Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Управлăхсене пысăклатасчĕ

Вĕсем биотĕрлĕлĕхе пуянлатма пулăшаççĕ

Кашни тăваткал çухрăмра çын йышлă пурăнакан Чăваш Ен талккăшĕ этем çутçанталăка курăмлă сиенленипе палăрса тăрать. Сăтăра пĕчĕклетес, вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне, вĕçен кайăк-кĕшĕке, ÿсентăрана упраса хăварас тĕллевпе çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене /ÇÇУСЛ/ уйăрса кăларнă. Сиен пысăк пулнăран вĕсем биотĕрлĕлĕхе упраймаççĕ. Вăл чухăнлансах пырать. Лаптăксем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлаймаççĕ.

Чĕрлĕхе, ÿсентăрана хÿтĕлес тĕлĕшпе кашни районтах çутçанталăк кăшкарне çирĕплетмелле. Нумай тăкак тÿсмесĕр ламран лама куçнă эколаптăксене республика е муниципалитет хÿттине ытларах илмелле. Вĕсенче ÇÇУСЛ тĕп вырăн йышăнĕ. Унта производство объекчĕ, çурт-йĕр пулмалла мар. Йывăçсене кастармаççĕ. Автотранспортпа кĕме, сунара çÿреме юрамасть.

Ăсчахсенчен ытларахăшĕ биотĕрлĕлĕхе упраса хăварма патшалăх хÿттинчи ÇÇУСЛ район талккăшĕн 10-15 проценчĕ чухлĕ кирлĕ тесе шухăшлать. Хальлĕхе çав хăтлăхсен лапкăшĕ Чăваш Ен талккăшĕн 4,7 проценчĕ чухлĕ çеç тата ÇÇУСЛ кашни районта çук е талккăшĕ пĕчĕк. Сăмахран, вăл Шăмăршă районĕн 31 процентне йышăнать. Вăрмар тăрăхĕнче пĕрре те йĕркелемен. Пирвайхинче биотĕрлĕлĕх упранаять, иккĕмĕшĕнче тамалать. ÇÇУСЛ туман районсенче - йĕркелемелле, вăл пĕчĕк тĕк - пысăклатмалла. Ку ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕ муниципалитетсемпе пĕрле татса парать.

Вăл е ку районта ÇÇУСЛ миçе гектар йышăнмаллине этем çут çанталăка кÿрекен тăкака шута илсе, сăтăра балсемпе пахаласа палăртатпăр. Пысăкрах цифрăсем районсенче биотĕрлĕлĕх хăйне хăй лайăхрах хÿтĕленнине, пĕчĕкрех цифрăсем вăл япăхрах упраннине пĕлтереççĕ: Улатăр - 0,92, Элĕк - 0,63, Патăрьел - 0,7, Вăрнар - 0,55, Йĕпреç - 0,9, Канаш - 0,44, Куславкка - 0,36, Комсомольски - 0,49, Красноармейски - 0,63, Хĕрлĕ Чутай - 0,88, Сĕнтĕрвăрри - 0,76, Муркаш - 0,41, Пăрачкав - 0,78, Вăрмарпа Çĕрпÿ - 0,4-шар, Шупашкар районĕ - 0,46, Шăмăршă - 0,84, Çĕмĕрле - 0,89, Етĕрне - 0,44, Елчĕк - 0,37, Тăвай - 0,46.

Чи пĕчĕк кăтарту - 0,36 /Куславккасен/, чи пысăкки - 0,92 /Улатăрсен/. Вăрман пысăк вырăн йышăннă пирки вĕсен биотĕрлĕлĕх хÿтĕленеслĕхĕ çÿллĕ шайра. 0,5-рен пĕчĕкрех кăтартуллисен вăл начар. 0,88-0,92 - сыхлăх пысăккисен. Этем тавралăха тăкак мĕн чухлĕ кÿнине, биотĕрлĕлĕх хÿтĕленеслĕхĕ мĕнлине тĕпе хурса 10 районта ÇÇУСЛ пысăклатмашкăн е ăна çĕнĕрен йĕркелемешкĕн Канашсене - 5594, Куславккасене - 7824, Комсомольскисене - 363, Муркашсене - 7071, Вăрмарсене - 7643, Çĕрпÿсене - 9618, Шупашкар районне - 4477, Етĕрнесене - 4109, Елчĕксене - 6824, Тăвайсене 2465 гектар çĕр хушса пама сĕнетпĕр. Çакна та шута илмелле: утă туса илме улăх-çаран тата вăрман çитĕнтерме пăхса хăварсан асăннă лаптăксене - 1,2, нумай çул çитĕнекен курăк аксан 1,4 хут ÿстермелле.

 

Владимир ИЛЬИН



"Хыпар"
18 ноября 2014
08:34
Поделиться