Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шăнкăрчсем валли - вĕлле

Канаш вăрманлăхĕн коллективĕ кăçалхи ĕç тапхăрне ăнăçлă ирттерме тĕплĕн хатĕрленет.

Шел те, ÿсен-тăрана сăтăр кÿрекен хурт-кăпшанкă пирĕн вăрманлăха та тăкак кăтартать. Çакна республикăн Вăрмана хÿтĕлекен центрĕн­че лайăх пĕлеççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви сăтăрçăсене пĕтермелли хими им-çамĕ туянма федераци хыснинчен укçа уйăрас ыйтăва РФ Çут çанталăк тата экологи министерстви умне лартрĕ. Вăл республика вăрманне çулçă çиекенрен хÿтĕлеме пулăшасса шанатпăр. Унпа кĕрешмелли ытти меслетпе те тухăçлă усă курма тăрăшатпăр. Сăмахран, Тăвай, Сиккасси, Кипеч шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем çуллен шăнкăрчсем валли 150 вĕллерен сахал мар туса йывăç çине çакаççĕ. Иртнĕ çулсенче вырнаçтарнă 200 йăвана тасатрăмăр. Карăклă шкулĕнче пĕлÿ пухакансем вăрманлăх питомникĕнче хунав çитĕнтерме хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене пурне те йывăç-тĕме сăтăрçăсенчен хÿтĕлес, çамрăк культурăсене пăхас ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн тав тăватăп.

Пĕлтĕр такам айăпне пула уйра вирт кайнă. Юрать-ха, усал хыпара мана çийĕнчех пĕлтерчĕç. Пушар сÿнтермелли техника хатĕрĕсемпе самантрах вырăна тухса кайрăмăр. Çитрĕмĕр те пăхатпăрS çулăм - çаран сарлакăшĕпех, вăрман патнех çитнĕ. Типĕ курăк шатăртатса çунать. Çу уйăхĕнче çанталăк ăшă тăчĕ. Сывлăш температури 25 градусчĕ. Такам пирус чĕртнĕ хыççăн шăрпăк пĕрчине сÿнтермесĕрех вăркăнтарнă - вут хыпса илнĕ. Вăрмана сиенлеме памарăмăр. Пушартан сыхланас тĕлĕшпе кăçал та сыхă тăратпăр. Пирĕн вут-кăварпа кĕрешмелли 4 техника. Пурне те шыв тултарнă. Инкек тухнă çĕре тухса кайма хатĕр. Унта республикăн Хими-пушар службин Комсомольски ялĕнчи уйрăмĕн пушар сÿнтермелли автомашинисем те кĕске вăхăтра çитеççĕ.

Вут-çулăм вăрман культурисене сăтăр ан кÿтĕр тесе Канаш, Вăрмар, Тăвай районĕсенче пурăнакансен хушшинче профилактика ĕçне йĕркелетпĕр. Ăна информацин йышлă хатĕрĕсемпе усă курса, ĕç тата вĕренÿ коллективĕсемпе тĕл пулу ирттерсе, пушартан сыхланма йыхăракан аншлагсем çакса пурнăçлатпăр. Кăçал 7 вырнаçтаратпăр. 4 кану кĕтесĕ майлаштарма палăртрăмăр. Сăмах май, кашнинех аншлагпа юнашар тăватпăр. Çынсем вăрмана кĕриччен вут-кăвартан асăрханмаллине тепĕр хут вуласа пĕлччĕр.

Чăтлăхран вутă-шанкă, стройматериал тиесе тухма çулталăкра учреждение 500 яхăн çын пырать. Ытларах çăка, ăвăс, хурăн турттараççĕ. Хăйсемех касаççĕ, тиеççĕ, лаптăка туратран тасатса хăвараççĕ. Вĕтлĕхе кĕме документ çырса панă чухне кашнинех пушартан сыхланма чĕнсе калакан йыхрав хучĕ тыттаратпăр.

Вăрман пушарĕ патшалăха пысăк тăкак кăтартма пултарассине çынсене ăнлантарнин усси - куç умĕнче. Çакна учреждени специалисчĕсем 2010 çулхи тип шар хыççăн лайăх туйса илчĕç. Ял çыннисем вăрман тăрринче хĕрлĕ автан ташласран асăрханма тăрăшни савăнтарать.

Коллектив хăйĕн умĕнчи пĕлтĕрхи тĕллеве ăнăçлă пурнăçларĕ. Кăçалхи плана та тултартăмăр темеллеS иртнĕ кĕркунне 15 гектар çинче юман хунавĕ лартрăмăр. Ку ĕçе кăçалхи çуркунне тумаллаччĕ. Тымар нÿрĕк çителĕклĕ илтĕр, хунав лайăх чĕрĕлтĕр тесе пĕлтĕрех лартрăмăр. Çуркунне нÿрĕк сахалраххине кура начартарах чĕрĕлме пултараççĕ. Çуллен кĕркунне лартатпăр. Çавăнпа пирĕн хунав шăтаслăхĕ 89 процентпа танлашать. Ку кăтарту нормăра палăрт­нинчен лайăхрах.

Виçĕ район çыннисене вăрманпа лайăхрах усă курма май туса паратпăр. Çуллен вăтамран 10-15 гектар çинче кастаратпăр. Пушанса юлнă лаптăка çав çулах тымартан тасатса сухалатпăр, хунав лартатпăр. Вăрман калăпăшĕ пĕр гектар та чакмасть. Хăшĕ-пĕри тепĕр чухнеS «Вăрман витĕр тухса арăмне хĕнеме туя тупман», - тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Тĕрĕссипе, пирĕн вăрман пек пуянни çук. Унпа перекетлĕ, типтерлĕ усă курар.



Хыпар
06 апреля 2013
15:41
Поделиться