Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кайăксене пулăшатпăр

Пахчана эп сĕтел лартрăм,

хутăм тĕрлĕ çимĕçсем.

Пычĕç, ав, кăсăясем,

Шутласа та, ак кăлартăм:

Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем.

Васкасах апат çиеççĕ,

выçса çитнĕ пулмалла,

хушăран пăхса илеççĕ

унталла та кунталла -

шикленеççĕ пулмалла.

(И.Малкай).

Юлашки вăхăтра çанталăк сивĕ тăрать, час-часах çил-тăман ахăрать, юр çăвать. Çакăн пек çанталăкра вĕçен кайăксене уйрăмах йывăр пулнине ăнланса эпир, Çуткỹл шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекенсем, йывăç çине сырăш туса çакрăмăр. Унта çăкăр тĕпренчĕкĕсем тата тулă сапса патăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сырăш çине кăсăя, çерçипе уйăп вĕçсе килчĕç. Вĕсем васкасах çăкăр тĕпренчĕкĕсене сăхма пуçларĕç. Çисе тăрансан турат çине вырнаçса ларчĕç. Вĕсем пуçĕсене силлесе илчĕç, пире тав тунăнах туйăнчĕ. Эпир хамăр ырă ĕç тунишĕн савăнтăмăр. Халĕ вĕçен кайăксене кашни кунах апатлантаратпăр.

Ачасем, эсир те вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантма манса ан кайăр! Вĕçен кайăксем - пирĕн туссем. Хĕлле кайăксемшĕн выçă пурăнни чи хăрушши шутланать. Пĕлетĕр-и, хаяр сивĕре вунă кăсăяран пĕри кăна сывă юлать. Çавăнпа та вĕсем пиртен пулăшу кĕтеççĕ.

С.ЛАКАЧОВА

 

 



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2014
16:08
Поделиться