Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Управсене пăхса тăратпăр

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шыв управĕсене, ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли пăрăхсене пăхса тăма «Гидроресурс» патшалăх учрежденийĕ йĕркеленĕ. Вăл республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине пăхăнать.

Учреждени Вăрнар тата Шăмăршă районĕсенчи ĕçмелли шыв управĕсене хÿтте илчĕ. Пĕрремĕшĕ Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ çинче, 12,65 млн кубла метр шыв пухрĕ. Иккĕмĕшĕн калăпăшĕ - 15,9 млн кубла метр. Икĕ управ пурлăхĕ 854 млн тенкĕпе танлашать. Шыв пуххисене пăхса тăрассине йĕркелеме учреждение Патăрьелти Мичурин урамĕнчи 72-мĕш çуртра ĕç пÿлĕмĕсем уйăрчĕç. Вĕсем 72,9 тăваткал метр йышăнаççĕ. Штатра 2010 çулта - 5, 2011 çулта 10 çын пулнă. Пĕлтĕр унта инженер-энергетик хушăнчĕ. Гидросооруженисемпе хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса усă курас, ĕçлеве хÿтĕлес, ĕçре техникăпа электричество хăрушсăрлăхне тĕпе хурас тĕлĕшпе хушу кăларса яваплисене çирĕплетнĕ. 2011 çулта гидрохатĕрсене инкексĕр ĕçлеттерме 4 специалист Хусана кайса ятарласа вĕренчĕ, Ростехнадзорăн республикăри управленийĕнче экзамен тытрĕ.

Эпир управсемпе çирĕплетнĕ нормăпа усă курассине йĕркелетпĕр. Гидросооруженисен ĕçне хăрушсăрлăх правилисемпе килĕштеретпĕр. Çак ыйтусене ăнăçлă татса парас тĕллевпе ĕçлекенсен пĕлĕвне çуллен ÿстеретпĕр. Уйрăмах управсене çуркунне, юхан шывсенче пăр кайнă хушăра, куллен тĕрĕслетпĕр. Вăл капланса сооружение çĕмĕрме пултарать. Ăна малтанах пăртан тасататпăр.

Управсене этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ хутăш лекес хăрушлăх яланах пур. Мĕншĕн тесен вĕсем - юхан шывсем çинче, ял хуçалăх тата промышленноç предприятийĕсемпе юнашарах. Вĕсенчен шыва таса мар япала юхма пултарать. Çавăнпа объектсене куллен тĕрĕслетпĕр. Хальлĕхе иккĕшне те лапра-çĕпрепе, удобренипе вараламан, гидрохатĕрсем йĕркерен тухман. Апла пулин те инкеке сирме тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Чăн та, пăтăрмах патне çитес марччĕ. Сооруженисене хăрушлăха кĕртсе ÿкерес мар тесе хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле тăрăшатпăр. Гидрохатĕрсем тĕрлĕ вырăнтан сарăпланма пултараççĕ. Кăлтăка çийĕнчех палăртатпăр, ăна-кăна юсатпăр. Ĕçмелли шыва ятарлă хатĕрсемпе сĕрмелли агрегатсене, управ таврашĕнчи /çĕр айĕнчи/ шыв çулĕсене куллен пăхатпăр, сооруженисене ĕçлеттерессипе çыхăннă ытти ыйтăва татса паратпăр. Пирĕн специалистсем вĕсене кунĕн-çĕрĕн хураллаççĕ. Çумăртан пытанма объектсенче пĕчĕк çеç çурт лартрăмăр. Унта электричество кĕртрĕмĕр. Управсене тĕттĕмре ятарлă хатĕрпе çутататпăр. Бензинпа ĕçлекен генератор, мотопомпа, тимĕр касмалли тата бетон хатĕрлемелли агрегатсем, вибратор, ытти оборудовани, 2012 çулта моторлă кимĕ туянтăмăр.

Управсене строительство тата вăрман хăлти-халтинчен, çырана, шыв парса тăмалли канавсене çум курăкран тасататпăр. Çĕр айĕнчи шыв çулĕсене уçсах тăратпăр. Хĕлле управ пуçĕсене юр çÿллĕ хупласа каять. Çуркунне вăл ирĕлсе плотина умĕнчи хăпартнă çĕре ан ирĕлтертĕр тесе сооружени тулашне турттаратпăр. Кашни ĕçе еплерех пурнăçланине журналсенче çырса пыратпăр.

2011 çулта управсенче республика шайĕнчи вĕренÿ ирттертĕмĕр. Унта чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссисенчен, район администрацийĕсенчен, Шăмăршă тата Вăрнар районĕсен пуçлăхĕсем, инкеке сирес енĕпе ĕçлекен тытăмсем хутшăнчĕç. Комисси вĕренĕве лайăх йĕркеленĕ тесе пĕтĕмлетрĕ.

Плотина пуçне хăпартнă çĕрĕн аяларахри тайлăмĕ гидросооружени тĕпĕнчи фильтр хатĕрĕ витĕр шыв вăйлăн кайнăран ишĕлме пултарать. Инкек сиксе тухсан тивĕçлĕ службăн мĕн тумалла-ха? Вĕренĕве хутшăннисем çак ыйтăва кĕске хушăра тишкерсе татса пачĕç.

Управсем вырнаçнă çĕр малтан федераци, республика тата муниципалитет харпăрлăхĕ шутланнă. 2012 çулта ăна Раççей Федерацийĕн шыв фондне куçартăмăр.

Управсенче çынсене шыва кĕме чартăмăр. Шăрăхра вĕсене выльăха кĕртме те юрамасть. Ку енĕпе те йĕрке тума май килчĕ. Шывра çын путса вилнĕ тĕслĕх пулман.

Камил САЛИХОВ,

«Гидроресурс» РПУ директорĕ

Оригинал публикации



"Хыпар"
20 августа 2013
16:54
Поделиться