Тĕллевĕсене çуллен пурнăçласшăн
Федерацин «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçлассишĕн республикăра кăçал еплерех ĕçленипе «Хыпарăн» кăçалхи номерĕсенче тĕплĕн паллаштартăмăр. Калаçăва малалла тăсăпăр. Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хуравлать.
- Чăваш Енĕн вăрман йышăнакан çĕрĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 632270 гектар. Çав шутра вăрман фончĕн çĕрĕ - 596467, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕ - 33946, çынсем пурăнакан пунктсенчи вăрман - 1018, ытти категорие кĕрекенни - 839 гектар. Вăрман фончĕн çĕрĕ 11 лесничествăра. Вĕсем участоксенчи 47 лесничествăна пĕрлештереççĕ.
- Вăрманпа усă курасси мĕнле саккунсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать?
- Раççей Вăрман кодексĕпе, республикăн Вăрман планĕпе, лесничествăсен вăрман хуçалăхĕсене йĕркелемелли регламенчĕсемпе. Çулталăкра 533,9 пин кубла метр вăрман касма палăртса хунă. Ку шутра çитĕнсе çитни тата ватăлма пуçлани - 282,7 пин /53%/, вăрмана пăхса тăнă чухне тĕрлĕ тĕллевпе касаканни - 127,3 пин /24%/, хăрни-сăтăрлани - 118,2 пин /22%/, ытти сăлтавпа касни 5,7 пин /1%/ кубометр.
- Пĕлтĕр тата виçĕм çул мĕн чухлĕ касса хатĕрлеме тĕллев лартнă?
- 2018 çулта 426,8 пин кубла метр е çулталăкра касмалли хисепрен 79,9% касма планланă, 316,2 пин кубометр каснă /малтан касма палăртса хунинчен 74% е çулталăкри тĕллеврен 59%/. 2017 çулта 266,9 пин кубла метр хатĕрленĕ. Ку çулталăкра касмалли планăн 54%.
- Ку ĕçсене камсем пурнăçлаççĕ?
- Юридици сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем, кил хуçалăхĕ валли ыйтакан граждансем. Вăрман йывăçне туянмалли-сутмалли договорсемпе килĕшÿллĕн, аукционсем ирттернĕ хыççăн. Вăрманпа перекетлĕ тата ăна юхăнтармасăр усă курас тĕллевпе çав пуянлăха упраса хăвармалли мероприятисене кашни çулах туллин пурнăçлатпăр. Вĕсен шутĕнче - ешĕллĕхе сыхласси-хÿтĕлесси, хунавсем лартса çитĕнтересси, вăрман фончĕн участоксенчи çĕрĕн çĕнĕ лаптăкĕсене йывăçпа симĕслентересси. Çак ĕçсене пурнăçлассишĕн министерствăна пăхăнса ĕçлекен 11 бюджет учрежденийĕнчен патшалăх заданийĕсене пурнăçлама ыйтатпăр.
- Иван Васильевич, 2010 çулхи пушар вăрмана кÿнĕ сиен тата вут-çулăм кĕллентернĕ лаптăксене ешĕллентерессишĕн 2018 çулччен мĕнле ĕçсем туни çинчен кăçал «Хыпарта» тĕплĕн çырса кăтартрăмăр. Кăçалхи пирки мĕн пĕлтеретĕр?
- 709 гектар лаптăка /102%/ вăрманлатнă.
- Проекта ăнăçлă пурнăçласси учреждени коллективĕсенчен нумай килет. 2024 çул вĕçлениччен ăна ĕçе кĕртме хатĕр-и?
- Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче çав учрежденисенче 508 çын тăрăшнă. Вăл шутра «Вăрман хуралĕ» учрежденире - 73-ĕн. Палăртнă хушăри ĕç укçи вăтамран 16,8 пин тенкĕпе танлашнă /республика экономикинче вăй хуракансен шалăвĕн 58,6% чухлĕ/ е 2018 çулхи тăхăр уйăхринчен /15,5 пин тенкĕ/ 8,4% хушăннă.
«Вăрман хуралĕ» учреждени коллективĕ кашни уйăхра ĕç укçи вăтамран 16,3 пин тенкĕ е палăртнă хушăринчен /14,9 пин тенкĕ/ 9,4% ытларах илнĕ. Танлаштарма: Шăмăршă лесничествинче вăл - 11,4 пин, Шупашкар вăрманлăхĕнче 18,5 пин тенкĕ пулнă. Вăрман ĕçченĕсен шалăвĕ пĕчĕкки çак цифрăсенчен лайăх курăнать. Ăна ÿстерессишĕн пирĕн çывăх вăхăтра çине тăрсах ĕçлеме тивет. Министерство тата Рослесхоз пĕр-пĕрин хушшинче тунă килĕшÿре унăн республика экономикинче тăрăшакансен ĕç укçинчен /вăл кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 28650 тенкĕ/ пĕчĕкрех пулмалла мар тесе çырса хунă.
Проекта ăнăçлă пурнăçласси «Вăрман хуралĕ» учреждени коллективĕнчен те нумай килет. Вăрман пушарне сÿнтерекенсем хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ. Уйрăммăн илсен пĕтĕм Раççейри «Вăрман пушарне сÿнтерекен чи лайăх пушарнăй» конкурсăн республикăри ăмăртăвне кашни çулах ирттеретпĕр. Вăрман промышленноçĕн рабочи профессийĕсен хисепне ÿстерессишĕн республикăн «Йывăçа касса чи лайăх тÿнтерекен» конкурсне, 2013 çултанпа вăрман ĕçченĕсен Спартакиадине йĕркелетпĕр. Вăл ĕçлекенсене пĕрлештерме пулăшать. Пĕтĕмлетсе çакна калатăп: çÿлте палăртнă мероприятисем пурте вăрмана упрассишĕн коллективсене чăмăртанма пулăшаççĕ. Хамăр тĕллевсене пурнăçлассишĕн малашне те çине тăрсах ĕçлĕпĕр.