Тасалăхпа тирпейлĕх хамăртан килет (НТРК)
Раççейре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 11 федераци проекчĕ пурнăçланать. Çак йышран 8-шне Чăваш Ен хутшăнать. Кăçал ку наци проектне пурнăçлама федераци тата республика бюджетĕнчен чылай укçа уйăрнă. «Экологи» проекта пурнăçа кĕртме ĕлкĕрнĕ тата тăвас ĕçсене ятарлă канашлура сӳтсе яврĕç.