Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хăмла - Чăваш Ен палли

Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе "Çутçанталăк" фонд ноябрĕн 10-мĕшĕнче "Раççей аллейи" акцие пĕтĕмлетнĕ. Вăл 4 уйăх пынă. Çĕршыври 3,5 млн çын интернет пулăшнипе сасăласа хăй пурăнакан регионăн симĕс паллине комиссие пĕлтернĕ.

Республикăра пурăнакансен 5 ÿсен-тăранран - ахаль хăмларан, юманран, шур чечекрен /салтак тÿминчен/, шурă хăваран, вĕт çулçăллă çăкаран - пĕрне суйласа илмеллеччĕ. Сасăлава Чăваш Енрен 11 пин ытла çын хутшăннă. Хăмла чи нумай сасă - 6392 /38%/ - пухса çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - юман /34%/. Сасăлавçăсен сассине шурă хăва - 10%, вĕт çулçăллă çăка тата шур чечек 9-шар % пуçтарнă.

Аслă çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле Мускавпа Севастопольте Раççей аллейине уçма йышăннă. Иккĕшĕнче те федераци субъекчĕсен симĕс паллине - вăл шутра хăмла - лартса çитĕнтерĕç.

Ю.МИХАЙЛОВ



"Хыпар"
24 ноября 2014
10:43
Поделиться