Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тĕрĕслеттерме ÿркенмелле мар

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри ял-хула валли шыв уçласа кăлармалли - 2870, çав шутра ăна вырăна çитермелли пăрăхпа çыхăнтарнă 1792 шăтăк шута илнĕ.

Унтанпа хисепĕ нумай улшăнман. Ĕçмелли вун-вун тонна шывпа куллен тивĕçтерекеннисенчен Канаш районĕнчи Ухман, Высоковка, Тăвай районĕнчи Вăтаяль, Çĕрпÿ районĕнчи Рынкă Салин, Куславкка районĕнчи Аслă Сала, Шупашкар районĕнчи Йăршу, Çĕмĕрле хулин вырăнĕсене палăртмалла. Вĕсенчен Канаш, Çĕрпÿ, Куславкка хулисем, Кÿкеç поселокĕ валли уçлаççĕ.

«Пĕтĕмĕшле - ĕçмелли шыв пахалăхĕ СанПиН ыйтнине тивĕçтерет, - терĕ республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин. - Чăн та, хăш-пĕр «пусăри» шывра бор, нитрит, хлорид, сульфат, тимĕр нормăринчен çăрарах. Унăн хытăлăхĕ те тивĕçтермест. Ялсенчи, райцентрсенчи уйрăм пусăран ăсакан шыв пахалăхĕ тĕрлĕрен. Шел те, вĕсенчен чылайăшне гидрогеологи тĕпчевне тĕпе хурса чавмаççĕ, çавăнпа пахалăх норматива тивĕçтермест. Тарăн шăтăк пăраличчен тĕпчев ирттерсе шывпа усă курма юрани-юраманнине палăртмалла».

Тури Атăл бассейнĕн управленийĕн республикăри пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - 2010 çулта Чăваш Енри мĕн пур йышши шăтăкран вăтамран кашни талăкра 52,9 пин кубла метр шыв уçланă. 50 пин кубла метрпа усă курнă.

Ĕçмелли шыв саппасĕн 23% - çĕр айĕнчен уçлаканни. Чăн та, вăл Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене 1,1% çеç тивет. Вĕсене Атăл шывĕпе тивĕçтереççĕ. Паллах, малтан ăна ятарлă сооруженисем витĕр кăларса тасатаççĕ. Ял-поселокра усă куракан шывăн 98,7% - çĕр айĕнчен. Ку йышрах - Етĕрне, Çĕрпÿ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Канаш хулисем. Çĕр айĕнчен уçлакан шыв тÿпи Çĕмĕрле хулинче - 35,3, Улатăрта 5,26% кăна.

Республикăри кашни çын вăтамран талăкра çĕр айĕнчен уçлакан 40 литр шывпа усă курать. Унăн саппасĕ 5,5 хут нумайрах. Çумăрлă çулсенче вăл ытлашшипех. 2011 çулта Канаш, Шупашкар, Вăрмар, Патăрьел, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти шыв пахалăхне тĕрĕсленĕ. Маларахри çулхипе танлаштарсан вăл начарланман, саппасĕ сахалланман. Хăш-пĕр вырăнта шыв ытларах минерализациленнĕ, бор, тимĕр, марганец, аммиак, нефть продукчĕн, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ ытти япала çăралăхĕ нормăринчен пысăкраххине палăртнă. Чăваш Енре ĕçмелли шыва варалакан 69 вырăна шута илнĕ. Вĕсем çĕр айĕнчи шыв пахалăхне начарлатнине тĕпчев ирттерсе палăртнă. Вăл шутран саккăрăшне ял тата коммуналлă хуçалăхсен, промышленноç, чукун çул, нефть продукчĕн предприятийĕсем варалаççĕ. Мисчĕ станцийĕн çывăхĕнче инкек пулнăранпа 17 çул çитет. Унти пусăсенчи шыва тĕрĕсленĕ те фенол тата нефть продукчĕн çăралăхĕ норматива тивĕçтернине палăртнă.

Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче, Вăрнар поселокĕнче пурăнакансене паха шывпа тивĕçтерес тĕллев тăрать. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе ĕç пырать. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «РусГидро» общество Атăл шывне тасатса республикăра пурăнакансен тепĕр пайне тивĕçтересси пирки килĕшÿ çирĕплетрĕç. Паллах, ку проект пурнăçланиччен темиçе çул иртме пултарать. Чылай ял тăрăхĕнче шыв ыйтăвне патшалăх татса парасса кĕтмеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Муркаш районĕнчи Ильинка ял администрацийĕ Вăрманкасси, Ойкас, Шерĕк, Мемеккасси ялĕсене тивĕçтерме çĕр айĕнчен шыв уçласа тултармалли çĕнĕ башня вырнаçтарнă. Çĕре 117 метр пăраланă. Урамсене хывнă кивĕ пăрăха çĕннипе улăштарма палăртнă. Кун пек тĕслĕх кашни районтан илсе кăтартма пулать.

Шыв пахалăхĕшĕн чи малтанах унпа ял-хулана тивĕçтерекен предприятисен, ăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх органĕсен тăрăшмалла. Тепĕр чухне вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула çынсем мĕнле шывпа усă курнине вăхăтра пахалаймаççĕ. Вăл иккĕлентерсен тĕрĕслеттерме ÿркенмелле мар.



"Хыпар"
23 марта 2013
00:00
Поделиться