Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ларт та упра

Çуркуннене ял çынни ĕç­пе кĕтсе илет: тасатать, тĕмсем лартать.

Май уйăхне атăлъялсем ĕç­пе пуç­ларĕç. Культура çурчĕпе палăк умне, çырма хĕррине 80 ытла тĕм лартса хăвартăмăр: хурăн, йăмра, сирень, чие йывăç­çи. Хунавсене йышлă ÿсекен вырăнтан кăларса килтĕмĕр. Культура çурчĕ хыçĕнчи çырмара пурĕ 45 йăмра кашласа ÿсме пуç­лĕ.

Хунавсем лартас ĕçе культура çурчĕн пуç­лăхĕ Леонид Фадеев поэт ертсе пычĕ. Пурте тăрăшса ĕç­лерĕç: Леонидпа Лидия Фадеевсем, Нина Матюшкина, Тамара Шаплина, Антонина Гарашкинăпа унăн ывăлĕ Александр. Хĕрачасем те çак ĕçе хастар хутшăнчĕç: Валерия тата Дарья Плотниковăсем, Александра Иванина.

Çакăнпа кăна ĕç­сем вĕç­ленмĕç. Сăмахран, паян субботник ирттерме палăртнă. Кĕтÿ тухса йывăç­сене ватасран карта тытма та палăртаç­çĕ ял çыннисем.

Николай Смирнов, Атăлъял

 



"Тăван ен"
08 мая 2013
09:16
Поделиться