Вăрмана мĕншĕн упрамалла, пуянлатмалла? (Хыпар)
Чăваш Ен федерацин «Экологи» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçласа иртнĕ тапхăрта каснă, чире пула хăрнă, пушарта пĕтнĕ йывăçсен мĕн пур лаптăкне çитес пилĕк çул хушшинче хунав лартса, кирлĕ культурăсене ÿсме май туса парса 2024 çул тĕлне 100% çитĕнтерме тĕллев лартнă.
Отрасльте ĕçлекенсем ăна пурнăçласси иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен республикăри вăрман учрежденийĕсенче вăрман лартса çитĕнтерме, ешĕллĕхе сăтăр тăвакан чир-чĕрпе, вут-кăварпа кĕрешме пĕлекен, пысăк стажлă, паха опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ.
Вăрман Чăваш Ен территорийĕн виççĕмĕш пайне /632,3 пин га/ йышăнать. Хунав лартакансенчен, ăна сыхлакансенчен пĕри, Канаш районĕнчи Çатăрка Çырми ялĕнче çуралнă Николай Васильев, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 85 çул тултарнăскер, вăрман фондне хушассишĕн Канаш вăрманлăхĕнче трактористра, механикра, лесникра 50 çула яхăн вăй хунă. Вăрман учрежденийĕсенче Николай Васильевич пек çынсем йышлăн ĕçленĕрен вăрман фондне ешĕллĕх лаптăкĕсене вăхăтра тавăрма май килет.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ертсе пынипе районсенчи вăрман учрежденийĕсем фондăн 94,3% /596,5 пин га/ пăхса тăраççĕ.
— Регион проектне пурнăçлама вăрман лартса çитĕнтермелли, вут-кăварпа кĕрешмелли ятарлă техника тата оборудовани туянма планланă, — хуравларĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов. — 2024 çул тĕлне тĕрлĕ культура вăрлăхне çителĕклĕ — 3,16 тонна — хатĕрлĕпĕр. Регион проектне пурнăçласси çинчен килĕшĕве кăçалхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă. Вăл федерацин «Экологи» наци проектне хута кĕртме те май парать. Тĕллевсене пурнăçлама пилĕк çул хушшинче — 317 млн, вăл шутра 2019 çулта 101,37 млн тенкĕ уйăрĕç. Çуркунне 453,9 гектар /101%/ çинче хунав лартрăмăр. Кĕркунне те лартăпăр. Кăçал пĕтĕмпе 695,5 гектара ешĕллĕх тавăрăпăр. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 2019 çулта 69,5 млн тенкĕ пăхса хунă. Регион проектне пурнăçлассишĕн çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Шупашкар вăрманлăхне икĕ ПКЛ-70 плуг илсе килтĕмĕр. Вĕсемпе хунав лартма йăран çурĕç. Ку уйăхра республикăна вăрăран шăтарнă хунавсене варăнтармалли МПУ-1М машина çитет. Кăçал тата килес çул вут-кăвар кĕллентернĕ лаптăксене пурне те хунав лартса пĕтеретпĕр. Ку ĕçе хастар хутшăннăшăн çут çанталăк тусĕсене, экологин общество организацийĕсене тав тăвас килет.
Мана çак хыпар тĕлĕнтерчĕ: кăçал учрежденисене 17 патруль комплексĕпе тивĕçтерĕç. Паллах, хăвăрт чупакан техникăпа рейд ирттерме, инкек сиксе тухнă вырăна хăвăртрах çитме çăмăлрах.
Наци проектне йышăниччен министерство техника сахал илнĕ теместĕп. Иртнĕ çулсенче ятарлă машинăсем туянма федераци хыснинчен çеç мар, республика бюджетĕнчен укçа нумай уйăрнă. Сăмахран, 2018 çулта пушар сÿнтермелли тата патрульлемелли техника 53,5 млн тенкĕлĕх илсе килнĕ: вут-кăварпа кĕрешмелли автоцистерна — 9, пĕчĕк патруль комплексĕ — 6, кустăрмаллă трактор — 7, Шевроле-нива автомобиль — 11, вăрманта усă курмалли плуг — 5.
2018 тата 2019 çулсенчи пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕсенче вăрман фондĕнче пĕр пушар та тухман /федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Енпе Тутарстан çеç танлашма пултарнă/.
— Çак плансемпе питех кăсăкланман çын куçĕпе пăхса ыйтас килет. Ĕлĕк-авал вăрман Сăрпа Сĕве юхан шывĕсен хушшинче хăй тĕллĕнех çитĕнсе сарăлнă. Мĕншĕн халĕ ăна пăхма, çитĕнтерме, ытти ĕç тума кĕмĕл çав териех уйăраççĕ?
— Вăрман — республика экономикипе экологийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ секторĕ, - терĕ А.Ефремов. - Ĕлĕк чăваш халăхне вăрман стройматериал, пушăт, милĕк, кăмпа-çырла, вутă-шанкă, утă, хунав тата ыттине панă. Иртнĕ ĕмĕрсенче вăрман промышленноçĕ самаях аталаннă, йывăçран тĕрлĕ продукци туса сутнă. Ку отрасль республика экономикинче халĕ те курăмлă. Тĕрлĕ тавар туса кăларма промышленноçа паха йышши йывăç культурисем кирлĕ. Отрасль пирĕнтен тивĕçтерме ыйтать. Стройматериал, сĕтел-пукан, ытти продукци ытларах туса кăларасшăн. Саккаса тивĕçтермеллех. Чĕр тавар нумайрах парсан производство калăпăшне ÿстерĕç — пуриншĕн те усă.
Кăмпа-çырла, милĕк, вутă-шанкă патне вăрмана халĕ те каятпăр. Вăл сывлăша кислородпа пуянлатать, çĕр айĕнчи шыв саппасне тăвать, этеме эмел курăкĕ, пыл, ытти чĕр тавар парать. Вăрман чĕр чунсене ĕрчемелли вырăн та. Чăваш Ен вăрманне юхăнтарма, сахаллатма юрамасть. Ăна пĕтерсен вăл та, ку та пулмĕ. Пачах тепĕр майлă: лаптăкне хушмалла, ăна пăхса тăракан вăрман учрежденийĕсен техника-производство никĕсне тĕреклетмелле, вĕсенче ĕçлекен кадрсене çирĕплетмелле. «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проекчĕ пире çак тата ытти ыйтăва татса пама пулăшĕ.