Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ăсталанă чăрăшсен çĕр-шывĕнче

Çĕлен çулĕ алăкран шакканă тапхăрта «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче «Ăсталанă чăрăшсен çĕр-шывĕ тата Çĕнĕ çул каруççелĕ» куравĕ уçăлнă.

Тĕлĕнмелле, илĕртÿллĕ ĕçсем куракансене питĕ кăмăла кайнă. Мĕнле кăна чăрăш çук-ши выставкăра: пысăкки те, пĕчĕкки те, хавасли те, капăрри те, çутти те, ялтăркки те, сăпайли те... Куравра пулнисем Çĕнĕ çул праçникне чĕрĕ, сип-симĕс тата йĕплĕ «чиперккесĕр» те ирттерме май пуррине ĕненнĕ. Мероприятие Хĕл Мучипе Юр пике, шкул ачисем хутшăннă.

Наци паркĕн ĕçченĕсем тата ача-пăча пултарулăхĕн «Экоцвет» пĕрлĕхĕн членĕсем Шăмăршăсене уява чĕрĕ чăрăшсăрах ирттерме, вăрмана упрама чĕнсе каланă. «Чăрăшсене ан касăр» чĕнÿ хучĕсем валеçнĕ. Хамăр ăсталани е лавккаран туянни мĕнрен кая? Мĕнлешшĕ хитрисене, чиперрисене сутаççĕ те...

Чи чаплă чăрăшсен авторĕсене, паллах, парнесемпе чысланă. Çĕр чăмăрĕ çинчи кашни çыннах çут çанталăк шăпи пăшăрхантартăрччĕ теççĕ праçник йĕркелÿçисем. Çынлăха çухатас марччĕ, ырă кăмăллă, яваплă пуласчĕ.



"Хыпар"
29 декабря 2012
00:00
Поделиться