Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Геологăн 100 професси»

«Геологăн 100 професси»

Вăл 46 çул республика тулашĕнче пурăнать пулин те Чăваш Ене юратма пăрахман, тăван чĕлхене манман. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çут тĕнчене килнĕ Виталий Макаров пирки. 75-ри Виталий Гаврилович пĕр-ик çул каялла кăна ĕçлеме пăрахнă. Шăпа тени ăна Тюмень облаçĕнчи Нижневартовск районĕнчи Ларьяк ялне илсе çитернĕ. Виталипе мăшăрĕ Галина унта çурт лартнă. Çуллахи вăхăтра вара Макаровсем шурă Шупашкара килсе пурăнаççĕ. Кунта вĕсен хваттер те, дача та пур.

«Ăçта çуралнă - çавăнта кирлĕ пулнă»,- тени пур чухне те тÿрре тухмасть. Чун туртăмĕпе професси çынна чăматан йăттарса çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе кайма пултараççĕ. Мал ĕмĕтлĕ Виталий вара вăл вăхăтшăн сĕре «моднăй» професси суйланă, геолог пулма тĕв тунă. Юрĕ, тĕлсĕр-палсăр малалла чупам мар-ха, йĕркипе каласа парам. Çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ Виталий, Нăрваш Шăхальти, унтан Аслă Арапуçĕнчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Вĕренÿшĕн çунаканскер кĕçех Канашри педучилищĕне кайса кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслашнă. Чупасси те, йĕлтĕрпе ярăнасси те, баскетболла вылясси те илĕртнĕ ăна. Хăвăртлăхĕпе, пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăракан яша училĕщĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕртнĕ. Тĕрлĕ хулари ăмăртусене хутшăннă вĕсем, чылай чухне малти вырăнсене йышăннă. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист Йĕпреçри ача çуртне пионер вожатăйне вырнаçнă. Каярах Первомайски район администрацийĕнчи спорт комитечĕн председателĕнче вăй хунă. Пĕр тапхăр - Турханти, унтан Ишлĕ Шетмĕри шкулсенче физкультура, математика предмечĕсене вĕрентме тÿр килнĕ. «Ун чухне хальхи пек машина йышлă марччĕ, Ишлĕ Шетмĕрен 30 çухрăмри Патăрельне ăмăртусене çуран каяттăмăр. Хăна çурчĕсем пулман, çынсем патĕнче çĕр каçаттăмăр. Йывăрлăхсем хăратман, тупăшусене хутшăнса шутсăр вăй виçес килетчĕ»,- ăшшăн аса илет паян иртнĕ кун-çулне Виталий Гаврилович.

Çамрăк учитель пĕлĕвне тата та ÿстерес шухăшпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута/ халĕ университет/ физикăпа математика факультетне куçăнсăр майпа вĕренме кĕрет. Çĕньел, Турхан шкулĕсенче ачасене пĕлÿ парать. Пĕр хушă райкомра иккĕмĕш секретарьте /Патăрьелте/ вăй хурать. «Анчах манăн каллех вĕренес килетчĕ. Ача чухнехи икĕ ĕмĕт - геолог пуласси тата мĕнле те пулсан университетра пĕлÿ илесси - канăç памастчĕ. Анчах маларах анне: «Çурт лартмасăр ямастăп сана», - тени тытса чарнăччĕ. Çурт çĕклерĕмĕр те Саратоври университета геологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Пирĕн вăхăтра радиопа пĕрмаях геологсем пирки калатчĕç. Вĕсен хăйсен тĕттĕм кăвак тĕслĕ форми те пурччĕ. Хитреччĕ. Хушăран Юхмапа Пăла тăрăхне те килетчĕç. 1968 çулта, университетран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн мана Тюмень хулине ĕçлеме ячĕç»,- пĕлтерет Виталий Гаврилович.

Çамрăк геолога тÿрех Ханты-Мансийск хулинче хваттер параççĕ. Çĕр айĕнчи пурлăха - нефть, газ, шыв тата ытти те - шыранă çĕрте ĕçлет вăл. «Вăл вăхăтра Çĕпĕрте нефть бумĕччĕ. Мускавран, Львовран, Киевран, Новосибирскран геологсем йышлăн пырса тулнăччĕ. Çамрăксем карьера пусмипе хăвăрт хăпаратчĕç. Вăтăртах экспедици пуçлăхĕ е цех ертÿçи пулатчĕç. Мана та виçĕ уйăхранах парти ертÿçине лартрĕç, кĕçех аслă геофизик пулса тăтăм. 25 çул иртнине те сиссе юлаймарăм. Чылай медале, Хисеп хутне, ытти наградăна тивĕçрĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче геофизикăпа геологи пĕтме пуçларĕç. Вĕсен малашлăхĕ уçăмсăрччĕ. Вара эпĕ ЖКХ тытăмне лекрĕм. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Юлашки вăхăтра ытларах Ханты-Манси округне кĕрекен Ларьяк ялĕнче пурăнатпăр»,- сăмахне малалла тăсрĕ манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Василий Макарова пурнăçра пулăшса, хавхалантарса пыраканĕ - мăшăрĕ Галина. Василий Гаврилович унпа 1968 çулта Аслă Арапуç культура çуртĕнче паллашнă. Ун чухне ялти культура вучахĕнче студентсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ пулнă. Йĕкĕт кĕçех диплом хÿтĕленĕ, тепĕр эрнеренех туй кĕрленĕ. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра истори факультетне пĕтернĕ Галина Васильевна Ханты-Мансийскри пĕр шкулта ачасене вĕрентнĕ. Каярах юхан шыв училищинче нумай çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва Ларьякри коррекци шкулĕнчен тухнă. Вăл - Ханты-Манси округĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Ĕçри çитĕнĕвĕсемпе хастарлăхĕшĕн нумай-нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Макаровсем икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани, аслă пĕлÿ панă. Паян ватăсем куç тулли телейĕпе - виçĕ мăнукĕпе - йăпанаççĕ.

«Эпĕ çамрăклах авланма шухăшламан. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне: «Виталий, санăн 27 çула çитиччен çемье çавăрмалла мар»,- тесе сăмах панăччĕ хама. Сăмахăма тытрăм вĕт, 29 çеç çемье пуçĕ пулса тăтăм. Паянхи кунчченех килĕштерсе пурăнатпăр ав. Геолог пулни мана пурнăçра нумай ыррине панă. Ахальтен мар: «Геологăн 100 профессирен кая мар»,- теççĕ. Ирĕке кутамкка çакса тухса кайсассăн йăлтах хăвăн тумалла. Ку ĕçре хăвна тытма пĕлмесессĕн лапчăтаççĕ. Нăйăлтатакансем геологра тытăнса тăраймастчĕç. Çапах та эпĕ ача чухнехи ĕмĕтĕм пурнăçланнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Пурнăç çулне çĕнĕрен суйлама тивнĕ тĕк - геологах каяттăм»,- кăмăлне пытармарĕ шур сухал.

- Унти пурнăçа хăнăхрăр-и е чун Чăваш Енех туртăнать? - пĕлес килчĕ манăн.

- Йывăррине питех туйман. Çынсемпе çÿренĕ яланах, спортсмен пулнăран вăй-хал енчен çирĕп пулнă. Çурçĕр условийĕсене çăмăллăнах тÿссе ирттеретĕп. Çурçĕрте 46 çул пурăнатăп, виçĕ хутчен 50-55 градус таран сивĕ пулчĕ. Çулла 35 градус таран шăрăх тăрать. Аптăрамастпăр-ха. Унта сывлăш типĕ, çавăнпа шартламана та, тип шара та тÿсме пулать. Чăваш Ене те юрататăп, çав вăхăтрах Çурçĕрĕн те лайăх енĕ нумай. Вăл илĕртсе туртса каять те ... «серепинчен» вĕçертмест. Çавăнпа паянхи кунчченех ик çĕрлĕн пурăнатпăр та. Мана Ханты-Мансийск питĕ килĕшетчĕ. Вăл Швейцари пек вăрманта, сăртлă-туллă вырăнта ларать. Юнашарах Иртыш юхса иртет. Çирĕм çухрăмра - Обь. Эпир куçса кайсанах асăннă хулара 35 пин çын пурнатчĕ. Халĕ 90 пине те çитрĕ. Нумай наци çынни хăтлăх тупнă илемлĕ хулара.

- Чăваш йышлă-и унта?

- Ханты-Мансийскра та, Тюменьре те чăваш нумай. Вĕсемпе курнăçсан хĕпĕртетпĕр, пĕр-пĕринпе тăвансем пекех пурăнатпăр. Йăхташăмăрсем ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Тăван çĕр-шывран аякра пурăннă чухне чăваш юррисемшĕн, театрĕшĕн сĕре тунсăхлатăн. «Чун çимĕçĕ» çитмест темелле-ши?

- Çапах та эсир 46 çул аякра пурăнатăр пулин те чăваш чĕлхине манман-ха, шăкăл-шăкăлах пуплетĕр.

- Эсĕ хăть 100 çул инçетре пурăн - анне чĕлхине пĕрех манаймастăн. Халĕ чăваш ачисем пурте вырăсла лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн вăхăтра йывăртарахчĕ. 2-3 çуллăха салтака кайса килсен чăвашла манакансем те пурччĕ. Çав «дорох» текеннисем вырăсла та лайăх вĕренсе çитейместчĕç, тăван чĕлхене те «пăсатчĕç». Эпĕ чăваш чĕлхине манмарăм, лайăх çыратăп, вырăсла пупленĕ чухне вара пĕрех акцент пур. Эпир ÿснĕ чухне вырăс чĕлхине нимĕç чĕлхине вĕреннĕ пек ăша хываттăмăр. Шкулта итлесе ларнă та - тек калаçнине илтмен. Çуралнă тăрăха - Нăравш Шăхальне - çулсеренех, хăш чухне икĕ çулта пĕрре çитсе килме тăрăшатăп. Манăн шухăшпа, чăваш чĕлхи пĕтмест. Вăл улшăнса, аталанса пыма пултарать.

Паян Виталий Гаврилович мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе çунатланать, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет. Киленĕçне вара манаймасть, паян хăй чупмасть, зарядкăпа кăна çырлахать пулин те, телевизорпа спорт каналне пăхма кăмăллать. Çĕнĕ кашни куна чун хавалĕпе кĕтсе илет.

Роза ВЛАСОВА.



"Хыпар"
15 июля 2014
13:09
Поделиться