Умра — курăмлă тĕллевсем
Чăваш Ен 2024 çулччен федерацин «Экологи» наци проекчĕпе тачă çыхăнса тăракан «Атăла сыватасси» регион проектне те пурнăçлать. Прект тĕллевĕ — палăртнă ĕçсене туса, çав шутра Атăла юхакан пĕтĕм таса мар шыва 2024 çул вĕçлениччен виçĕ хут сахаллатса унăн экологи пахалăхне лайăхлатасси.
Регион проектне ĕçе кĕртсе тасату сооруженийĕсен 13 комплексне тăвĕç тата реконструкцилĕç /модернизацилĕç/. Вĕсене хута ярсан Атăл сахалрах вараланĕ, ĕç вырăнтан тапрансан тасату сооруженийĕсене инвестици хывăпăр. Хулапа поселок, ял территорийĕсенче пухăнакан çумăрпа юр шывне лайăхрах тата нумайрах тасатма пуçласан çынсене кÿрекен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ ÿсĕ, тасату хатĕрĕсене ытларах шанма тытăнĕç, калăплă ĕçсем çынсен пурнăç тата хăтлăх шайне хăпартĕç.
Атăл шывне хăрушлăха кĕртме пултаракан пĕр объекта сиенсĕрлетме пăхса хунă. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнса тасату хатĕрĕсен хăватне пысăклатсан Шупашкарти урам-тăкăрлăкран юхса пухăнакан хура шыва нормативпа çулталăкра 0,02 кубла километр хальхинчен ытларах тасатма пулать. Çак проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 2019-2024 çулсенче 3,43 млрд, ку шутра федераци бюджетĕнчен — 3,39 млрд, Чăваш Республикин пĕрлехи хыснинчен 35,2 млн тенкĕ явăçтарма планланă.
2019-2020 çулсенче Чăваш Енре инвестицин 640 млн тенкĕлĕх икĕ проектне пурнăçлама палăртнă. Пĕрремĕшĕ Шупашкар хулин тĕп пайĕнче пухăнакан çумăрпа юр шывне тасатмалли сооруженисем тăвассипе çыхăннă. Вĕсене хута яма — 243,339 млн, çав шутра федераци хыснинчен 240,906 млн тенкĕ уйăрĕç. Кăçал — 103,5 млн, килес çул 137,5 млн тенке ĕçе кĕртесшĕн.
Сооружение çĕклеме Шупашкарăн историллĕ пайĕнче çĕр лаптăкĕ уйăрнă ĕнтĕ. Вăл Шупашкар заливĕ çумĕнче, 30-мĕш çул тата Пионерсен çыранĕ хушшинче.
Тĕп хулари Ленин тата Мускав районĕсен территорийĕсенче /700 га/ пухăнакан çумăрпа юр шывĕ Шупашкар, Сăкăт, Трусиха юхан шывĕсемпе малтан Шупашкар заливне, унтан Шупашкар шыв управне, кайран Атăла лексе аслă юхан шыва варалать, экологи пахалăхне япăхлатать. Вăл самай таса мар. Шупашкарта виçнĕ те çумăр шывĕнче пуçтарăнакан хутăш концентрацине кашни литр пуçне вăтамран — 420, ирĕлнĕ юр юххинче ăна — 1506, нефть продукчĕн çумăр шывĕнчи концентрацине — 6,34, ирĕлнĕ юр юххинче ăна 7,77 миллиграмм палăртнă. Çак цифрăсем тĕп хулари общество территорийĕнче çуркунне-кĕркунне çумăр çунă е юр ирĕлнĕ чухне пухăнакан хура шыв Атăла юхса самай вараланине çирĕплетеççĕ.
Иккĕмĕш проекта пурнăçласа Вăрнар поселокĕнче пурăнмалли çуртсенчен, хуçалăхпа производство объекчĕсенчен юхтарса кăларакан хура шыва пăрăхсемпе коллектора пухса тасатĕç. Тасату сооруженийĕн талăкри хăвачĕ 1800 кубла метрпа танлашать.
— Ăна 2020 çулта хута яма палăртнă, — пĕлтерчĕ Вăрнар районĕн администрацийĕн строительство пайĕн заведующийĕн çумĕ Владимир Леонтьев. — Паянхи кун тĕлне подрядçă икĕ урамри канализаци пăрăхĕсене тăсма автоçулсен айĕпе хăвăл тăвать тата тасату сооруженийĕн никĕсне яма хатĕрленет. Подряд организацийĕ Çĕрпÿ хулинчен. Ĕçе нумай техникăпа специалиста явăçтарать.
Ку проект — тасатмалли вараланчăк шыва сахаллатассишĕн пурнăçлакан мероприятисен шутĕнче. Ăна ĕçе кĕртме пĕтĕмпе 406,643 млн, çав шутра федераци хыснинчен 402,577 млн тенкĕ куçараççĕ. Кăçал — 227,333 млн, 2020 çулта 175,244 млн тенкĕ тăкаклама пăхнă.
Вăрнарти кивĕ коллектора тунăранпа 60 çула яхăн. «Унăн хăвачĕ иксĕлнĕ, ăна техника майĕпе модернизацилемеллех», — ыйтаççĕ поселок çыннисем. Çĕнĕ коллектор поселокра пурăнакансен, аш-какай комбиначĕн, хутăш препаратсен завочĕн, ытти предприяти-организацин кулленхи ыйтăвне тивĕçтерĕ.
Коллектора ĕçе кĕртсен пурăнмалли çурт-йĕртен, производство объекчĕсенчен тухакан таса мар шыва çĕр айĕпе юхтарса пухмалли проект туса хатĕрлĕç. Поселокра паянхи кунччен те централизациленĕ канализаци çук.
Коллектора пуçтарăнакан хура шыва нормативпа килĕшÿллĕн тасатса Кĕçĕн Çавал юхан шывĕн юппине — Упнере — кăларса ярĕç. Унтан Атăла юхса тухĕ.
«Атăла сыватасси» регион проектне пурнăçласа çавăн пекех тĕп хулара пухăнакан çумăрпа юр шывне тасатакан сооруженисем 2020-2022 çулсенче Шупашкарти «Волжский-1» тата «Волжский-2», 2023 çулта «Грязевская стрелка» «Çĕнĕ хула», микрорайонсенче, Президент бульварĕнче, Якимов урамĕн таврашĕнче, 2024 çулта Сĕнтĕрвăрри шоссинче тума планланă. Çак объектсем те Атăла юхакан çумăрпа юр шывне тасатса кăларĕç.