Ешĕллĕх - шанчăклă хÿтлĕхре
"Хыпар" ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван ИСАЕВ хуравлать
- Вăрман ĕçченĕн кунĕ умĕн отрасльти ĕç-хĕле пĕтĕмлетер-ха. Малтан - вăрман фончĕ пирки.
- Унăн лаптăкĕ - 596,3 пин /Чăваш Ен талккăшĕн 32%/, вăл шутра 555,2 пин гектар таса вăрман йышăнать, - терĕ Иван Васильевич. - 2007 çулччен фонд çĕрĕ 560,6 пин гектарччĕ. Раççей Вăрман кодексне йышăнсан унта ял хуçалăх организацийĕсем лартса çитĕнтернĕ 35,7 пин гектар вăрмана хушнă.
- Юлашки çулсенче вăл улшăннă-и?
- Пысăкланмарĕ, пĕчĕкленмерĕ - пĕр пек тăрать.
- Ытларах мĕнлерех йывăçсем?
- 2010 çулччен хыр фонд талккăшĕн - 58, юман - 23, чăрăш - 16, лиçвак - 2, çăка 1% йышăннă. 2010 çулхи пушар пĕр пая пĕтерчĕ, сиенленсе юлнă культурăсем хăраççĕ. Вут-çулăм йывăçсене кĕллентернĕ вырăнсенче хунав нумай чĕртрĕмĕр. Халĕ хыр фонд талккăшĕн - 82, юманпа чăрăш - 6-шар, лиçвак - 2, çăкапа хурăн 4% йышăнать.
- Пирĕн вăрман вăрăран шăтса çитĕннĕ-и е ăна этем лартнă-и?
- Мĕн пур вăрман лаптăкĕн 33% çынсем хунав лартса ешĕллентернĕ. Тĕп культурăсем - хыр, юман.
- Вĕсене çурт-йĕр çавăрма уйăратăр-и?
- Çитĕнсе çитнĕ тата ватăлакан йывăçсен фондĕнчен кашни муниципалитета мĕн чухлĕ касма памаллине çулталăк пуçламăшĕнче палăртатпăр. Илме министерствăна ыйтупа тухаççĕ. Йывăçпа тивĕçтерме çынсемпе килĕшÿ çирĕплететпĕр. Пирĕн пата 2011 çулта - 1934, 2012 ç. - 4524, 2013 ç. - 4644, кăçалхи 9 уйăхра 2856 заявлени çитернĕ. Ытларах лăсăллине туянаççĕ.
- Мĕн чухлĕ уйăраççĕ, хакĕсем мĕнле?
- Çемьене уйрăм çурт тума йывăç 100 кубла метр таран, вăл шутра лăсăллине çуррине яхăн, хуралтă хăпартма 50 кубла метр таран, вăл шутра лăсăллине 50% яхăн пĕр хутчен параççĕ. Çемьене уйрăм çурта юсама 30 кубла метр таран, ку шутра лăсăллине çуррине яхăн, сарай-лупасая юсама 20 кубла метр таран, вăл шутра лăсăллине 50% яхăн касма пултаратăр. Вутлăх - 15 кубла метр таран.
Çак йĕрке кил-çурт çунса кайнине, çут çанталăк сăлтавне пула вăл ишĕлнине, ытти хăш-пĕр сăлтава пула инкек тÿснисене çулталăк хушшинче пырса тивмест. Вĕсене çийĕнчех йывăç уйăрса пулăшатпăр. Пĕр пайне вăрмантан турттарса тухманнисем хăйсен правипе тепрехинче усă курма пултараççĕ. Хаксем пахалăха кура. Сăмахран, шултра хыр ¤кашни кубла метрĕ¤ - 192-249, вăтамми - 137-177, вĕтти 69-89 тенкĕ тăрать. Шултра лиçвака - 154-198, вăтаммине - 109-142, вĕттине 55-71 тенкĕлле туянма сĕнетпĕр. Кĕреш юмана, вĕренепе каврăçа - 724-934, вăтаммине - 518-668, вĕтĕреххине 257-335 тенкĕлле сутатпăр. Хаксемпе министерствăра е кирек хăш вăрман хуçалăхĕнче паллаштараççĕ.
- 2010 çулхи вăрман пушарĕ кÿнĕ сăтăра туллин саплаштарман-и?
- 2011-2013 çулсенче 5305 гектар çинчи çунчăка пĕр çĕре пухса купаланă. Ку - йывăç кĕлленĕ мĕн пур лаптăкăн 80%. Çав шутри 1820 гектар ¤30%¤ лаптăкра хунав лартнă ĕнтĕ. Кăçал 689 гектара çунчăкран тасаттарма палăртнă. Ĕç çулталăкĕпех пырать.
- Хĕрлĕ автан ташланă кварталсенчи хăрăмлă йывăçа вутлăха сутатăр-и?
- Вĕсене çамрăк хунавсем йышăннă. Вутă тиеме техника хатĕрĕ кĕртсен, купаланчăксене салатсан çамрăк йывăçсене сиенлеме пултараççĕ. Транспорт сăтăр ан кÿтĕр тесе турттарма ирĕк памастпăр. Туратлă-тĕретлĕ кăмăра çанталăк ăмăр, сывлăш нÿрĕ чух çунтаратпăр. Çынсене вутăпа урăх çĕрте тивĕçтеретпĕр.
- Тип шар курнă лаптăксене вăрман фондне мĕнле хăвăртлăхпа тавăратăр?
- Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хунавсем лартса, вĕсене чĕртес тĕлĕшпе ытти ĕç пурнăçласа 730 гектара фонда кĕртмеллеччĕ. 735 гектара тавăрса плана ирттерсе тултартăмăр. Вăрман хуçалăхĕ-сем хăйсен умĕнчи çур çулхи тĕллеве ăнăçлă пурнăçларĕç. Кĕркунне 25 гектар ешĕллĕхе йăвăлатма пулăшас, 82 гектар çинче хутăш лартса çитĕнтерес тĕллевпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама палăртнă. Лаптăксенче ĕçлеççĕ. Хунав çителĕклĕ.
- Пушартан ăнăçлă сыхланма май килчĕ-и?
- Унран тăкак курас мар тесе пирĕн хуçалăхсен, вăрман пушарĕпе кĕрешекен служба ĕçченĕсем нумай тăрăшрĕç. Чăтлăх-вĕтлĕх таврашĕнче пропуск тĕрĕслекен 14 пункт ĕçлерĕ, хăрăк-харăка вут хыпса илес хăрушлăх пур вырăнсенче 32 патруль ушкăнĕ çÿрерĕ, вăрман витĕр е таврашĕпе иртекен çулсен хĕррине вут-кăвартан сыхланма йыхăракан 112 хăма вырнаçтарнă, тĕл пулусенче 10 пин буклет салатнă, çынсемпе 6 пин хутчен калаçу ирттернĕ, хаçатсенче 155 статья пичетленĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Пушар вăрмана сиен нумай кÿмерĕ. Виçĕ лаптăка çеç вут хыпса 0,86 гектар çинчине тăкак кÿчĕ. Вăрмана пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи 14 регионтан хисеплĕ иккĕмĕш вырăна ¤Тутарстан - пĕрремĕш¤ йышăнчĕ.
- Вăрманçăсен професси кунне мĕнле ирттертĕр?
- Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă турăмăр. Канаш район администрацийĕн залĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. "Урожай" стадионта вăрман ĕçченĕсен II спартакиади пулчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă