Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Юман валли - сăпка»

Муркаш районĕнче «Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăн, юратнă Муркаш енĕм!» проектпа килĕшÿллĕн «Юман валли - сăпка» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ.

Ăна асăннă район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спортăн информаципе меслет центрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене тĕпчевпе шырав ĕçĕсене ытларах явăçтарасси, тăван тăрăха юратма, хаклама вĕрентесси.

Проекта 8 вĕренÿ учрежденийĕнчи çамрăк 17 тĕпчевçĕ хутшăннă. Вĕсем хамăр тăрăхри çут çанталăка палăкĕсене тишкернĕ, Чăваш Енри юмансем çанталăка тата ытти сăлтава пула чирлеме пуçланине çутатнă. Юманлăха çĕнĕрен ÿстерес ыйтăва та çĕкленĕ çамрăксем. Конкурсра Юнкă шкулĕнчи Лейла Игнатьева çĕнтернĕ. Диана Красновăпа Светлана Алжирова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Р.ИВАНОВА.



"Хыпар"
05 марта 2014
10:22
Поделиться