Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Симĕс чăрăша ан кас!

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче лăсăллă йывăçсене саккуна пăхăнмасăр касакансемпе кĕрешме тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пуçланă. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа лесничество тата право хуралĕн ĕçченĕсем лăсăллă çамрăк йывăçсем ÿсекен вырăнсенче талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ.
Лесничество ĕçченĕсем çакăнпа пĕрлех халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, республикăра пурăнакансене ăçта тата мĕнле майпа чăрăшсем туянма май пурри çинчен ăнлантарса параççĕ, саккуна пăхăнмасăр чăрăш каснăшăн явап тыттарас пирки те асăрхаттараççĕ.
Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç чăрăшсене сутма е хатĕрлеме пултараççĕ. Сăмахран, ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ аукционпа килĕшÿллĕн Улатăр тата Шăмăршă лесничествисемпе – А.И.Вавилов, Сĕнтĕрвăрри лесничествипе – В.А.Быков уйрăм предпринимательсем, Опытлă лесничествăра – “Дубрава”, Çĕмĕрле лесничествинче “Шумерлинский лесхоз”, Етĕрне лесничествинче “Клен” ОООсем лăсăллă йывăçсене, чăрăшсене çĕнĕ çул уявĕ валли сутма ирĕк илнĕ.
Саккуна пăхăнмасăр йывăç каснăшăн административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Тĕслĕхрен, хыр е чăрăш каснăшăн е вĕсене амантнăшăн уйрăм çынсене 3–3, 5 пин тенкĕ, должноçрисене 20–30 пин, юридически лицосене 50–100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Штраф тÿленипе пĕрлех вăрмана сиен кÿнине те саплаштарма тивет. Унпа пĕрлех вăрман сăтăрçине, енчен те вăл чăрăша касса 5 пин тенкĕ таран сиен кÿрсен, уголовлă майпа айăплама та ирĕк пур.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви.

 



"Ял ĕçченĕ"
13 декабря 2013
11:17
Поделиться