Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вут-кăвартан сыхланар!

Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, республикăра пурăнакансене вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ ĕнертен пуçласа ятарласа йышăну кăлариччен вут-çулăм хăрушлăхне хирĕçле лару-тăру туса хума йышăннă. Кабинет хушăвне федерацин «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен», республикăн «Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, шăрăх кунсенче пушар тухсан çийĕнчех сÿнтерес тĕллевпе пурнăçлаççĕ.

Типĕ курăка, çатăркана вут хыпса илесрен асăрханмалли тапхăрта республикăра пурăнакансене /чăтлăх-вĕтлĕхре ĕçлекенсемсĕр пуçне/, автотранспорта пачах вăрмана кĕртмеççĕ. Ешĕллĕх витĕр çÿрекен, пурте усă куракан автотранспортшăн тата вут-кăварпа кĕрешекен службăшăн çеç вăрманти çула барьерпа пÿлмеççĕ. Чăрăшлăх-хырлăхра вут чĕртме, йăлари хытă каяш, çÿп-çап çунтарма, типĕ курăк тăрăх вирт яма, пушар кăларма пултаракан ĕç тума юрамасть.

Çак кунсенче кашни район-хула вăрманĕ таврашĕнче вут-çулăмпа кĕрешекен службăсем рейд ирттереççĕ. Комисси пушартан сыхланмалли йĕркене пăхăнман çынсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарса штрафлама йышăнать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви республика халăхĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтать. Çатракана вут хыпса илнине асăрхасанах 8 /8352/ 40-24-00 телефонпа васкавлăн шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.

Ю.МИХАЙЛОВ



"Хыпар"
27 мая 2014
13:48
Поделиться