Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

2013 çул – Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçал çĕр-шывра Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн пирки тивĕçлĕ указ çине алă пуснă. Çавна май Правительствăна çут çанталăка упрас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕп ĕçсен планне туса хатĕрлеме тата ăна пурнăçа кĕртме хушнă. Регионсене тавралăха хÿтĕлемелли ĕçсем пуçарса яма сĕннĕ.
Раççей Правительстви çирĕплетнĕ плана пысăк пĕлтерĕшлĕ 81 мероприяти кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ытти ĕçсемпе пĕрлех Чĕмпĕрте “Федерацин Атăлçи округĕнчи экобизнес”, Хусанта “Таса шыв”, Чул хулара “Пысăк юхан шывсем – 2013” форумсем ирттерĕç.
Чăваш Енре те ĕç çителĕклĕ. Экологи ыйтăвне çивĕч лартма вăхăт çитнĕ.
Республикăра 2356 пысăк тата пĕчĕк юхан шыв, 754 кÿлĕ, çĕр-çĕр пĕве. Пирĕн район территорийĕпе те пысăк юхан шывсем – Кĕтне, Вăта, Эль юхса выртаççĕ, пĕчĕккисем темиçе. Кÿлĕсемпе пĕвесем вун-вун. Паллăраххисенчен – Эль кÿлли çут çанталăк палăкĕ пулса тăнă, вăл уйрăм сыхлава тивĕçлĕ вырăн. Чĕкеç, Елизар, Çĕнçырма, Тăрмăш кÿллисем... Нăрваш, Вăта, Пуянкасси, Тăрмăш, Йăнтăрчă, Чутей пĕвисем... Чылайăшне капиталлă гидротехника сооруженийĕсен шучĕпе тунă хăй вăхăтĕнче. Халĕ вĕсенчен нумайăшĕ юсав ыйтать. Вăхăт вĕт хăйĕннех тăвать: ватăлать, тутăхать, çĕрет, уçăлса хупăнмасть, юрăхсăра тухса пырать объект. Вĕсене юсама е çĕнетме тивет. Пĕвесемпе кÿлĕсен пысăкрах пайне юшкăн тулнине те асра тытмалла. Унти паха удобрение “Сельхозхими” обществăн тата вырăнти майсемпе усă курса уя кăларма вăй çитермелле, майсем тупмалла.
Чылай яла тата акса тăвакан уйсене çырмасем çурса кĕнĕ, вĕсем çуллен аслăланса пыраççĕ. Çырмапа пулăхлă тăпра юхса каять. Унччен пулсан, кунашкал çитменлĕхсемпе кĕрешнĕ: çырмасемпе çырансене йывăçсем лартса çирĕплетнĕ, çатан картасем тунă, бетонласа та çирĕплетнĕ... Эрозие ум пÿлессипе Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” колхоз (Аркадий Айдак), хамăр районти “Красная Чувашия”, “Новый путь” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те пысăк опыт пухнă пулнă. Паха опыта хальхи çăмăл мар пурнăçра та манăçа кăларас марччĕ, унпа кашни ял тăрăхĕнчех, кашни конкретлă вырăнтах усă курма тăрăшмалла. Йĕркеленнĕ выльăх-чĕрлĕх фермисемпе машина-трактор паркĕсем тавра тата территорисенче те йывăç-тĕм лартса чĕртмелле, чечек клумбисем хывмалла. Тенеяль уйĕсенче, тĕслĕхрен, темиçе çырмапа çырма пуçне те йывăçсем лартса çирĕплетнĕ, картасем те çавăрнă хăй вăхăтĕнче çут çанталăк тусĕсем. Халĕ çав йывăçсем çинче кайăксем йăва çавăраççĕ.
Тен, патшалăх укçи-тенкипе те хăш-пĕр гидротехника сооруженийĕ тума май килĕ. Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ, теççĕ.
Вăрмансемпе вăрман тăрăхĕсене пăхса, сыхласа тăрасси те, çĕнĕ лаптăксем хывасси те – çуллен тимлĕх ыйтакан ĕç. Çак тĕллевпе хунавсемпе тивĕçтересси те пĕлтерĕшлĕ.
Ял хуçалăх тĕллевлĕ усă курман çĕрсем çум курăксен питомникĕ пулса тăчĕç. Вĕсене пусăçаврăнăшне кĕртсе усăллă продукци çитĕнтересси – кун йĕркинче тăракан çивĕч ыйту.
Ялсемпе унăн таврашĕсенче йăлари хытă каяш куписем хушăнса пыраççĕ. Çÿп-çапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăра килти хуçалăхран кăларса çырмасене, урамсем хĕресленнĕ вырăнсене е уйсен хĕррисене тăкас йăларан та ниепле те хăтăлса пĕтейместпĕр-ха. Çакнашкал каяша полигона ăсатма ялсенче, урамсенче контейнерсем ытларах лартнине ырламалла.
Юхан шывсене предприятисенчен, юнашарах вырнаçнă фермăсенчен таса мар каяш кăларса ярса варалассинчен те сыхланмалла.


"Ял ĕçченĕ"
25 января 2013
00:00
Поделиться