Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Каяшсен вырăнĕсене пĕтерĕç

Тăван тавралăха сыхласси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран 2024 çул тĕлне Раççей  пĕтĕмĕшле улшăнмалла.  Ыт ахальтен мар ĕнтĕ экологи ыйтăвĕ те вĕренÿ, демографи тата сывлăх сыхлавĕ пекех патшалăхшăн малти вырăна тухрĕ. Шăп та шай «Экологи» наци проекчĕ этемшĕн пĕлтерĕшлĕ япаласене - сывлăша, шыва упраса хăварассине, йăлари каяшсене çаврăнăша кĕртессине мала хурать те. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе çĕнĕ технологисене аталантарасси те пысăк вырăн йышăнать.

«Экологи» наци проекчĕ çитес тапхăрта Раççейре, вăл шутра Чăваш Енре те, пурнăçа кĕртмелли 11 федераци проектне пĕрлештерет. Вĕсен шутне таса сывлăш, таса шыв, йăлари каяшсене ĕçе кĕртесси, çавăн пекех вăрмансене, çут çанталăкшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ шыв объекчĕсене сыхласа хăварасси малти вырăнсене тухса тăрать.

Асăннă наци проекчĕ «Таса çĕршыв» федераци проекчĕ 2019 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Ăна тĕпе хурса унччен чылай çулсем хушши йĕркеленнĕ йăлари каяшсен вырăнĕсене пĕтерме, унти çĕр лаптăкĕсен пулăхлăхне ÿстерессипе ĕçлессине тĕпе хураççĕ. Çак федераци проекчĕ 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупса палăртнă саккунсăр майпа йĕркеленнĕ йăлари каяшсен вырăнĕсене пĕтерессипе çыхăннă. Раççей Федерацийĕн Çут çатнталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шучĕ çĕршывĕпе 190-ран иртет. Кунсăр пуçне çут çанталăка уйрăмах пысăк сиен кÿме пултараканнисем тата 75 шутланаççĕ иккен. 2020 çулта 50 объектра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме, йăлари каяшсен вырăнĕсене пăрахăçлама палăртаççĕ.

Вĕсен шутне Элĕк салинчи йăлари хытă каяшсен вырăнĕ пулнă çĕр лаптăкне рекультиваци тăвасси те кĕрет. «Таса çĕршыв» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 7,935 гектар çинчи çĕр лаптăкĕн пулăхлăхне лайăхлатмалла.

Ку тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен субсиди илме Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк министерствине кирлĕ документсене пĕтĕмпех тăратнă. Чăваш Енре «Таса çĕршыв» проекта пурнăçа кĕртме 35346,3 пин тенкĕ укçа-тенкĕ кирлĕ. Асăннă суммăран 34992,9 пин тенки федераци бюджетĕнчен килеççĕ пулсан, 334,63 пин тенкине Чăваш Енĕн республика бюджетĕнчен уйăраççĕ.

 Элĕкри унччен йăлари каяшсене пухнă вырăна пăрахăçлама тата унти çĕр лаптăкĕн пулăхлăхне ÿстерме  пĕтĕмпе 24893,2 пин тенкĕ кирлĕ. Вăл шутран 24644,3 пин тенки федераци укçи-тенки, 236,464 пин тенкине республика уйăрса парĕ. Ку ĕçрен, паллах, вырăнти влаç та аякра юлмĕ, вырăнти бюджетран 12,446 пин тенкĕ уйăрĕ. Ку енĕпе ĕç-пуçа вырăнсенче мĕнле йĕркеленине Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви сăнасах тăрĕ.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

Первоисточник: Аликовская районная газета "По жизненному пути"



28 февраля 2020
07:35
Поделиться