Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пĕвене пăхса-тирпейлесех тăратпăр

Канаш районĕнчи «Искра» колхоз 1982 çулта Кивĕ Ахпÿрт ялĕн çывăхĕнче, Вăта юханшывĕн юппинче, пĕве тутарчĕ. Проектпа килĕшÿллĕн унта 1,1 млн кубла метр шыв пулмаллаччĕ.

Иртнĕ ĕмĕрте унтан хăмла шăварма шыв уçланă. Колхоз панкрута тухсан вăл хуçасăр юлнă. Харпăрлăхçи халĕ те çук. Акт çырса ăна Шаккăл ял тăрăхне пăхса тăма пачĕç. Анчах ял администрацийĕ регистраци службинче пĕвене шута кĕрттерсе харпăрлăх правине илмен. Мĕншĕн тесен пире çак ыйтăва татса пама вырăнти хыснара укçа çителĕксĕрри чăрмантарать. Пĕвен хăрушсăрлăх декларацине ятарлă организацие тутарма - 500 пин, ăна экспертиза витĕр кăларма 250 пин тенкĕ кирлĕ. Хуçасăрскере администраци пăхса тăнине çирĕплетме регистраци палатине тивĕçлĕ документсем çитертĕмĕр.

Вăтăр икĕ çулта пĕве самаях ăшăхланчĕ. Унта проектра пăхнă чухлĕ шыв пухăнаймасть. Тен, уй-хирте юр хулăн ларнă çул çурхи шыв хăвăрт ирĕлсен 800 пин кубла метр таран пуçтарăнать. Апрель-май уйăхĕсенче вăл пĕвене татса ан кайтăр тесе пăхсах тăратпăр. Гидросооруженийĕ юсавлă. Пĕверен шыв пăрăхпа чăрмавсăр юхать. Çуркунне унăн çулне уçатпăр. Пăрăха пăртан вăхăтра тата кирлĕ пек тасатмасан шыв пĕве пуçĕ урлă кайма, Кивĕ тата Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенчи пурăнмалли çуртсене çĕмĕрме пултарать.

Ял-йыш шывпа ирĕккĕн усă курать. Унăн çумĕнче - ял кĕтĕвĕн тапăрĕ. Пĕвере хур-кăвакал çу каçать. Пулă тытаççĕ. Пушă вăхăтра çыран хĕрринче вăлта тытса ларма никама та чарман.

Шаккăл тавралăхĕ ешĕллĕхпе пуян. Ял тăрăхĕнче 2 пин гектар майлă вăрман. Ăвăс, вĕрене, çăка, хыр, юман, ытти культура çитĕнет. Ялсене çутçанталăк газĕ çитериччен вутă-шанкă çывăхри вĕтлĕхрен турттарнă. Хальхи вăхăтра мунча хутма, сысна апачĕ пĕçерме çеç касаççĕ. Вăрманта е ялсен таврашĕнче мулкачпа тилле час-часах асăрхатпăр. Совет тапхăрĕнче пăшипе хир сыснине те тăтăш курнă. Юлашки çулсенче вĕсене тĕл пулман. Пакшасем пур. Пурăш ешĕллĕхрен юханшывсен хĕррине хурт-кăпшанкă шырама анать. Вăтара хăнтăрсем ĕрчеççĕ.

Мăнçырма кÿллине пулă ĕрчетме тара патăмăр. Пăхач кÿллине, хресчен вăрçин тĕп пăлхавçи Емельян Пугачев ятне панăскерне, арендăна илес текен пур. Истори документĕнче çырса хăварнă тăрăх - Кивĕ Ахпÿрт вăрманĕнчи мăнастирте хресченсен тепĕр пăлхавçи Степан Разин патша салтакĕсенчен пытанса пурăннă, Çĕнĕ Ахпÿртри Игнатьев чăваша асăнмалăх парне парса хăварнă.

Иртнĕ 20 çулта вăрлăхран çĕршер хунав шăтнăран çĕнĕ вăрман сарăлчĕ. 22 гектар лаптăка федерацин вăрман фондне кĕртес ыйту тăрать.

Ял-йыш симĕслĕхе вут-кăвартан сыхлассишĕн тăрăшать. Сăмахран, 2010 çулта тата кăçал яваплăха çухатнă темиçе çын вут-кăварпа тимсĕр пулнă пирки типĕ курăк çинче вирт кайрĕ. Тăван тавралăха юратакансем вут-çулăма сарăлма, яла кĕме памарĕç.

 

Геннадий СТЕПАНОВ,

Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ



"Хыпар"
18 ноября 2014
08:10
Поделиться