Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмана халăх упрать (Хыпар)

Федерацин «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра 2024 çулччен «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне те пурнăçа кĕртеççĕ. Çак ĕçе кăçал еплерех йĕркеленĕ?

— Министерство хăйĕн умне 2019-2024 çулсенче вăрмана пушар, чир-чĕр, браконьерсем сăтăр тăвасран упрама тĕллев лартрĕ, — терĕ республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов. — Ăна сыхламасан малалла каяймăпăр. Мĕншĕн тесен каснă тата чир-чĕре пула хăрнă йывăçсен мĕн пур лаптăкĕнчен 2019 çулта — 64%, 2020 ç. — 73%, 2021 ç. — 81,4%, 2022 ç. — 87,2%, 2023 ç. — 94,4, 2024 çулта 100% хунав лартса, чăтлăхри кирлĕ йывăçсене çитĕнме май туса чĕртмелле. Çав çулсенче вăрманта вут-кăвартан куракан тăкака 95 пинрен 60 пин тенкĕ таран пĕчĕклетмелле. Унта «хĕрлĕ автан» пач алхасмасан пушшех лайăх. Çавăнпа министерство, ăна пăхăнса ĕçлекен вăрманлăхсен бюджет учрежденийĕсем, пушарпа кĕрешекен служба, «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕ «хĕрлĕ автана» вăрмана пĕрре те кĕртес мар тесе тăрăшаççĕ. Сăмахран, ку çуркунне «Вăрмана пушартан упрар!» уйăхлăх ирттертĕмĕр. Информацин йышлă хатĕрĕсемпе усă курса агитаци-пропаганда ĕçне анлăн пурнăçларăмăр. Унта федерацин «Сăрçум» заповедникĕ тата «Чăваш вăрманĕ» паркĕ, район-хула администрацийĕсем, обществăн экологи организацийĕсем хастар хутшăнчĕç. Вун пилĕк пин студента тата шкул ачине пуçтарса урок е лекци йĕркеленĕ. Интернет ресурсĕнче тата пичет кăларăмĕсенче 237 статьяпа паллашма май туса панă, 8,9 пин буклетпа памятка салатнă, 4800 пуху, калаçу, лекци ирттернĕ. Çын йышлă çÿрекен çĕре вут-кăвартан сыхланма йыхăракан 952 аншлаг вырнаçтарнă. Вĕсемпе паллашса министерствăна, «Вăрман хуралне», пушарпа кĕрешекен службăна ешĕллĕхре йĕркене пăсакансем, кăвайт чĕртни е типĕ курăка вут хыпса илни çинчен телефонпа шăнкăравлама пултаратăр. Вут-çулăм вăрмана калама çук пысăк тăкак кăтартма пултарассине, унран еплерех сыхланмаллине çынсене ăнлантаракан профилактика ушкăнĕ куллен ĕçре. Паянхи кун тĕлне вăрман фондĕнче пĕр пушар та тухман. Çапах пирĕн тивĕçлĕ службăсем лăпланса лармаççĕ, çĕрĕн-кунĕн — хуралта. Вăрмана кĕрсе çÿрекен вăл е ку çын патшалăх пурлăхĕшĕн яваплăха туймасăр чĕртнĕ шăрпăк пĕрчине типĕ курăк хушшине пăрахсан хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем çав самантрах мăн вăрмана инкекрен çăлма пултараймаççĕ. Хыпса илнĕ çулăм пысăк тăкак кăтартма пултарать. Вăрман фондне сăтăр кÿрер мар, ăна пĕрле упрар! Вăл — çĕршыв пуянлăхĕ.

Министерствăн вăрман пушарĕпе кĕрешекен служби иртнĕ уйăхра Йĕпреç, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри вăрманлăхĕсенче, ытти районта вут-çулăма кĕске хушăра пăчлантарма хăнăхнă. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕр чăмăрĕ çинчи халăхсемпе патшалăхсем Пĕтĕм тĕнчери тавралăха хÿтĕлемелли куна тата Эколог кунне паллă турĕç. Министерство пуçарнипе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕнче çĕртмен 6-мĕшĕнче экологи фестивальне ирттерчĕç. Унта çамрăксемпе студентсем пухăнчĕç, вăрманта пушартан сыхланмалли йĕркене аса илчĕç, мастер-классене, экологи вăййисене хутшăнчĕç, çут çанталăка хÿтĕлеме вĕрентекен литературăпа, гербари тата минералсен тĕслĕхĕсемпе паллашрĕç. Пысăках мар пĕлтерĕшлĕ çавнашкал мероприяти те çамрăксене çут çанталăка хÿтĕлеме хистет. Килĕшетĕр-и?

Министерство хăш-пĕр чухне витĕм кÿнипе, тепĕр чухне ятарласа ĕçленипе ачасен хушшинче экологи культурине сараççĕ. Чăваш Енре çамрăк экологсен 112 отрядне шута илнĕ, вĕсен ĕçĕнче 1200 ытла çамрăк хăйне лайăх енĕпе кăтартать. Шкулсен 32 вăрманлăхĕн тĕллевĕсене пурнăçлама 600 ытла вĕренекене явăçтараççĕ. Тавралăха хÿтĕлессипе, экологие тивĕçтерессипе ачасем çуллен республикăн вăрман олимпиадине, шкул вăрманлăхĕсен Чăваш Енри слетне, «Пĕчĕк экологсем, çут çанталăка хÿтĕлекенсем, валли — уроксем» акцие, республикăн «Симĕс Чăваш Ен» экологи форумне, регион тата муниципалитет шайĕнчи ытти мероприятие хутшăнаççĕ. Коммерциллĕ мар общество организацийĕсем — республикăн Экологи тата Çĕнĕ Шупашкарти çамрăксен «Кăткă йăви» экологи дружинисем, Terra incognita историпе археологи тата регионăн «Симĕс хула» экологипе общество организацийĕсем, вузсенчи, шкулсенчи пĕрлĕхсем çут çанталăка хÿтĕлессипе хастарлăх кăтартаççĕ, уйрăммăн илсен йывăç лартаççĕ, вăрмана вут-кăвартан сыхлаççĕ.

Вырăс географи тата Раççей экологи пĕрлешĕвĕсем, Раççейри «ЭКА», «Симĕс Раççей», «Пĕрле тăвар» обществăсем тавралăха симĕслентерме хутшăннисĕр пуçне ăна хÿтĕлессипе те хастар, министерство ирттерекен экологи мероприятийĕсенчен юлмаççĕ.

Сăмахăма çапла пĕтĕмлетес килет: республикăра вăрман лаптăкĕ çуллен пысăкланать. Çакă Чăваш Енре пурăнакансемшĕн питĕ лайăх. 2010 çултанпа вăрман пушарĕпе кĕрешекен служба «хĕрлĕ автана» вăрмантан хăвалама вĕренсе çитрĕ. Малашне те çаплах пултăр!



"Хыпар"
11 июня 2019
09:14
Поделиться