Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чи лайăх эколог

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви Çĕрпÿ район администрацийĕн тĕп специалист-экспертне Надежда Профоровăна «Чи лайăх эколог» ят панă. 

Вăл Çĕрпÿ хулинче çуралнă, 1982 çулта 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Районти «Хмелеводческое» хуçалăхра вăй хунă. 1983-1988 çулсенче Ленинградри вăрман техникин академийĕн хими-технологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илсен ăна Аçтăрхан хулинчи «Астраханбумпром» пĕрлешĕве ĕçлеме янă. 1991-1996 çулсенче ЧР Статистика управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи пайĕнче тăрăшнă. 1996-2003 çулсенче «Промтрактор» АО экологи управленийĕн инженер-технологĕ пулнă. 2003 çултанпа - Çĕрпÿ район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ /экологĕ/. Надежда Валерьевна «Хыпар» корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- Малтанах «Чи лайăх эколога» тивĕçнĕ ятпа саламлатăп, çивĕч ыйтусене татса пама çирĕп сывлăх сунатăп. Эсир вунă çул ĕнтĕ - район экологĕ. Çĕрпĕве çурхи ейÿ илесрен хÿтĕлес тĕллевпе мĕнле ĕç пурнăçланă?

- 2006 çулта Çавал ейĕве кайса хулан айлăмри урамĕсене шыв илесрен хÿтĕлев хатĕрĕн пĕр пайне туса пĕтертĕмĕр. Кăçал иккĕмĕш пайĕнче ĕç пуçланĕ. Ятарлă техника пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Çĕрпĕвĕн çурçĕр-хĕвел анăç хĕррипе юхакан Кĕçĕн Çавал юппине тÿрлетет.

- Çаксем эсир тÿрремĕнех йĕркелемесĕр пулман. Сирĕн проект-смета документне хатĕрлессипе, ытти енĕпе нумай ыйтăва татма тивнĕ. Çут çанталăка хÿтĕлесе тата мĕнле ĕç тунине палăртатăр?

- Пилĕк гидротехника сооруженине юсаттарма май килчĕ. Ял-хулана, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене тирпейлессишĕн çуллен икĕ хутчен экологи акцийĕ ирттеретпĕр. Сăмахран, иртнĕ çуркунне районĕпе 1872 йывăç, 406 тĕм лартрăмăр, 3565 тăваткал метрта чечек çитĕнтертĕмĕр. Ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле районта пурăнакансен экологи культурине ÿстерессишĕн тăрăшатпăр. Иртнĕ çул 8 тĕл пулу йĕркеленĕ, кăçал 10 ирттересшĕн.

- Районти фермăсем тавралăха сиен кÿмеççĕ-и?

- Юхан шывсем Атăлпа пĕрлешеççĕ. Пысăкки-пĕчĕкки, районăн пĕр пайĕпе иртекенни - 87. Пирĕн патра Мăн Çавал - 44, Кĕçĕн Çавал - 47, Ункă - 27, Тĕрер - 14, Энĕш 13 çухрăма тăсăлать.

Çавал районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унăн «бассейнĕ» Чăваш Ен лаптăкĕн пĕрре тăваттăмĕш пайĕпе çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕрте юхан шывсен хĕрринче выльăх вити йышлăччĕ. Вĕсене шĕвек тислĕк юхса вараланă тĕслĕхе час-часах шута илнĕ. Шыв-шур таврашĕнчи фермăсем пĕтрĕç те - çивĕч пĕр ыйту хăй тĕллĕнех татăлчĕ. Анчах тепри юлчĕ: Вăрнар, Канаш, Красноармейски районĕсенчи предприятисем, ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем, шĕвĕ каяша çителĕклĕ тасатмасăрах юхан шывсене чăмтараççĕ.

Пирĕн 87 пĕве. 37-шне гидротехника сооруженийĕсен йышне кĕртнĕ. «Чăваш Республикинчи шыв хуçалăхĕн комплексĕн 2012-2020 çулсенчи аталанăвĕ» республика программипе килĕшÿллĕн Чурачăкри, Чăрăшри, Пайтушри плотинасене çĕнетме палăртнă. Проект документне хатĕрлеççĕ.

- Йăлари хытă каяша пĕр вырăна леçетĕр-и?

- Район полигонне турттараççĕ. Ку ĕç 17 схемăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Ял-хулара каяш пухмалли контейнерсем лартма - 138, çав шутра ял тăрăхĕсенче 80 вырăн тунă. 2012 çулта 20 контейнер /вăл шутра çĕнни - 13/ валли лаптăк хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 264 контейнер. Иртнĕ çул 45 вырнаçтарнă.

- Ăçта каяш лайăхрах пуçтараççĕ тата полигона турттараççĕ?

- Сăнав ял тăрăхĕнче. Ыттисенче ĕç пĕрешкел пулса пырать. Йывăрлăх - контейнерсем çитменни, урамсенчен район полигонне каяш турттарса тăрас пирки килĕшÿ çирĕплетесси.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

 



"Хыпар"
10 июля 2013
08:24
Поделиться