Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хатĕрлĕхе тĕрĕсленĕ

Çуркуннене кĕретпĕр, тавралăха юр айĕнчен тухакан çÿп-çапран тирпейлеме вă-хăт кĕç-вĕç çитет. Çакăнпа пĕрлех, шел те, пушар тĕлĕшĕнчен уйрăмах хăрушă тапхăр пуçланать.

Уйсенче-пахчасенче типĕ хыт-хурана çунтарнăран, çурт-йĕр çывăхĕнче кăвайтсем чĕртсе асăрханулăх çинчен маннăран хăрушă лару-тăру тухни сайра мар. Çакна ытти çулсенчи инкексен статистики те çирĕплетет.

Синкерсем вăрмансене шар кăтартасран сыхланса, республикăри вăрман хуçалăхĕсем те çурхи-çуллахи тапхăра тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Иртнĕ эрнере, ак, Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче вĕренÿ йĕркеленĕ. Вăл ятарлă командăсен вăрманти пушарсене сÿнтерес хăнăхăвĕсене туптассипе çыхăннă, вут-çулăмпа кĕрешнĕ чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнассине те тимлĕх уйăрнă. Çутçанталăка сиенлекен инкексен пысăк пайĕ çын айăпĕпе тухать: çулăмпа асăрхануллă пулманран, кану хыççăн çÿп-çап хăварнăран, сÿнмен сигарет тĕпĕ е шăрпăк ывăтса янăран е тата ытти сăлтавпа. Çавăнпа та халăхпа профилактика ĕçне ирттересси кирлине те палăртнă.

«Çавăн пекех Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче сотрудниксен ĕç сыхлавĕн тата хăрушсăрлăх техникин пĕлĕвне тĕрĕслессипе комисси ларăвĕ иртнĕ. Пушарсене сÿнтерме усă куракан техникăпа инвентарь юсавлăхне те тĕрĕсленĕ», – пĕлтерет Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пресс-служби.

Сайт вурнарской районной газеты«Ҫĕнтерӳ çулĕ».



29 февраля 2020
16:59
Поделиться