ министерствăпа çирĕплетнĕ килĕшÿре пăхнă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. 9-шĕ уçланкăра утар тытать, пыл туса илсе сутать. 4-шĕ йывăç кăларать, каснă вырăна хунав лартать, вăрмана пушартан сыхлать, хăрăкран тасатать. Вĕсен аллинче - 1059 гектар. Пурте тенĕ пекех аренда тÿлевне çийĕнчех куçараççĕ. Вăхăтра тÿлеменни - «Стрелец» культура-сывату центрĕ» ООО. Парăмĕ - çур миллион тенкĕлĕх. Ăна шыраттарса илмешкĕн суда тавăç тăратрăмăр. Тÿре ыйтăва тивĕçтерчĕ. Анчах общество директорĕ, Тольяттире пурăнаканскер, пур пĕр парăмпа татăлмарĕ. Судран министерство предприятипе çирĕплетнĕ килĕшĕве татма ыйтрăмăр. Хальлĕхе çак арендатор вăрмана пысăк тăкак кăтартни кăна. Ыттисем федераципе республика хыснине укçа куçараççĕ.

- Мĕн пур лаптăк хушăннă-и е катăлнă-и?

- Çак ыйтăва çынсем час-часах çĕклеççĕ. Хăшĕ-пĕри: «Канаш вăрманĕ пĕчĕкленсех пырать», - тет. Çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.

Совет тапхăрĕнче Канаш, Тăвай, Вăрмар, Красноармейски районĕсенче колхоз-совхоз вăрманĕ пурччĕ. Вăл чылайранпа - республикăн вăрман фондĕнче. Канаш районĕнче - 4 пин, Тăвайсен - 2, 5 пин, Вăрмарсен - 2 пин ытла, Красноармейскисен 350 гектар. Çапла вара лаптăк самаях хушăннă. Чăн та, пĕтĕмпех - хыр. Пĕр енчен, патшалăха пани - лайăх. Вăл укçа, ĕçлеме çын уйăрать. Тепĕр енчен, ку лаптăксем ял таврашĕнче - пушар тухас хăрушлăх пысăк. Халĕ пирĕн лесничествăра вăрман - 38, 7 пин гектар.

Çуллен вăрмантан йывăç материал, вутă-шанкă касса турттарма ирĕк паратпăр. Сăмахран, кăçал - 28 гектар çинчен. Цифра çуллен кăштах улшăнать. Çакăнпа пĕрлех пушанса юлнă лаптăка хунав лартса çитĕнтеретпĕр, вăрман фондне тавăратпăр. Çавăнпа территори пĕчĕкленмест.

- Федераци пуянлăхне мĕнле сыхлатăр?

- Темиçе тĕслĕх. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерменшĕн административлă 7 ĕç пуçарма материал пуçтарса патăмăр. Айăплисене явап тыттарчĕç - штраф тÿлеттерчĕç. Пĕр хуçалăх вăрман фончĕн çĕрĕ çине кĕнĕшĕн явап тытрĕ.

- «Вăрман тăрри - тикĕс», - теççĕ. Кăшт çаралсанах асăрхатăр-и?

- Коллективра 45 çын вăй хурать. Учрежденин Канаш, Шăхран, Сиккасси, Тăвай участокĕсенче вăрманçă, вăрман маçтăрĕсем тăрăшаççĕ, хăйсен территорине вунă пÿрнене курнă пек пĕлеççĕ. Паллах, вăрмана ют автомашина кĕнине, йывăçа тÿнтернине çийĕнчех асăрхаççĕ.

Вăрмар районĕнчи пĕр хуçалăха ертсе пынăскер кăçал пĕр автомашина юман вутти тиесе тухнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пысăк штраф тÿлеттересси куç кĕрет.

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче те йывăç вăрланă. Айăплисен явап тытма тивĕ.

- «Хĕрлĕ автан» ташласран сыхланатăр-и?

- 2010 çулта вут-кăвартан хытă хÿтĕлентĕмĕр пулин те 4, 2 гектар вăрман кĕлленчĕ. Пĕлтĕр 2 тĕлте кăна пушар тухрĕ. Çийĕнчех сÿнтернĕрен тăкак курмарăмăр. Кăçал пĕр вырăнта «хĕрлĕ вăкăр» çÿрерĕ. Пĕлтерсенех вырăна çитрĕмĕр, пушара сÿнтертĕмĕр. Тăкак çук.

Учрежденин вут-кăвара сÿнтерекен автомашина пулман. Халĕ - 3. Пушара хирĕç кĕрешме яланах хатĕр. Профилактика ĕçне информацин йышлă хатĕрĕ урлă пурнăçлатпăр. Вăрмана упрама чĕнсе калакан 36 чĕнÿ вырнаçтартăмăр.



"Хыпар"
11 декабря 2012
00:00
Поделиться