Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кĕнекере кăна ан юлччăр

Нумаях пулмасть Çĕньялти пултарулăх çуртĕнче çут çанталăка юратакан ача-пăча тата çул çитменнисен «Çамрăк экологсем» пĕрлешĕвĕсен смотр-конкурс иртрĕ.

Чи малтан сцена çине Чăрăшкассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Спасатели» экологи ушкăнĕ тухрĕ. Çамрăк экологсем тĕрлĕ вырăнта ушкăнпа ларса «пикник» йĕркелерĕç, хăйсен хыççăн пакетсем, пластик кĕленчесем хăварчĕç. Унтан залта ларакан 3 ача сцена çине тухса çÿп-çапа михĕсене пуç­тарчĕ. Çапла майпа ачасем харпăр хăйĕн хыç­çăн таса хăвармаллине кăтартса пачĕç. Юлашкинчен çамрăк экологсем çĕр питĕнчен çухалнă тата çухалакан ÿсен-тăрансене тата чĕр-чунсене кĕртнĕ «хĕрлĕ кĕнекепе» паллаштарчĕç.

Çĕньялти çут çанталăка юратакансен «Экологи» пĕрлешĕвĕ хăйĕн ырă ĕçĕсем пирки презентаци урлă каласа пачĕ. «Тĕнчене ан аркатăр, унсăрăн çак «асамлăхсем» кĕнекесенче çеç юлĕç», – чĕнсе каларĕç вĕсем.

Шăмăшри пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Экодесант» çут çанталăка юратакансен пĕрлешĕвĕ экологи темипе çыхăннă юрăсем юрласа пачĕ. Юлашкинчен ачасем культура çурчĕ çумĕнчи территорие хурăн хунавĕсем лартрĕç.

Çут çанталăка юратакансен «Экологи» пĕрлешĕвĕн членĕсем Настя Осиповăпа Дина Андреева 8-мĕш класс хĕрĕсем шкулти ĕç бригади ватăсене кил-çурта тирпейлеме пулăшнине палăртрĕç.

Çурхи экологи уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăх территорийĕсенче кăçал 26970 йывăç лартма палăртнă. Хунавсене тĕпрен илсен автоçул хĕррипе лартĕç. Майăн 4-мĕшĕ тĕлне Тутаркасси ял тăрăхĕ планпа лартма палăртнă пур хунава та (1000 йывăç) лартнă. Кăшавăш ял тăрăхĕнче 4500 хунава çул хĕррипе лартса тухма планланă. Ытти ял тăрăхĕсенче йывăçсене çитес вăхăтра лартĕç.

Мария Витальева

 



"Тăван ен"
08 мая 2013
09:18
Поделиться