Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ютран килсе ĕрчетмĕç

"Хыпар" ыйтăвĕсене республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсемпе /ÇÇУСТ/ объекчĕсен дирекцийĕн ертÿçи Николай Лаврентьев хуравлать.

- Биологи тĕрлĕлĕхне упрас, пуянлатас тĕллевпе мĕн тăватăр?

- Чăваш Енре ятарласа 137 ÇÇУСТ йĕркеленĕ, - терĕ Николай Кириллович. - Çав шутран 94-шĕ - республика шайĕнчи: 19 саккаслăх, çут çанталăкăн 68 палăкĕ, 1-ер этнопаркпа санитари сыхлавĕн округĕ, генетикăн 5 вырăнĕ. Вĕсемсĕр пуçне район-хулан - 38, федерацин - 5. Регион шайĕнчине çуллен пĕрререн сахал мар никĕслеме тĕллев лартрăмăр. Ку лаптăксенче вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунне, ÿсен-тăрана, вăл шутра республикăн тата федерацин Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнисене, шута илетпĕр. ÇÇУСТ дирекцийĕнчен ирĕк илмесĕр вĕсене кĕме, территорисенче курăк çулма, йывăç касма, вут-шанкă хатĕрлеме, чĕрĕлĕхе хăратма, сунар йĕркелеме, ÇÇУСТ сыхлав йĕркине пăсма юрамасть. Ăна мĕнлерех пăхăннине кашни çул 40-45-шĕнче пулса палăртатпăр.

- Чĕр чун тĕсĕпе йышĕ пирки мĕн калатăр?

- Республикăра 2010 çулта пичетленнĕ Хĕрлĕ кĕнекене 290 тĕрлĕ чĕр чуна тата вĕçен кайăка кĕртнĕ. Вăл шутран 77-шĕ - территорисенчи. Чĕрĕлĕхе кăçал та кăрлач-нарăс уйăхĕсенче шутларĕç. Унăн тĕсĕпе шутне çывăх вăхăтра пĕлĕпĕр.

- Иртен-çÿрен пĕрмай ÇÇУСТ тавра кумать. Сайра тĕл пулакан чĕрĕлĕхе, ÿсен-тăрана сиен кăтартмасть-и?

- Пĕлтĕр сăтăр тунă тĕслĕх пулман - административлă ĕç пуçарман. Çапах ку чĕр чуна, курăка е йывăç-тĕме сарăпламаннине пĕлтермест. Тивĕçлĕ органсен сăтăрçăсене тăрă шыв çине кăларассишĕн лайăхрах тăрăшмалла.

- Республикăра 1977 тата 1978 çулсенче шурă мулкач - 29 пин, 2012 çулта 1747 çеç шута илнĕ. Ял çыннисен кăмăлне çĕклекен çак кайăк йышне мĕнле ÿстермелле?

- Çулсем иртнĕçемĕн кирек хăшĕн шучĕ те тинĕс хумĕ пек улшăнать. Сăлтавĕ çăткăннисен хисепĕнчен, чир-чĕртен, апатран, çанталăкран, этем витĕмĕнчен нумай килет. Иртнĕ çулсенче мулкач нумай чакрĕ. Малашне йышланасса шанатпăр.

- Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿ тăрăх - Чăваш Енре 7 çÿлевĕç, 27 юс, 29 хир качаки кăна...

- Çут çанталăк ресурсĕсене хÿтĕлес, вĕсене пуянлатас тĕлĕшпе орнитологин, биологин, хутăш тĕллевлин 19 саккаслăхĕ ĕçлет. Кайăкçă объекчĕ шутланакан чĕрĕлĕхе хушас тесен сунар тапхăрне уçма чармалла.

- Сайрараххи çĕр питĕнчен пачах ан çухалтăр тесен мĕн тума сĕнетĕр?

- Ял администрацийĕсен, çут çанталăк тусĕсен браконьер е сăрнаккай хăратасран, сусăрлатасран е вĕлересрен хÿтĕлемелле, ĕрчеме пулăшмалла. Вара çывăхри катара та хунĕç. "Пирĕн ял таврашĕнче савăнăç кÿрекен пĕр чĕр чун та юлман", - теççĕ. Ăна ютран килсе ĕрчетмĕç.

- Килти выльăха уртаракан чир ертме пултараççĕ тесе сунарçăсене тытса çуллен 6-7 районта тилĕпе кашкăра вĕлерттереççĕ. ÇÇУСТ биохутшăнăвĕ пăсăлмĕ-и?

- Çăткăнни нумайрах хунасан - йăвашши хухать. Çивĕч шăлли сахаллансан - сапăрри хушăнать.

- Калинин, Кăмашка, Пăкăян саккаслăхĕсене сыхлама ятарласа хурал тăратмалла мар-и?

- Вĕсене браконьерсенчен Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин инспекторĕсем хÿтĕлеççĕ.

- Ăсчахсем миçе территорире тĕпчев йĕркеленĕ?

- 14-шĕнче /2008-2012 çулсенче/ тата ÇÇУСТ йышне илме май пур 6 лаптăкра. Биологсен сĕнĕвне шута илсе нумаях пулмасть регион шайĕнче патшалăхăн Кăкшăм, Сурăм, Улмаллă Ял саккаслăхĕсене йĕркелерĕмĕр. Биотĕрлĕлĕхе биологи наукисен докторĕ Леонид Воронов, биологи наукисен кандидачĕсем Маргарита Гафурова, Леонид Егоров, Светлана Иванова, Геннадий Исаков, Зинаида Плечова, Валентина Подшивалина, Людмила Теплова тĕпчерĕç.

- Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкра пурнăçлама мĕнле ĕçсем палăртрăр?

- ÇÇУСТ сыхлав йĕркине еплерех пăхăннине кăçал та тĕрĕслĕпĕр. Вĕсен таврашĕнче территорипе паллаштаракан аншлагсем вырнаçтарăпăр. Ăсчахсене чĕрĕлĕхпе ÿсен-тăрана тĕпчеме явăçтарăпăр. Район-хула шайĕнче ÇÇУСТ тăвас ыйтăва та çĕклĕпĕр.



"Хыпар"
28 февраля 2013
00:00
Поделиться