Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

И.Исаев: «Экологишĕн кашниех яваплă»

Апрель уйăхĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствин коллегийĕн ларăвĕнче вăрманçăсем 2012 çулхи ĕçсене тишкерсе хак пачĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Иван Исаев вĕсем пирки хаçат вулаканĕсене каласа пама кăмăл турĕ.

— Иван Васильевич, черетлĕ çулталăк пуçланнă май вăрманçăсен иртнĕ çулхи ĕç ÿсĕмĕсенчен хăшĕсене уйрăммăн палăртса хăварнă пулăттăр?

— Вăрмансене сыхласа хăварасси тата çĕнĕрен лартса ÿстересси — Чăваш Республикинчи вăрманçăсен тĕп тĕллевĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул республикăра пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Вăрман вăл пĕрлехи пуянлăх пулнине эпир самантлăха та манмастпăр. 2010 çулхи шăрăх çу кунĕсенчи пушарсем хыççăн кĕлленнĕ е самай сиенленнĕ вăрмансен лаптăкĕ 6658 гектарпа танлашрĕ. Вĕсенчен 3740 гектарне тасатрăмăр, 1277 гектарĕ çинче çĕнĕ вăрман лартса хăвартăмăр. Çунăк вăрмансене тасатассипе пуçăннă ĕçсене кăçал вĕçлеме хамăр ума тĕллев лартрăмăр. 2016 çулта вара çав вырăнсене çамрăк вăрман лартса пĕтерме палăртрăмăр.

Юлашки 20 çул хушшинче республикăра вăрман йĕрке-лĕвĕ енĕпе çителĕклех ĕçлесе кайман. Кăçал вара çакăн çине ытларах тимлĕх уйăрăпăр. Сăнавлă, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар вăрман хуçалăхĕсенче вăрман йĕркелĕвĕ кăçал пĕтĕмпе 90, 26 пин гектара пырса тивĕ.

— Вăрмансене пушартан сыхласси чи пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăчĕ. Çапла мар-и?

— Тĕрĕсех. Çакна ăнланса эпир пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттеретпĕр те. Ăна пулах иртнĕ çулла Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче тухнă пушара вăхăтра сÿнтерсе пысăк тăкаксенчен хăтăлса юлма май килчĕ.

Пĕлтĕр федераллă бюджетран Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕ валли пушар хăрушсăрлăхне ÿстерме 26, 5 миллион тенкĕ уйăрни пире пушарпа кĕрешме çĕнĕ 16 техника единици — 6 автоцистернăпа 10 трактор — туянма май пачĕ. Йĕркелÿпе техника мероприятийĕсене кăçалхи çу кунĕсене хатĕрленсе те çителĕклех пурнăçларăмăр.

— Комсомольски районĕнчи лару-тăру пирки мĕн калаятăр?

— Сирĕн енре вăрман хуçалăхĕ çине яваплăха туйса пăхни тÿрех палăрать. Кăçал акă федераллă трасса хĕррипе вăрмансенче пушарсем тухассинчен асăрхаттаракан 17 аншлаг, шлагбаумсем вырнаçтарнă, çĕнĕ 8 беседка туса лартнă. Ялсем çывăхĕнчи вăрман хĕррисене сухаласа çаврăннă. Пушар тухас хăрушлăх пур тапхăрсенче ирĕн-каçăн дежурство йĕркелесе вăрмансенчи лару-тăрăва асăрхасах тăраççĕ. Çавăн пекех вăрман лаптăкĕсене хăрнă йывăçсенчен тасатасси, çĕнĕ хунавсем лартасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

— Çут çанталăк ресурсĕсемпе тухăçлăн усă курас ыйтăва иртнĕ çул мĕнле татса панă?

— 2012 çулта çĕр айĕнчен кăларакан пурлăхăн калăпăшĕ 2 миллион та 400 кубла метрпа танлашнă. Çакă виçĕм çулхи кăтартуран 1, 6 хут пысăкрах. Çĕр айĕнчен чавса кăларакан пурлăхăн налукĕсем вырăнти бюджетсене 28, 6 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă. Çут çанталăк министерстви çĕр айĕнчи хутлăхпа усă курма ирĕк парас ыйтупа 7 аукцион ирттернĕ. Çапла майпа республика бюджечĕ 41 миллион та 900 пин тенкĕлĕх пуянланнă.

— Кашни çуркуннех çын пурăнакан вырăнсене шыв илни йывăрлăх кăларса тăратать. Малашне ку енĕпе лару-тăру ытла çивĕч ан пултăр тесе мĕнле мерăсем йышăнатăр?

— Республикăри юхан шывсем çинчи гидротехника сооруженийĕсен юсавне, шыв çулне йĕркелессипе çыхăннă меро-приятисене çулсерен ирттеретпĕр. 2012 çулта Патăрьел районĕнчи 1 гидротехника сооруженине тĕпрен юсарăмăр, Вăрнар, Вăрмар, Пăрачкав районĕсенче вара юсама пикентĕмĕр (ĕçсене кăçал вĕçлеме палăртнă). Çавăн пекех Канаш тата Çĕрпÿ районĕсенче Кĕçĕн Çавалăн шыв çулне йĕркелес ĕçсене пуçăннă.

— 2013 çул — Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк. Ку енĕпе республикăра мĕнле ĕçсем пурнăçлама палăртнă?

— Мероприятисен çирĕплетнĕ планĕ тăрăх, «Йывăç ларт та ăна упра» акци, Пĕтĕм Раççейри çут çанталăк сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн акцийĕ, тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă çавра сĕтелсем, «Чи лайăх эколог» конкурс тата ытти те иртĕ.

Палăртса хăварас килет: республикăра пурăнакансенчен кашниех экологи ыйтăвĕсене татса парас енĕпе пулăшу кÿме пултарать. Экологи субботникĕсене, территорисене тирпей-илем кĕртессине, йывăç лартассине хастаррăн хутшăнăр, çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕн усă курăр.

 

 



25 мая 2013
10:15
Поделиться