Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Наци проекчĕсем: Указа пурнăçласа мĕн тăвĕç? (Хыпар)

Чăваш Республикинче регион проекчĕсен çак паспорчĕсене те çирĕплетнĕ: «Йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелемелли комплекслă тытăм», «Таса çĕршыв», «Атăла сыватасси», «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса шыв» тата «Сайра тĕл пулакан шыв объекчĕсене сыхласа хăварасси». Вĕсене федерацин «Экологи» наци проекчĕпе килĕштернĕ. Тĕллевĕсемпе Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов паллаштарать.

— «Йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелемелли комплекслă тытăм» проекта кăçал пурнăçлама 49409,6 пин, вăл шутра федераци бюджетĕнче 46445 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Асăрхарăр пулĕ: пĕтĕм укçан 94% — федераци хыснинчен, 6% — республика бюджетĕнчен. Ăна Çĕмĕрле районĕнче тума палăртнă каяш тиесе ямалли станци валли оборудовани туянмашкăн ярĕç.

— Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе Правительствăна пуласлăхлă технологисемпе усă курса ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли хатĕр-хĕтĕре 2024 çул вĕçлениччен модернизацилесе унăн пахалăхне лайăхлатма, шыв-шур объекчĕсене реабилитацилеме, вăл шутра Атăла юхтарса кăларакан таса мар шыв калăпăшне виçĕ хутчен пĕчĕклетмелли проектсене пурнăçлама хушрĕ. Паллă ĕнтĕ: Атăл хĕрринче пурăнакансене унтан уçлакан тата кайран сиенсĕрлетекен ĕçмелли шыв пахалăхĕ тивĕçтермест. Ăна лайăхлатассишĕн республикăра мĕн тума палăртнă?

— Чăваш Енĕн «Атăла сыватасси» проектне пурнăçлама 2019 çулта 334129,2 пин, ку шутра федераци бюджетĕнчен 330787,9 пин тенкĕ куçарĕç. Федераци тÿпи — 99%, республикăн — 1%.

2019-2020 çулсенче икĕ ĕç тумалла. Шупашкар варринчи микрорайонсенче пухăнакан çумăр шывне тасатмалли сооружение хута яма кăçал — 104,5 млн, вăл шутра федераци хыснинчен — 103,5 млн, 2020 çулта — 140,4 млн, çав шутра федераци бюджетĕнчен 122,9 млн тенкĕ парасса кĕтетпĕр. Мĕн пурĕ — 244,9 млн, ку шутра федераци хыснинчен 226,4 млн тенкĕ.

Вăрнар поселокĕнче хуçалăх ĕç-хĕлĕпе йăларан тата производствăран тухса пухăнакан таса мар шыва кашни талăкра 1800 кубла метр тасатма канализацисен коллекторне тумашкăн 2019 çулта — 229,6 млн, çав шутра федераци хыснинчен — 227,3 млн, 2020 çулта — 144,1 млн, ку шутра федераци бюджетĕнчен 142,7 млн тенкĕ уйăрĕç. Икĕ çулта — 373,7 млн, вăл шутра федераци хыснинчен — 370 млн тенкĕ.

— Александр Васильевич, республикăн «Вăрмансене упраса хăварасси» проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал мĕнле мероприятисем ирттерĕç?

— Вĕсене пурнăçлама министерство 101368,8 пин тенкĕ илĕ. Ку пĕтĕмпех — федераци бюджетĕнчен. 2019 çулта 695,5 гектар лаптăка вăрман хывса хăвармалла. Çуркунне вун пĕр вăрманлăхра 473,3 га /малтан çирĕплетнĕ лаптăкран 1% пысăкрах/ йывăç лартса ĕçсене агротехнологире пăхнă вăхăтра пурнăçларăмăр. Вĕсене комбинацилесе вăрман фондне 10 гектар тавăртăмăр, 22,5 га çинчи вăрман культурисене хăйсене ÿссе çитĕнме май туса патăмăр, фондăн 4,9 гектарĕ çинче хунав лартрăмăр. Кĕркунне 5,2 га лартăпăр,192,5 гектар çинчи йывăçсене ÿсме май тăвăпăр.

— Шупашкар вăрманлăхĕнче — Атăл леш енче — лартрăр-и?

— Пĕтĕм Раççейри хунав лартмалли куна /ака уйăхĕн 27-мĕшĕ/ хутшăнса унта хыр хунавĕсене 6 гектар лартнă. Вут-кăвар йывăçсене кĕллентернĕ 5,8 га лаптăка ешĕллентерессишĕн 2011 çултанпа ĕçсем пынă. Çунчăксенчен тасатнă 300 га çинче 2020 çулта йывăç лартма палăртнă, 2300 гектар лаптăкри культурăсене çитĕнме май туса парăпăр.

— Хăш культурăсем çитĕнĕç?

— Хыр тата хурăн. Вĕсемсĕр пуçне кăçал хамăр питомниксенче хыр, чăрăш, лиçвак, юман, çăка 4,5 млн тĕп шăтаратпăр. Çак хунавсем министерство умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама çитеççĕ.

Вăрман çитĕнтерессипе çыхăннă ĕçсене тума республикăна — 69468,7 пин, министерствăна пăхăнакан бюджет учрежденийĕсенче вăрман хуçалăхĕ енĕпе патшалăх заданийĕсене пурнăçласа лăсăллă йывăçсен вăрлăхне 153 килограмм саппаслама 535 пин тенкĕ куçарĕç.

Вăрман пушарне сÿнтерекенсем усă куракан техника — патруль ушкăнĕсем ларса çÿремелли 17 пĕчĕк комплекс /30694,4 пин тенкĕлĕх/ тата икĕ ПКЛ-70 плуг /167,3 пин тенкĕлĕх/ — сутакан организацие палăртассишĕн электрон аукционсем ирттернĕ. Çав техникăна, ку шутра хунав лартмалли МЛУ-1М /493,7 пин тенкĕлĕх/ машинăна, кăçалхи çĕртме уйăхĕнче илсе килĕпĕр.

— Республикăн «Таса шыв» проекчĕ пирки мĕн калатăр?

— Кăçал икĕ объект тума — Чантăр поселокне Шупашкарти çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи хăватлатакан насус станцийĕнчен шыв пăрăхĕ çитерме /76,91 млн, çав шутра федераци хыснинчен 76,14 млн тенкĕ куçарĕç/ тата Пăрачкав ялĕнче шыв пăрăхĕ хывассипе çыхăннă ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрне вĕçлеме /69,98 млн тенкĕ, ку шутра федераци хыснинчен 68,29 млн тенкĕ уйăрĕç/ тĕллев лартнă.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă



"Хыпар"
31 мая 2019
11:58
Поделиться