Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Радионуклид пайăрки тĕлĕрмест

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин радиологи центрĕ апат-çимĕçре радионуклидсем - хими элеменчĕсен пайланма пултаракан изотопĕсем - мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесех тăрать. Пирĕн Етĕрне, Улатăр, Шăмăршă, Канаш районĕсенчи пунктсем тĕрлĕ çĕртен тĕслĕх вырăнне тĕрĕслев витĕр кăларма тăпра, тырă, аш, сĕт илеççĕ, центр лабораторине çитереççĕ. Вĕсене тĕпчесе вăхăт чылай иртет. Паянхи кун тĕлне хĕлле учреждение кÿнинче радионуклидсем сарăласлăхĕ мĕнлереххине палăртрăмăр. Халĕ çулла илсе килнине тишкеретпĕр.

Апат-çимĕçре, ĕçмелли шывра техногенлă тата çут çанталăкран килекен радионуклидсен хисепне уçăмлатас тĕллевпе республикăри кашни хула-районта тăпраран, ĕçмелли шывран, шыв-шуртан тĕслĕх илетпĕр. Кăмпарине, çырларине, стройматериалтине тĕпчетпĕр, сакăр уйăхра 11 районтан йышăнтăмăр. Тăпрапа стройматериал тĕслĕхĕсен ытларахăшне тĕпчерĕмĕр. Ĕçмелли шывра радон-222, хăш-пĕр тĕслĕхре ради-226, ради-228, хура тăхлан-210, полони-210, уран-234 тата уран-238 витĕмĕ мĕнлереххине пĕлтĕмĕр. Вĕсем нормăринчен нумайрах чухне этеме хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ.

Радон-222 атмосфера сывлăшне, производство çурт-йĕрне еплерех витернине те сăнаса тăратпăр. Кăçал центр унăн тата торон-220 вăйне виçсе палăртма «Альфарад» прибор туянчĕ. Хамăр ĕçе йĕркеленĕ чухне тĕрĕслеве кашни хула-яла явăçтарма тăрăшатпăр. Унта е кунта кăтарту яланхинчен чылай пысăкрах тăк таврари тăпраран, пусăран, çăл куçран, шыв-шуртан тĕслĕх илсе тĕпчетпĕр, нормăран ăçта-ăçта иртнине, пысăкрах пĕлтерĕшлĕ изотопсене картатпăр. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ радиаци-гигиена паспортне йĕркелеме кирлĕ. Унпа центр сайтĕнче паллашма пулать.

Радиаци-гигиена паспортне тишкерсе республикăри радионуклид пайăркисен 90% çут çанталăкран, ытти медицина хумĕнчен килнине, техногенлă инкекпе çыхăнни çукпа пĕреххине пĕлетпĕр.

Чернобыль АЭСĕнче хăрушă инкек пулнă хыççăн республикăн Шăмăршă районĕнчи вăрманне радиациллĕ çумăр çунăранпа тăпрара, кăмпара, çырлара цези-137 республикăн вăтам кăтартăвĕнчен кăштах ытларах. Çапах вăл нормăна тивĕçтерет. АЭС йĕркерен тухнăранпа пирĕн тăрăхра радионуклидсен апат-çимĕçри çăралăхĕ нумайраххине пĕрре те шута илмен. Шăмăршăсен уй-хирĕнчи тăпрара цези-137 вăйĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен вăтамран икĕ хут пысăкрах. Çав хисеп нумай çул тытăнса тăрĕ. Сăлтавне изотоп пайланнипе /çурма пайлану 30 çула тăсăлать/ тата тăпра хăй евĕрлĕхĕпе ăнлантаратпăр. Цези хура тăпра тытăмĕпе хăйăрлипе е кĕл тĕслипе танлаштарсан çирĕпрех çыхăнура тăрать. Иккĕмĕш-виççĕмĕшпе тĕвĕ йăмшакрах, çавăнпа цези кăштах мăранланать.

Патăрьел районĕнчи хăш-пĕр пусăри шывра радон-222 çăрараххине çĕр айĕнчи тарăн сийрен килекен сăлтавпа çыхăнтаратпăр. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ăçтипе пачах усă курма юраманнине пĕлтернĕ. Ĕçмелли шывра радон ытлараххине уçăмлатас тĕллевпе нумай çăлри шыва тĕпчеме тăрăшатпăр. Вăл этеме сывлăшран та лекет. Унăн витĕмне пĕчĕклетессишĕн пурăнмалли вырăна куллен уçăлтармалла.

Патăрьел тата Красноармейски районĕсенчи çăл-пусăран хăш-пĕринче уранăн хими таса марлăхĕн хисепĕ нормативра палăртнă чи пысăк коэффициентран /15 мкг/л/ пысăкрах. Ĕçмелли шывра вăл çак кăтартуран çăрарах пулмалла мар. Уран витĕмĕ этем сывлăхне сиенлеме пултарассине, хăш çăл-пусăпа усă курма юраманнине муниципалитетсене хыпарланă.

Центр клиентсем саккас панă тăрăх та апат-çимĕçре, стройматериалта, шывра, пурăнмалли вырăнта, строительство пуçласа яма палăртнă лапамра, ытти çĕрте радионуклидсен пайăрки еплерех хăватлине тишкерет. Вăл картран тухнă тĕслĕх пулман.

Чăваш Ене тулашран çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ хими элеменчĕсем ытлашшипех тытса тăракан продукци, тĕрлĕ тавар кÿрессине палăртас тĕлĕшпе учреждени тÿрремĕнех ĕçлемест. Ку тĕллев - чикĕри таможня службин тивĕçĕ. Ют патшалăхсенчен турттараканнине ятарлă приборпа тĕрĕслеççĕ. Радионуклидсем виçерен тухнă тăк - тавара Раççее кĕртмеççĕ.

Çавăн пекех центр ион пайăрки сапалакан аппарат унпа ĕçлекене кÿрекен витĕме палăртать, рентген аппаратне çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ĕçлеттернине, унăн пайăркинчен хÿтĕленмелли тăхлан сийĕпе пахалăхĕ нормăна мĕнлерех тивĕçтернине тĕрĕслет. Тимĕр-тăмăр та радиаци кăларма пултарать. Çавăнпа ăна республикăна турттаракан предприятисене те тĕрĕслетпĕр.

Александр ВАСИЛЬЕВ,

центр директорĕн çумĕ

Оригинал публикации



"Хыпар"
05 сентября 2013
13:52
Поделиться