Тăван тавралăх улшăнать
Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплететĕп
Эпĕ Шупашкар районĕнчи Тутаркасси шкулĕн биологи вĕрентекенĕнче 1974 çулта ĕçлеме пуçларăм. Çухрăмри Çавал тĕпне урапа лектерейместĕмĕр, халĕ шывра утса çÿретпĕр.
"Ĕлĕк унпа карапсем çÿлелле хăпарнă", - теççĕ ватăсем. Вĕсем ишнине курнисем пурăнаççĕ-ши? Çавал ăшăхланнăран пулă начар ĕрчет. Хĕрĕх çул каялла шампа, çуйăн, хăçах вăйлă кĕретчĕ. Вĕсене карçинккапа турттаратчĕç.
Çырана хĕрлĕ, сарă хăва хупăрлатчĕ. Карçинкка çыхакансем ăна кассах тăратчĕç пулин те ашкăрсах ÿсетчĕ. "XXV съезд КПСС" совхозăн ятарлă цех пурччĕ, унта карçинкка тăватчĕç, ăна республикăри хуçалăхсене сутатчĕç. Цеха хупрĕç те - хăва турачĕсене касма пăрахрĕç. Чылайăшĕ ватăлнă, çĕнĕ хунавсем сахалрах.
Тутаркассинче вун-вун тĕрлĕ кайăк юрă шăрантарнине итлесе савăннине манаймастăп. Çĕнĕ Шупашкар çумĕнче хими завочĕ 1964 çулта продукци кăларма тытăнсан унăн хими хутăшĕсен витĕмне пула таврашĕнчи сывлăш, тăпра, ял хуçалăх культурисен пахалăхĕ улшăннă. Предприятирен кăларса янă хлор йăс-пăсне çынсем çеç мар, кайăк-кĕшĕк те туйнă. Çавăнпа Тутаркасси таврашĕнче йăва сахал çавăраççĕ. Шăнкăрчсем пирĕн пата пачах килмеççĕ. Упăшкапа ачасем пĕр çул харăсах темиçе вĕлле çакрĕç. Йышăнма васканине асăрхамарăмăр.
Тавралăхра кайăксем йăх тăсманран ял хуçалăх культурисене сăтăрлакан хурт-кăпшанкă вăйлă хунарĕ. Вăл кăткă пек ĕрченин тепĕр сăлтавĕ - 1990 çулсенче çĕре сухалама пăрахнинче. Юлашки вăхăтра "Атлашевский" ЯХК пушă выртаканнине пусă çаврăнăшне кĕртсе сăтăрçăсене нумай пĕтерчĕ. Çапах хыт хура ашкăракан уй чылай-ха. Вĕсене те сухаласан ÿсен-тăрана сиен кÿрекенсене тĕп тăватпăрах.
Çамрăк чух Тутаркасси таврашĕнче ондатра, йăпар, Америка шашки ĕрчетчĕ. Халĕ вĕсене курмастăп. Хура тата хурăн пуçлă çĕлен йышланчĕ. 2010 çулта, Атăл леш енчи вăрман çуннă чух, юхан шыв урлă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрмана хăмăр упасем ишсе каçрĕç. Кăмпа-çырла татакансене хăратрĕç. Пушара сÿнтерсен çармăс вăрманнех таврăнчĕç. Çав çул Атăл йăлăмĕнчен хир сыснисем те каçнă. Вĕсене ачасемпе вăрмана кайсан куртăмăр.
Тутаркасси ял тăрăхĕ - çын йышлă пурăнакан вырăн. Çавăнпа кунта чĕр чун вăйлă ĕрчеймест. Апла пулин те тăван тавралăха илем кÿрессишĕн тăрăшатпăр. Çĕнĕ Тутаркассине çуллен тĕрлĕ чечекпе вун-вун тĕс кĕртетпĕр. Унăн вăрлăхне кĕркуннех хатĕрлетĕп. Нарăс уйăхĕнче теплицăра акса шăтаратăп, калчине поселокри организацисене тÿлевсĕрех валеçсе паратăп. Лартаççĕ, çитĕнтереççĕ. Çеçке çурсан - чун савăнать, пирĕн пата килекенсем курса тĕлĕнеççĕ. Чечексене Клементьевсен, Муллинсен, Бариновсен, Николаевсен, Яковлевсен çемйисем тăрăшса пăхаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи комисси йышăнăвĕпе поселока илем кÿрекенсене Хисеп хучĕ парса хавхалантаратпăр.
Дина АЛИХМЕТКИНА,
Шупашкар районĕнчи Тутаркасси
ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ