Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем професси уявне паллӑ турӗҫ (ГТРК "Чувашия")

Чӑваш Енре ҫакна халалланӑ савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче иртрӗ. Вӑрманҫӑсене Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Леоинд Петров, Михаил Солин

Чӑваш Енри вӑрманҫӑсем темиҫе ҫул ӗнтӗ професси уявне спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелесе палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал спартакиадӑна 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче - лесничествӑсенче, вӑрман хуралӗнче тӑрӑшакансем тата Атӑл тӑрӑхӗнчи технологи университечӗн филиалӗнче вӗренекенсем.

Командӑсем мини-футболла вылярӗҫ, тӗл перессинче, эстафетӑра, ал вӑйӗ виҫҫесинче тата вӗрен туртассинче тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртусенче мала тухнисемпе пӗрлех нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене чысларӗҫ.

Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пухӑннисене саламланӑ май, республикӑн вӑрман хуҫалӑхӗсен пурлӑх никӗсӗ пуянланса пынине палӑртрӗ. Кӑҫал кӑна вӑрман сыхламалли 17 комплекс тата йывӑҫ лартмалли машин, икӗ сухапуҫ туяннӑ. Ҫавӑн пекех 15 трактор илме палӑртнӑ. Пӗлтӗр вӑрмансенче пӗр пушар та пулман. Кӑҫал Шупашкар лесничествинче ҫулӑм тухнӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Анчах та вӑрманҫӑсен тимлехне пула пушара алхасма паман. Республикӑра йывӑҫ-тӗм лартассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал 695 гектар вӑрман чӗртме палӑртнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 100 гектар нумайрах.

Пӗтӗмпе 2021-мӗш ҫулччен республикӑри вӑрмансене сыхлама тата лартса ӳстерме 317 миллион тӑккалӗҫ. Вӑл шутра кӑҫал - 100 миллион ытла. Ку вӑл пӗтӗмпех федераци укҫи-тенки. Эппин, республика тата симӗсрех, тасарах тата хӑтларах пулӗ.



ГТРК "Чувашия"
16 сентября 2019
09:40
Поделиться