Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пушартан сыхланас тĕллевпе

Яланхи нормăран иртсе шăрăх тăнă май тата вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ ÿснипе чрезвычайлă лару-тăру пулса тăрасран сыхланса Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2013 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи 384 номерлĕ приказĕпе кăçалхи июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 18-мĕшĕччен граждансем тата транспорт хатĕрĕсем вăрман фончĕн çĕрĕсенчи вăрмансенче пулассине тата кĕрсе çÿрессине чакарнă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви республикăра пурăнакансене тата хăнасене вăрмансенче кăвайт чĕртесрен тытăнса тăма, сÿнтермен шăрпăксемпе пирус тĕпĕсене пăрахса хăварасран сыхланма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма чĕнсе калать.

 



"Ял ĕçченĕ"
02 июля 2013
10:47
Поделиться