Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Сергей Анисимов – Вăрнар лесничествин директорĕ

«Вăрнар лесничестви» хысна учрежденийĕн директорĕн должноçне Сергей Николаевич Анисимова çирĕплетнĕ. Иртнĕ çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен вăл директор тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Çĕнĕ директорпа коллектива Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Анатолий Яковлев тата район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Федор Тимофеев паллаштарнă. Вĕсем Сергей Николаевича ĕçре ăнăçу суннă.

С.Н.Анисимов 1978 çулта çуралнă. Мари Эл патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă, вăрман хуçалăхĕпе экологи инженерĕ. Вăрнар лесничествинче 2001 çултанпа ĕçлет. Малтан вăрман лартса çĕнетекен инженерта, каярахпа вăрман питомникĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. 2013 çулта ăна Раççей Вăрман хуçалăхĕн агентствин Хисеп грамотипе чысланă.

Тĕл пулура Анатолий Яковлев Вăрнар вăрманçисем республикăра лайăххисен шутĕнче пулнине палăртнă.

 

 



25 февраля 2014
10:55
Поделиться