Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кăвайта – хăйăрпа та, шывпа та

Вăрман пек пуянни, хиртен асли çук 

Мĕн авалтан вăрман çынна пысăк пулăшу панă. Унăн хитрелĕхĕпе киленсе, уçă сывлăшĕпе сывласа каннине нимĕн те çитмест. Ăшă çу кунĕсенче çын çут çанталăкра пулма тăрăшать: шыв хĕррине васкать, вăрманта пикник тăвать... Анчах хăш чухне, темшĕн-ç­ке хăйĕн хыç­çăн çÿп-çап хăварать, кăвайта тĕпĕ-йĕрĕпе сÿнтерме манать, пирус туртнă хыç­çăн унăн тĕпне айккине ывăтса ярать. Хăш-пĕр чухне çапла туни вут-çулăм тухнин сăлтавĕ пулма пултарать. Вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнмасан вăрмана пысăк сиен кÿрес хăрушлăх пур. Йывăç­сем çунса хăрса ларнипе пĕрле вăрманта пурăнакан чĕр чун, хурт-кăпшанкă та пĕтет.

Пушар тухасран сыхлан!

Çанталăк шăрăх тăнине тата вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнине кура чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасран сыхланса ЧР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин июнĕн 27-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал июнĕн 28-мĕшĕнчен пуç­ласа июлĕн 18-мĕшĕччен граждансене вăрмансенче пулма тата унта транспортпа кĕрсе çÿреме чарнă. Çакна кура республикăри пур лесничествăра тата Вăрмана пушартан сыхлакан службăн уйрăмĕсенче вăрмансене хÿтĕлессине вăйлатас тесе мерăсем йышăнаç­çĕ. Лăсăллă вăрмансене упрассине уйрăм тимлĕх уйăраç­çĕ. Вăрмана канма килнĕ çынсемпе профилактика ĕçĕсем ирттереç­çĕ, çут çанталăк пуянлăхне вут-кăвартан сыхламалли пирки калакан буклетсем салатаç­çĕ.

Вăрмана пушартан сыхлакан служба директорĕн тивĕçĕсене пурнăç­лакан А.А. Тихоновпа тата Шупашкар участокĕн пуç­лăхĕпе Д.М. Максимовпа пĕрле профилактика рейдне тухрăмăр. Шупашкар участокĕн пушарпа хими II типлă станцине çул тытрăмăр. ГЭСран иртсе кайсан вăрмана кĕтĕмĕр. Унăн илемне курса ытараймастăн, кашни йывăçа тинкерсе пăхатăн. Эх, мĕнле аван-ç­ке вăрманта! Александр Анатолиевич пушар техникине, вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсем тата транспорт кăтартрĕ. Вăрмансене вут-çулăмран упрас тесе асăннă участокăн пĕр пушар автоцистерни Шупашкар лесничествин чиккинче дежурствăра тăрать. Кунсăр пуç­не Атăл леш енчи вăрмансене вышкăсенчен бинокльпа сăнаç­çĕ. Çакă пушар тухас хăрушлăх пур сезонра та республикăри вăрмансене тĕрĕслесе тăма май парать.

Квадроциклпа – вăрмана

Александр Тихоновпа квадроцикл çине ларса Атăл леш енчи вăрмансен хĕррисене тĕрĕслеме тухрăмăр. Унпа ытти транспортпа кĕрсе тухма çук вырăнсене те çитме пулать. Чăнкă ту çине те çăмăллăнах хăпаратăн, кукăр-макăр çулпа та лайăхах иртетĕн. Кăвайт чĕртекенсене тупса палăртса вăхăтлăха вăрмансенче пулма тата унта транспортпа кĕрсе çÿреме чарни пирки хыпарларăмăр. Чи малтан Шупашкартан килнĕ çемьене тĕл пултăмăр. Вĕсем кăвайт чĕртмен, çимеллине килĕнченех пĕçерсе килнĕ. Уçă сывлăшра апат лайăхрах анать çав.

Малалла пыратпăр. Тĕпĕр ушкăн умĕнче чарăнтăмăр. Каччăсем Кÿкеç­рен иккен. 2-мĕш кун вăрманта канаç­çĕ. Вĕсем кунта палаткăсем те вырнаç­тарнă. Яшсем кăвайт чĕртмен пулин те шăрăх кунсенче вăрманта пушар тухас хăрушлăх пысăкки пирки, çавăнпа кăвайт чĕртме юраманни çинчен асăрхаттарса каларăмăр. Вăрмана пушартан сыхламалли тата йĕркене пăснăшăн мĕнле явап пуласси пирки асăрхаттаракан буклетсем патăмăр.

Атăл леш енчи вăрман пĕчĕк мар çав – 32 пин гектар – çаврăнса пăхса çÿремелĕх пур. Акă сăмсана тĕтĕм шăрши пырса çапрĕ. Икĕ каччăпа пĕр хĕр мангал çинче çĕр улми пĕçереç­çĕ иккен. Шăрăх кунсенче йывăç­сем айĕнче вут-çулăм çунтарма юраманни пирки пĕлтерсен те кăвайта сÿнтересшĕн пулмарĕç вĕсем. «Пĕçерсе пĕтеретпĕр те сÿнтеретпĕр», – терĕ хĕр. Йĕркене пăснăшăн мĕнле явап пулнине пĕлсен каччăсем кăвайта хăйăрпа, шывпа сÿнтерчĕç. Хĕр вара айккинерех кайса тăчĕ, темĕскер мăкăртаткаларĕ... Çамрăксене те буклетсем парса хăвартăмăр.

Квадроциклпа вăрман хĕррипе çаврăнса тухрăмăр. Кăвайт чĕртекенсене урăх тĕл пулмарăмăр. Чылайăшĕ Атăл хĕррине шыва кĕме килнĕ. Вăрманта вырнаç­нă пĕр кану базин администраторĕ çынсем вăрман хыçĕнче кăвайт чĕрткелени пирки каларĕ. Асăрхаттару тусан вара хăнк та туманнине пĕлтерчĕ. «Памяткăсем парсан итлекелеç­çĕ», – терĕ вăл Александр Тихоновран буклетсем ыйтса. Вăрманта темиçе çĕрте çÿп-çап купи курма тÿр килчĕ. Çынсем вăрманта вырнаç­тарнă контейнерсене пăрахма темшĕн ÿркенеç­çĕ-çке. Канакансем ансат правилăсене шута илессе шанас килет. Çут çанталăк илемне пулас ăрусене те кăтартасчĕ.

Анжелика Фадеева

 

 



"Тăван ен"
05 июля 2013
10:06
Поделиться