Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тавралăха упрар

Вăрман çынна мĕн ĕлĕкрен тăрантарса усранă, тумлантарнă. Вăл нумай чир-чĕртен сыватнă, çынна сывлăх, ырлăх-пурлăх парнеленĕ, халĕ те тăван тавралăха, атмосферăна ырă витĕм кÿрсе тăрать, сывлăша кислородпа пуянлатать.
Раççейре 2013 çула тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. Йывăç лартасси, унтан та ытларах – раща, аллея е сад хывасси – çыншăн мĕн ĕмĕртен тĕпкĕч çуратса ÿстересси пекех таса тивĕç шутланнă. Эпир те çак ырă йăлана пăсма пултараймастпăр. Тавралăха симĕс тум ытларах та ытларах хупăрласа тăтăр, вăрмансем çынсене яланах кайăксен хавас юррипе, тĕрлĕ йывăçпа та чечек-курăкпа кĕтсе илччĕр.
Çут çанталăкăн çавăн пек ыйтăмĕсене тивĕçтерме тата тытса пыма тăрăшаççĕ “Канашри лесничество” хысна учрежденийĕн ĕçченĕсем. Эпир çуллен вуншар гектар юман, çăка, хыр-чăрăш лартатпăр, питомниксенче 220 пин штук ытла тĕрлĕ культура калчи туса илетпĕр. Çу тăршшĕнче 150 гектар çинчи вăрман культурисене пăхса тăратпăр. Лесничество ĕçченĕсем йывăçсене саккунсăр касасран, сăтăрçăсемпе чир-чĕр, пушарсем сиен кÿресрен тимлеççĕ, вăрмансене çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. “Канашри лесничество” хысна учрежденийĕ 4 район территорийĕнчи вăрмансене пăхса тăрать. Асăннă районсенче пурĕ 195 ял вырнаçнă. Çакă вăл вăрмансене саккунсăр касасран тата пушартан сыхлас ĕçе йывăрлатать. Апла пулин те кăçал вăрманта вут-кăвар тухасран сыхланса чылай ĕç туса ирттернĕ. Çуркунне юр кайсанах вăрмансенче илемлетсе хатĕрленĕ аншлагсем вырнаçтартăмăр, кану вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. Анчах çу каçа вĕсене пĕр хут çеç мар юсама тивет, мĕншĕн тесен çынсем канма вырнаçтарнă беседкăсен варринчех кăвайт чĕртеççĕ. Унсăр пуçне кăçал хальлĕхе тупса палăртайман çынсем Сиккассинчи участокри лесничество Çĕрпÿ–Сызрань автоçул хĕрринче вырнаçтарнă беседкăна вăрласа кайнă тата Канашри участокри лесничествăри икĕ баннера тĕп тунă. Асăннă киревсĕр ĕçсене тĕпчесе айăплисене явап тыттарма ыйтса Канаш районĕнчи полици уйрăмне материалсем тăратнă.
Канакансем хăйсем хыççăн беседкăсемпе вĕсем тавра типтерлесе хăварманни те пăшăрхантарать. Çавăнпа çак ĕçе участоксенчи лесничествăсенче ĕçлекенсен тума тивет. Хăйсем хыççăн пуçтарса-тасатса хăварсан, тепрехинче хăйсенех лайăх-çке унта пырса канма. Анчах çынсем çакна ăша хывасшăн мар.
Кăçал вăрмана саккунсăр каснă 3 тĕслĕх пулчĕ, пурĕ 30, 2 кубла метр касса кайнă. Çакна халĕ Канашри полици уйрăмĕ тĕрĕслет. Эпир касма вăхăт çитнĕ йывăçсене çулленех 108 гектар çинче касатпăр, çав шутра 28 гектар çинче талккăшпе 5, 9 пин кубла метр. Пушаннă лаптăксенче вăрман культурисем çитĕнтеретпĕр, вĕсене хăй тĕллĕн ÿссе çитĕнме майсем туса паратпăр. 154 гектар çинче вăрмана пăхса тăнă май сайралатса касатпăр, çавна май та 4, 7 пин кубла метр сутлăх йывăç хатĕрлетпĕр. 93 гектар çинче малтан лартнă вăрман культурисене сайралатса, касса йĕркелетпĕр. Ку ĕçсен шутне тата вăрман касмалли фонд хатĕрлесси хушăнать, касмалли делянкăсем уйăратпăр.
Лесничествăри икĕ питомникре вăрмансене çĕнетсе пыма лартмалли материалсем çителĕклĕ туса илетпĕр. Хальхи вăхăтра малашне питомниксенче акса тумашкăн йывăçсемпе тĕмсен вăррисене пухса хатĕрлеме тытăнатпăр. Лартнă культурăсене упрасси те пысăк тимлĕх ыйтать. Енчен те унччен хунавсене, çамрăк йывăçсене выльăхсем ватнă пулсан, халĕ çынсем юман милĕкĕсем хатĕрлеççĕ, Çапла майпа çамрăк культурăсене сăтăр тăваççĕ, йĕркеллĕ ÿссе аталанма памаççĕ.
Планетăн, тавралăхăн симĕс тумне упрассинчен пысăкрах тĕллев çук ку чухне.

И.ФЕДОРОВ, вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер, ЧР вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



"Ял ĕçченĕ"
02 июля 2013
10:49
Поделиться