Вăрман ешерет, кайăк юрлать
Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2019 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрмансене хÿтĕлессипе ăнăçлă ĕçлекен регионсен йышĕнче Чăваш Ене те асăнчĕ.
Чăннипех те палăртуллă хаклав. Республикăри вăрман фондĕнче 2013, 2015 тата 2018 çулсенче пĕр пушар та сиен кăтартман - питĕ лайăх кăтарту. 2011, 2012, 2014, 2016 тата 2019 çулсенче пĕр гектара яхăн лаптăка çеç вут хыпнă, çулăмпа кĕрешекен служба вырăна çийĕнчех çитсе пушара сÿнтернĕ. 2017 çул çеç 29 гектар вăрман çуннипе палăрса юлнă. Чăваш Ен территорийĕн виççĕмĕш пайне вăрман йышăнакан фондшăн ку нумай мар.
Ăна лайăх хÿтĕлеме пултарнине мĕнле ăнлантармалла-ха? Халăх хушшинче профилактика ĕçне анлă сарнă, унта хутшăнакан вăйсемпе ĕç меслечĕсен тухăçлăхне палăрмаллах ÿстернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрмана вут-çулăмран хÿтĕлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртмалла. Çавăнпа пушарпа кĕрешмелли, вăрмана патрульлемелли техникăна планпа килĕшÿллĕн çĕнетме май килет. 2011-2012 çулсенче вут-кăварпа кĕрешмелли техника 100 млн тенкĕлĕх туяннă. Ку укçан 75% - республика бюджетĕнчен.
Çавăн пекех унтан 2018 çулта уйăрнă 45,7 млн тенкĕпе кирек хăш путлăха та кĕрсе тухакан вут-кăвара путлантармалли 9 автоцистерна, вăрмана патрульлемелли 6 комплекс /пушара сÿнтермелли хатĕрсен комплекчĕпе пĕрле/, кустăрмаллă 7 трактор тата 5 плуг илнĕ. Федерацин пушар надзорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама республика хыснинчен уйăрнă 7,6 млн тенкĕпе ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденине вун пĕр Шевроле-Нива автомашина туянса панă.
Федерацин «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упраса хăварасси» проектне пурнăçласа кăçал Чăваш Ен валли вăрман пушарне сÿнтермелли техникăпа оборудовани илме 54,7 млн тенкĕ уйăрнă. Унпа вăрмана патрульлемелли 17 комплекс /пурте вут-çулăмпа кĕрешмелли оборудованипе/ туяннă ĕнтĕ, 2019 çул вĕçлениччен пушара сÿнтерекен хими станцийĕсене вут-кăварпа кĕрешнĕ чухне усă курмалли оборудовани вырнаçтарнă кустăрмаллă 15 тракторпа тивĕçтерме палăртнă.
Федерацин ытти регионĕ пекех Чăваш Ен вăрманĕ те 2010 çулта пушартан пысăк тăкак курнине астăватпăр. Вут-çулăм Шупашкар вăрманлăхĕнчи 10,4 пин гектара сăтăр кÿчĕ. 2011 çултанпа çунчăксене пуçтарса купаларĕç, 5,9 пин гектара вăрман культурисемпе симĕслентерсе фонда тавăрчĕç. Кунта вăрăран е тымартан шăтнă паха культурăсем те çĕкленеççĕ. Пушă кварталсене симĕслентерме тата 300 гектар çинче хунавсем лартасшăн, 2,3 пин гектара хăй еккипе ешĕлленме май туса парасшăн.
2011 çултан пуçласа ирттернĕ экологи акцийĕсенче, вăл шутра çурхи тата кĕрхи пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кунсенче, 1,9 млн хунава - 718, вăл шутра Шупашкар вăрманлăхĕнче 70 гектар лартнă.
Пушар кĕллентернĕ кварталсене вăрман фондне тавăрассишĕн ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Шупашкар вăрман учрежденийĕн ĕç коллективĕ, арендаторсем, общество организацийĕсем, волонтерсем, студентсемпе шкул ачисем, çут çанталăк тусĕсем темиçе çул тăрăшнине палăртас килет. Çав шутра - 2010-2015 çулсенче республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулнă Иван Исаева та. Вăл ертсе пынипе çунчăка касса пуçтарассипе, хăрăмлăха симĕслетме питомниксенче хунавсем çитĕнтерессипе, кашни районтах йывăç лартассипе, федераци центрĕ министерствăна вăрман фондне пăхса тăма, çĕнетме, вут-çулăмран хÿтĕлеме панă тивĕçсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтăва татса панă.
Юрий МИХАЙЛОВ